Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Сана ан асӑрхаччӑр тесен — мала сиксе ан тух», — асламӑш, кӑмпана ҫӳреме юратнӑскер, вӑрманта ӳсекен кӑрӑҫ пирки каланӑ ҫак сӑмахсене Ваҫиле ват ҫынран пӗрре мар илтнӗ.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Укка, хытӑ юратнӑскер, тен, ӑна та пӑхмӗччӗ, Микулайин Клавьерен хӑпас шанчӑкӗ ҫукчӗ.
Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Павлуш, асламӑшне пит юратнӑскер, унпа нихҫан та хирӗҫмен: ҫырмаран шыв кӳрсе килессине, каҫхине ачасемпе ӗне ҫитерме тухассине е киремет вӑрманне хӑрӑк турат пуҫтарма каяссине хӑй ҫине илнӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ачаранпах юрлама юратнӑскер вӑл паян та чун киленӗҫне пӑрахман.Ей в детстве нравилось петь, она и сегодня не бросает свое увлечение.
90 ҫулти ватӑ хорта юрлать // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32117.html
Савнине пӗтӗм чунтан юратнӑскер, ашшӗ ирӗксӗр юратман ҫынна качча парсан, ӗмӗчӗ ӗмӗрлӗхе татӑлассине туйнӑскер, Елюк хӑй туйӑмне Сашшана палӑртмасӑр пурӑнма пултарайман.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Иван-Пасси, хӑй те юрлама юратнӑскер, хӑлха таранах юратса пӑрахнӑ Алтаттене: виҫҫӗмӗш класа пӗтеричченех ӑна качча илнӗ.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Вӑхӑт-вӑхӑтпа ӑнӗн тулли ҫулӑмӗ Гнора хальлӗхе килсе ҫитеймен телейӗн хупӑ алӑкӗ умне кӑлара-кӑлара тӑратать; вӑл кунта, ҫак ҫуртра пулнине аса илкелет, кунта вӑл пурне те пӗлет, пурте унпа хӑрушла ҫывӑхлӑхра, хӑй вара ют, алӑкран ҫавӑ тухичченех ют пулса юлать; ҫавӑншӑн вӑл, Гнор, — унӑн, ҫывӑх, тӑван, ҫухалнӑскер, кӗтнӗскер, юратнӑскер.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Хӗрлӗ Ҫар командирне, нумай вӗреннӗ Никифоров Давида юратнӑскер, ахаль хӗрлӗ армееца, хресчене кӑмӑллас ҫук ӗнтӗ вӑл текех.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Арӑмӗ каланине те итлемерӗ, ӑна ҫав тери юратнӑскер…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Мирца, хӑйӗн пиччӗшне пит юратнӑскер, яланах вӑл пӗтесрен хӑраса ҫӳренӗскер, турӑсенчен Спартака хӳтӗлеме ыйтса, май килсенех, турӑсене парнесем пама тӑрӑшнӑ.
XXII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ҫӗр, ешӗл ҫӗр, — пӗрре пӗлӗтсемпе, тепре ҫап-ҫутӑскер, капӑр та нумай шывлӑскер, хӑйӗн ачисем тӗлӗшпе чарусӑр усалскер, вӗри юнпа исленнӗскер, — анчах пур пӗрех — юратнӑскер, тӑван ҫӗр-шыв…
Лось ҫӗре сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Унӑн амӑшӗ, азине ӑнтан каймаллах юратнӑскер, унӑн пит ир палӑрнӑ пултарулӑхӗ аталаннине хирӗҫ пулман ҫеҫ те мар, вӑл хӑйӗн ывӑлӗн хастарлӑхӗ ҫине кӑмӑлласах пӑхса тӑнӑ, ҫын сисиччен ӑна хӑй те пулӑшнӑ.
III // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ашшӗ-амӑшӗ ҫав тери юратнӑскер, дворня каланӑ пек каласан — алхасса, ачашланса ӳснӗскер, вӑл пӗрмаях ялта, амӑшӗн хӳттинче пурӑннӑ.
III // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ун ҫине пӑхса киленетӗп — вӑл, юратнӑскер, татах пилӗкҫӗр ҫул лӑпкӑн лартӑр!Буду любоваться им — пусть он, милый, спокойно стоит еще пятьсот лет!
Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Самӑр Пашенька, ӗнер Вольтановский юратнӑскер, комбайн айккинчи кӗпер ҫинче тырӑ мӗнле юхнине сӑнаса тӑрать.
3 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
— Эй, юратнӑскер, чуп-ха пӑртак! — тесе хаваслӑн кӑшкӑрса илнӗ хыҫҫӑн, лашине хӑтӑрса юрласа ячӗ:— Эх, милашечка, наподдай! — крикнул он радостно и, хлестнув лошадь, запел:
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Мӑнукӑм пуласса кӗтрӗм… вӑл манӑн юратнӑскер.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Эпӗ нихӑҫан та анне пулса курман, ҫапах та шухӑшпа хама ҫав вырӑнах лартатӑп: акӑ манӑн ача ӳсет — юратнӑскер, куҫ пек курса тӑраканскер, унра мӗн-пур шанчӑк, уншӑн тертленнӗ-тӑрӑшнӑ, куҫҫуль юхтарнӑ, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрман… сасартӑк вара — айванлӑх, ӑнсӑртлӑх, хӑйпе хӑй тӗллӗн сиксе тухнӑ тискерле ӑнсӑртлӑх: вӑл чӳрече ҫинче вылять, нянька ҫаврӑнса тӑнӑ, курмасть, ача аялалла, чулсем ҫинелле персе анать.
XXII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
- 1