Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Интеллигентсем пӑшӑрханма юратаҫҫӗ, вӗсем ӗмер-ӗмӗрех пӑлхавсене хутшӑннӑ.— Интеллигентам приятно беспокоиться, они издаля веков присовокупились к бунтам.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Эпӗ вара, Тереза эпӗ юратакан ҫынсене хирӗҫ курайманлӑх ҫӗкленине кура, — студентсем вӗсем халӑха юратаҫҫӗ, ӑна ырӑ сунаҫҫӗ, терӗм.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Абсолют — пит те лайӑх ҫын, Козуба вара хальхи вӑхӑтшӑн питӗ хаклӑ ҫын: Мускав ҫынни, пӗтӗмпех, тӗпренех пролетари; пур заводсемпе те унӑн ҫыхӑну пур; рабочисем ӑна пит те юратаҫҫӗ.
XXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Анчах Ленин чӑнлӑхӗ, Ленин шухӑшӗ, Ленин юратӑвӗ пур унӑн, ҫавӑнпа та Бауманӑн хӑй таврашӗнче те пулин ним туйӑмсӑр ҫынсем ҫук: Григорий Васильевич пек, Густылёв пек ҫынсем вара ӑна е юратаҫҫӗ, е кураймаҫҫӗ.
VII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫакӑнтан вара — пӗрисем юратаҫҫӗ, теприсем — курайми пулса тӑраҫҫӗ.
VII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Сана пурте питӗ юратаҫҫӗ кунта…
XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пурҫӑн материпе витнӗ диван тӗлӗнче Айвазовскин «Ҫил-тӑвӑл», е пуринчен ытла Маковскийӗн «Боярсен туйӗ» ӳкерчӗкӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ пулӗ: нимӗҫ баронӗсем, паллах ӗнтӗ, пуринчен ытла шӑп ҫавнашкал «чӑн-чӑн вырӑс» ӳкерчӗкӗсене юратаҫҫӗ.
XXIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вӑл ҫав тери илемлӗ те вырӑнлӑ сӑмахсемпе калаҫать, хӑйне-хӑй тыткаланипе вӑл хӑй те мухтанать пулмалла; хӗрсем хыҫҫӑн чупма питӗ килӗштерет пулмалла, тата ку ӗҫре унӑн ӑнӑҫлӑх та пур пулас: вырӑс хӗрӗсем калаҫакан ҫынна юратаҫҫӗ.
Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.
Ачасем унтан хӑраҫҫӗ, анчах юратаҫҫӗ те.
VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Унта пурте тутлӑ япалана юратаҫҫӗ: шляхтич пичке хыҫҫӑн пилӗк ҫухрӑм таран чупӗ, ӑна шӑтарӗ те унтан ним те юхманнине курӗ, вара: жид пуш пичкене турттарса каяс ҫук, унта мӗн те пулин пур пулас, тейӗ.
X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Лукинори ачасем пурте тем те пӗр курса ҫӳреме юратаҫҫӗ; тепӗр сехетренех вӗсем пурте Ловать шывӗн хӑйӑрлӑ ҫыранӗ ҫине тухса тӑчӗҫ.
III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Анчах Тарье каланисене итлеме пурте юратаҫҫӗ, ҫанталӑк улшӑнассине сӑнамалли паллӑсене нумайлӑха астуса юлаҫҫӗ, кайран вара ҫав паллӑсене май килнӗ чухне пур ҫӗрте те тӗрӗсленӗ.
II сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ку вӑййа хӗр ачасем юратаҫҫӗ.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Ял ҫыннисем юрлама юратаҫҫӗ.
Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Хушаматна та кӑшт якатӑпӑр: пурте пӗлсе тӑччӑр тесе, вӗсем ун пек ҫынсен хушамачӗсене пичетлесе кӑларма юратаҫҫӗ.
XV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Пысӑк ҫамкаллӑскер, ӑслӑ та хыткан сӑн-питлӗскер, ӑна вӑл сассӑр юратать: нимӗнпе те — ни сӑнпа, ни пӳ-сипе — палӑрса тӑман яш ҫынсем ҫапла юратаҫҫӗ.Большелобый, с умным худым лицом, он любил ее, как любят парни неприметные, неяркие.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Питӗ юратаҫҫӗ хӗрарӑмсем пире, арҫынсене, инкекрен хӑтармашкӑн.
Пӗрремӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Чухӑн ҫынсем пурте юратаҫҫӗ сана — вырӑссем те, казахсем те, тутарсем те, чӑвашсем те.Все бедные люди тебя любят — и русские, и казахи, и татары, и чуваши.
Юмаx // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Ак вӗсем ашшӗне чуп тӑваҫҫӗ, юратаҫҫӗ, тӗрлӗ япшар сӑмахпа ун кӑмӑлне тупасшӑн, аслӑ хӗрӗсем кӗҫӗннинчен те хытӑрах йӑпӑлтатаҫҫӗ.
Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.
Иккӗше те ӗҫлеме юратаҫҫӗ, кӑмӑлӗсем те пӗр пекех.
ХХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.