Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юратмасть (тĕпĕ: юрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл нихӑҫан тунсӑхлама, кулянса ҫӳреме юратмасть, кирек мӗнле йывӑр самантсенче те шӳтлеме, путишле халапсем яма пултарать.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пурнӑҫра ӑна пӗр япала — интеллигент пуласси ҫеҫ шиклентернӗ; интеллигентсене вӑл ҫав териех юратмасть.

кем угодно хотелось ему быть, но только не интеллигентом.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унӑн арӑмӗ Ултатти, упӑшки пекех, колхоз ӗҫне тухма юратмасть.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Те ҫавӑншӑн хӑйӗн начальникӗсене пӗрне те юратмасть.

Куҫарса пулӑш

Япшар тус якатать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 13–15 с.

Юратмасть вӑл сана, Петӗр Ваҫҫилчӑ, ман ывӑла усала вӗрентрӗ, тет, — сассине пусарса каларӗ Илле пичче.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ӗҫе ытла вӑраха ямасан та хыпаланмасть: «Искусство васкакана юратмасть», — тет вӑл час-часах.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Мухаровӑн нимшӗн те пурнӑҫа ӳпкелемелли ҫук темелле, ҫапах вӑл хӑйӗн ҫывӑх палла тӑранӗ умӗнче мухтанма, вӗҫкӗнленме юратмасть.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Унсӑр пуҫне, тӳррипе каласан, «Шуҫӑм» колхоз председательне чӑрмантарас килмерӗ манӑн: вӑл журналистсене юратмасть тенине нумай илткеленӗччӗ, эпӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Тепри пӗверӗ татӑлса аниччен ӗҫлесен те никам та юратмасть ӑна.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Юратмасть вӑл ӑна.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Темшӗн юратмасть ҫак ҫынна Парамун.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Микула килте чухне ку ҫынсене юратмасть ҫеҫчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑмах ҫук, Ҫтаппан чиркӗве ҫӳреме юратмасть, чиркӳ йӑлисене те пӑхӑнсах пурӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тата ӗҫ тӑвас чухне чӑрмантаракана, кирек кам пулсан та, юратмасть вӑл.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуҫа: — Уйӑрнӑ хурт сӑхмасть вӑл. Ан хӑрӑр. Хурт вӑл хӑйне ҫиллентернине юратмасть. Вӗлле хурчӗ пырсан, нихҫан та ан ҫапкалашӑр. Куратӑр-и, эпӗ сеткӑсӑрах ӗҫлетӗп ав. Мана пӗри те сӑхмасть. Тата эрех шӑршине юратмаҫҫӗ вӗсем, — тесе ӑнлантарсан, хӗрарӑмсем лӑпланнӑ пек пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Темле хитре пулсан та юратмасть ӑна Шигалей.

Куҫарса пулӑш

18. Сарайчик хули // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юратмасть Иливан юмӑҫ ывӑлӗпе Автейпе ҫул ҫӳреме.

Куҫарса пулӑш

11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аса илӗр-ха тата эсир Иаков мӗн ҫырнине: «Турӑ мӑн кӑмӑллӑ ҫынсене юратмасть, хӑйне пӗр сӑмахсӑр пӑхӑнакансене канлӗх парать», — тенӗ вӑл…

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан хӑйӗн пӳлӗмӗнче пӗччен тунсӑхласа ларма юратмасть.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Паллах, сунарҫӑ. Кунта кӗрет пулмалла. Тӑманана персе вӗлерчӗ пулсан, Палюк мучие каласа паратӑп. Унашкал сунарҫӑсене Палюк мучи те юратмасть», — халь пушшех тарӑхса выртатӑп.

Куҫарса пулӑш

Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех