Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юратнӑн (тĕпĕ: юрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗлеткине юри шӑратнӑ: Кӗрнеклӗ, пилӗкӗ ҫинҫе; Вӑл хӑйне хӑй тытма юратнӑн Ларать халь элчӗ ут ҫинче».

Куҫарса пулӑш

XXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пур манӑн та чун, Матви, пур, — юратнӑн, Матвие ҫурӑмӗнчен лӑп-лӑп-лӑп тутарса илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эпӗ хама вӗри чӗреллӗ пек кӑтартасшӑн пултӑм, ытла та хаваслантӑм, ахлатрӑм, пӗр-пӗр япала ман кӑмӑла килнӗ пек пулсан, алӑсене питӗ вӑйлӑ сулкаларӑм, ҫакӑнпа пӗрлех пӗр-пӗр тӗлӗнмелле япалана курсан е ун ҫинчен мана каласа парас пулсан, хам унпа пӗртте интересленмен пек кӑтартма тӑрӑшрӑм; ним умӗнче те чарӑнса тӑман хаяр тӑрӑхлавҫӑ пек, ҫакӑнпа пӗрлех тимлӗн сӑнама пултаракан пек курӑнма тӑрӑшрӑм; хам мӗн тунине пӗтӗмпех логика хушнӑ пек тунӑн, пурнӑҫра тӗрӗслӗхе тата тирпейлӗхе юратнӑн, кирек мӗнле пурлӑхран та йӗрӗннӗн курӑнма тӑрӑшрӑм.

Я старался казаться страстным, восторгался, ахал, делал страстные жесты, когда что-нибудь мне будто бы очень нравилось, вместе с тем старался казаться равнодушным ко всякому необыкновенному случаю, который видел или про который мне рассказывали; старался казаться злым насмешником, не имеющим ничего святого, и вместе с тем тонким наблюдателем; старался казаться логическим во всех своих поступках, точным и аккуратным в жизни, и вместо с тем презирающим все материальное.

ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӗсем ӑна хӑнӑхса ҫитнӗ, тата вӑл та вӗсене чӑнласах юратнӑн туйӑнать; ҫулталӑка ҫичҫӗр тенкӗ нимех те мар, et puse au iond c`est un bon diable.

Они к нему привыкли, и он к ним, кажется, точно привязан; а семьсот рублей в год никакого счета не делают, et puis au fond c’est un très bon diable.

XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Виталий, амӑшне хӑй ҫумне чӑмӑртаса, аллипе ҫурӑмӗнчен тепӗр хут лӑп-лӑп тутарса илчӗ те юратнӑн, ытти салтак ачисемпе пӗрле «Волга» машинӑна кӗрсе тӳнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Джеммӑна вӑл «ӗмӗрӗпех» тата вӑл ӑна паян мӗнле юратнӑ, шӑпах ҫавӑн пек юратнӑн туйӑнчӗ.

Ему казалось, что он «вечно» любил Джемму — и именно так точно ее любил, как он любил ее сегодня.

XXV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех