Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юратни (тĕпĕ: юрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ҫынна чипер сӑнпит ҫеҫ мар, чипер ӑс-пуҫ, чипер шухӑш-туйӑм, чипер кӑмӑл кирлӗ, пурнӑҫ ҫине, ытти ҫынсем ҫине чиперрӗн пӑхни, чӑнлӑхпа тӗрӗслӗхе юратни, ултавпа суяна курайманни.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Прозаик ҫут ҫанталӑка юратни, ӑна сума суни кашни хайлаврах туйӑнать. Тӑван тавралӑха савса сӑнлать вӑл. Чӗлхи вара чӗрӗ, илемлӗ те сӗтеклӗ, вуланӑҫемӗн чун савӑнать», – пӗлтерчӗ вӑл хӑйӗн шухӑшне.

Куҫарса пулӑш

Людмила Сачковӑн «Ҫиҫӗмпе туслашни» кӗнекине пахалани // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pahalani/

— Кунта килсе тухасси ҫав тутлӑ ҫиме юратни пиркиех пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ҫиме юратни тетӗн-й? — пурте тӗлӗнсе Ишмук ҫине пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ытлашши тутлӑ ҫиме юратни.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кӗлмӗҫ-и, кӗлмӗҫ мар-и, эпӗ мӗншӗн юратни пирки ан шарла…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Вулакансем романа чунтан-чӗререн юратни мана питӗ савӑнтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Ик юратни ермӗшсен Мӗнле сӑмах ваклать-ши?!..

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Унӑн хӑюлӑхӗ, йывӑрлӑхсенчен хӑраманни, Тӑван ҫӗршыва чунтан юратни ҫамрӑксемшӗн хавхалану, ырӑ тӗслӗх пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Хам юратни ҫемьеллӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ҫук, хӗрӗм, ку юратни мар, ку юратӑвӑн астаракан вӑйӗпе теттепе вылянӑ пек выляни ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӗсем пирӗн халӑх Аслӑ Ленина, Коммунистсен партине хытӑ шанса тӑни, ӑна юратни синчен калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Ҫак документсем чӑваш ӗҫҫыннийӗсем пролетариатӑн аслӑ ҫулпуҫне тата Коммунистсен партийӗпе Совет государствине туса хунӑ хаклӑ Ленина пӗтӗм чун-чӗререн юратни ҫинчен калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Мускаври металлургсемпе Бакури нефтяниксем, Ҫурҫӗрти пулӑҫсемпе Ҫӗпӗрти йывӑҫ хатӗрлекенсем, Украинӑри хресченсемпе Севастополь крепоҫӗнчи хӗрлӗармеецсем совет влаҫне чун-чӗререн юратни ҫинчен, парти ӗҫӗшӗн пӗтӗм вӑй-хала парса ӗҫлеме пулни ҫинчен ҫыра-ҫыра пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Пӗррехинче Надежда Константиновна химипе ҫырнӑ ҫыру илнӗ, унта Владимир Ильич ӑна юратни ҫинчен ҫырса пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Анчах юратӑвӗ пиҫсе ҫитичченех, пӗр-пӗрне юратни ҫинчен уҫса каличченех вӗсене арестлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Вӗсем хӑнана калиткене ҫитичченех ӑсатрӗҫ, хӑйсем Каюровсене питӗ юратни ҫинчен те, ачасене ытарайманни ҫинчен те, Надя чирленӗшӗн питӗ хурланни ҫинчен те, унӑн сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханни ҫинчен те, ун патне пырса курма вӑхӑт тупайманни ҫинчен те хытӑ пӑлханса, ах-ахлатса калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Эпӗ ӑна хам ӗҫӗме хытӑ юратни ҫинчен, хам вӗҫме «ҫунатлӑ ҫурални» ҫинчен хавхаланса каларӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫакӑн пек йывӑр вӑхӑтра Тӑван ҫӗршыва юратни ҫеҫ ҫителӗксӗр, ҫӗршыв хӑй те сана юраттӑр.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Сӑвӑҫсем ӗҫпе пиҫӗхнӗ, ӗҫре ҫунакан хӗрсене юратни ҫинчен ҫыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех