Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юратнинче (тĕпĕ: юрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Телей чӗресем юратнинче ҫеҫ Мар, пӗр-пӗрне ӑнланса, пӗр тан шутласа пурӑннинче те…

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепӗр тесен, арҫын илемӗ ваклама юратнинче те мар.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Пурнӑҫ манӑн ун чухне хӗвел ҫутипе ҫуталнӑ пек ҫуталса кайнӑччӗ, анчах вӑхӑт иртет, вӑхӑт шӑвать, хамӑн телее ӗмӗрӗпех ҫемьере кӑна, сана юратнинче кӑна курса тӑни пӗчӗк япала пек туйӑна пуҫларӗ мана.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

— Пӗтӗм инкек — тутлӑ ҫиме юратнинче.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Олег Николаевичӑн пурнӑҫӗ – чӑваш халӑхне чунтан юратнинче кӑна мар, вӑл халӑхсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетессишӗн нумай турӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗри тӗпне кӗрсе вырнаҫнӑ юлташне этем нихӑҫан та манса каймасть // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... sa-kaimast

Тимӗрҫӗ тимӗре юратнинче, ҫиелтен пӑхсан, нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук пек ӗнтӗ.

На первый взгляд, в любви кузнеца к железу нет ничего странного.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Унӑн вӑрӑм кун-ҫул вӑрттӑнлӑхӗ ырӑ кӑмӑллӑхӗпе ӗҫченлӗхӗнче тата пурнӑҫа юратнинче пытаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Фронта, партизансен отрядне яма ыйтнӑ… // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/04/%d1%84%d1% ... 82%d0%bda/

Ҫыннӑн ҫак туйӑмӗ пур ҫӗрте те: мӗнле пурӑннинче, шанса панӑ ӗҫе мӗнле тунинче, хӑйне ытти ҫынсемпе мӗнле тытнинче, ун йӑли-сӑлайӗнче, калаҫура, сассинче, мӗнле тумланнинче, искусствӑна мӗнле пӗлнинче, мӗнле кӗнекесене, фильмсене, спектакльсене, мӗнле музыкӑна юратнинче, хӑй пурӑнакан хваттерне мӗнле тирпейленинче, мӗнле апат-ҫимӗҫ туяннинче, хӑйӗн пушӑ вӑхӑтне мӗнле ирттернинче тата кампа туслӑ пулнинче те палӑрать.

Вкус человека проявляется во всем: в отношении к жизни, к работе, в поведении с окружающими, в привычках, в речи, тоне, одежде, в отношении к искусству, в том, какие он предпочитает книги, фильмы, спектакли, какую музыку, как он обставляет свою квартиру, какие приобретает предметы потребления, как проводит свое свободное время и даже в том, с кем он дружит.

Хӑвна ху вӗрентни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Унӑн таланчӗ вӑл пурнӑҫа ҫав тери юратнинче палӑрчӗ.

Его талантливость проявлялась в его жадности к жизни.

5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Тата, тепӗр енчен илсен, искусствӑра ҫеҫ те мар, унтан та ытларах, ҫынсене… этемлӗхе юратнинче тӑрать ӗҫ.

И даже не столько в искусстве, сколько в любви к человечеству.

Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.

Ӗҫӗ — капитан Енакиев хӑйӗн вилнӗ ывӑл ачине ҫав тери хӗрӳллӗн, чӗререн, чунтан юратнинче пулнӑ.

Дело было в живой, страстной, деятельной любви капитана Енакиева к своему покойному мальчику.

19 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

10. Юрату вӑл эпир Турра мӗнле юратнинче мар, Турӑ пире мӗнле юратнинче: Вӑл Хӑйӗн Ывӑлне пирӗн ҫылӑхӑмӑрсене каҫарттаракан парне пулма янӑ.

10. В том любовь, что не мы возлюбили Бога, но Он возлюбил нас и послал Сына Своего в умилостивление за грехи наши.

1 Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех