Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юнӗ (тĕпĕ: юна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вилнисене нихӑҫан та манмӑпӑр, мӗншӗн тесен вӗсен юнӗ пирӗн юнпа хутшӑннӑ, апла пулсан, вӗсен пурнӑҫӗ — пирӗн пурнӑҫра.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«Ангара юнӗ ӳкнӗ вырӑнта мар, мӗскӗн Люся куҫҫулӗ тумланӑ вырӑнта шӑтса ӳснӗ пуль кусем», — ирӗксӗрех шухӑшларӑм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Юнӗ нумай юхнӑ, анчах сыватма май пур терӗҫ тухтӑрсем.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ун умӗнче хӑйне нумай терт кӑтартнӑ тӑшман тӑнине аса илсен, вӗри юнӗ сивӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эрехпе хӗрӳленнӗ юнӗ такама ҫӗнтересле чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юнӗ вӗресе тӑратчӗ Чиканӑн.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Фронт валакӗнчен пӗр чарӑнми этем юнӗ юхать.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Халӑх юнӗ вӑраннӑ, ку пӗрре пӑхсах курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Юнӗ пурпӗрех юхасшӑн.

Куҫарса пулӑш

XIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫӗршыв ирӗкӗшӗн, этем телейӗшӗн пуҫне хунӑ ҫынсем ҫинчен, вӗсен юнӗ ҫӗре ӳкменни ҫинчен, ҫак хальхи тӑнӑҫ пурнӑҫшӑн халӑхӑн мӗнешкел илемлӗ ҫынсене ҫухатма тивни ҫинчен калать ҫак хурӑн…

Куҫарса пулӑш

13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ачан кӑкрине вӗри хыпрӗ, юнӗ хӗмленсе шӗлкеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

— Чикан юнӗ чупать ун ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

XIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ямаш Ваҫҫин «Ҫӗр юнӗ» произведенийӗ — стена ҫумне ҫакмалли суя хитре ӳкерчӗк ҫеҫ ман шутпа.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Филипп Сидорович, акӑ мӗн: пирӗнтен кашниех шкул доски ҫине: «Эпир чурасем мар, чурасем эпир мар», — тесе ҫыра-ҫыра ӳснӗ, ҫавӑнпа та пирӗнте ниепле те чура юнӗ пулма пултараймасть.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Кирек кам ҫырнӑ пулсан та, «Ҫӗр юнӗ» роман истори урапишӗн — ҫӳпӗ!

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ку суя халап-и е чӑн пулни-и — Таранов пат татса калаймасть, анчах Филипп Сидорович тӗрӗслӗхшӗн хыпса ҫуннине лайӑх пӗлет, ахальтен мар халь «Ҫӗр юнӗ» романӗ пирки Нарспи Гавриловнӑран мӗн илтни ҫинчен сӑмах пуҫарчӗ, анчах вӑл шухӑшне вӗҫлесе те ҫитереймерӗ — Филипп Сидорович ҫапла каласа хучӗ:

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ну, мӗн шутлатӑр «Ҫӗр юнӗ» роман пирки эсир?

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сӑмахран, Ямаш Ваҫҫин «Ҫӗр юнӗ» романне хӑш-пӗрисем шедевр, классика вырӑннех хураҫҫӗ, анчах вӑл колхозсем йӗркеленнӗ юнлӑ тапхӑра чечек пек капӑрлатса ҫырнӑ хайлав вӗт.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ара, критиксем те хӑйсен статйисенче Ямаш Ваҫҫи пултарулӑхне хакланӑ чух «Ҫӗр юнӗ» романа кӑна каҫса кайсах мухтаҫҫӗ, унӑн ытти хайлавӗсене вара ячӗшӗн кӑна асӑнкалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Ҫӗр юнӗ» романӗ унӑн ытти хайлавӗсенчен кирек хӑш енчен пӑхсан та вӑйлӑрах — урӑх ҫын ҫырнӑ пекех туйӑнса каять тапхӑр-тапхӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех