Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юнех (тĕпĕ: юн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтанпа Карлай улшӑннӑ, куштан юнӗ куштан юнех пуль ҫав.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйсем ӑнран кайса пӑхса тӑнӑ хура тумхахсем Генри Пойндекстерӗн юнех тесе шухӑшланӑ вӗсем, кун пирки ашшӗ те, аппӑшӗ те, Кольхаун та иккӗленмен.

Отец, сестра и двоюродный брат не сомневались в том, что темные пятна, на которые они смотрели растерянным взглядом, были пятнами крови Генри Пойндекстера.

XXXVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Хӑйӗннех, кӑкӑр сӗчӗпе ӗмсе илсе пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпе ачашласа эпекленӗ казак юнех, этем пурнӑҫӗнчи пысӑк чӑнлӑхран ҫӳле тапса хӑпарчӗ.

Свое, казачье, всосанное с материнским молоком, кохаемое на протяжении всей жизни, взяло верх над большой человеческой правдой.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав ҫӗҫӗпех, ывӑлӗн юнӗпе (вӑл амӑшӗн юнех) вӗриленӗ хыҫҫӑн сивӗнсе ҫитеймен ҫӗҫӗпе, вӑл хӑй аллипе хӑйне кӑкӑртан чикнӗ те чӗрине тӗрӗсех тивертнӗ, — ыратакан чӗрене тивертме ҫӑмӑл.

И тот же нож, еще теплый от крови его — ее крови, — она твердой рукою вонзила в свою грудь и тоже верно попала в сердце, — если оно болит, в него легко попасть.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех