Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлташӗсене (тĕпĕ: юлташ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем Светлана садне тухаҫҫӗ, иртнӗ кунсем ҫинчен, паянхи кунсен телейӗшӗн пуҫӗсене хунӑ юлташӗсене аса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пилӗкӗ тӳсмелле мар ыратма пуҫларӗ, анчах вӑл, ҫывӑракан юлташӗсене вӑратас мар тесе, шӑла ҫыртсах тӳсрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Ҫынсем нушапа ӗҫме вӗренеҫҫӗ, тени тӗрӗсех мар-ши? — асаплӑн кулкаласа илчӗ вӑл, юлташӗсене куҫран пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӑл хӑйӗн хӗр юлташӗсене ҫапла каласа хӑварнӑччӗ, мӗншӗн тесен… малтанах ӑҫтан пӗлен-ха?

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Тантӑшӑмсем, — терӗ вӑл юлташӗсене ӗҫрен тухса общежитине таврӑннӑ чухне.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫамрӑксем хӑйсен хушшинчи паттӑр дружинниксене, шыва путасран ҫапнӑ юлташӗсене, йывӑр вӑхӑтра ҫывӑхри колхоза мӗнле пулӑшнине, пӗртӑвансем пек пурӑнакан нумай-нумай юлташӗсене аса илме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Этем иртнӗ пурнӑҫне, тӑванӗсене, юлташӗсене, ӑҫта ҫуралса ӳснине йӑлтах манма та пултарать иккен…

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Райком секретарӗ пӑтаран ҫакнӑ нӳрӗ плащне тӑхӑнчӗ те, юлташӗсене алӑ парса, тӑрантас ҫине тухса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Натюк аппа, ав, — урамалла кӑтартрӗ Архип Григорьевич, — пушар командин начальникӗ, ват пуҫӗпе хӑй ҫурлапа вырни ҫитмен, Мускавран килнӗ юлташӗсене тырӑ вырма, кӗлте ҫыхма вӗрентет.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Контузи» — шухӑшларӗ те сержант, юлташӗсене ирттерсе ярса, чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Господа, — терӗ Михха юлташӗсене, — атьӑр эппин ресторана.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав укҫаран пилӗк тенкине юлташӗсене ӗҫме парӗ, ыттине ыранах киле ярӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Улаха пурне те чӗнчӗ Кеша, юлташӗсене никама та манмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Куля ҫывӑхри юлташ ачисен пахчисенче ир пиҫекен панулми йывӑҫҫисем ҫуккине пӗлет, ҫавӑнпа юлташӗсене илӗртет.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Умри юлташӗсене паллами пуличчен ӗҫсе лартнӑ «юбиляр», эртелти йӑла-йӗркесене пӗлсех пӗтерейменскер, сасартӑк тискер кайӑк пек кӑтӑрса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Кабинӑран сиксе аннӑ Раманпа Ҫинахван юлташӗсене ҫӗнӗ машинӑпа паллаштарма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӳлти складра хӑй мӗн пӗлни-курнине юлташӗсене каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ванюш халӑх варрине тухрӗ те икӗ аллипе те юлташӗсене ыталаса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӑвӑрт кӑна тумланса, ӑшӑ кӑҫат тӑхӑнса тухса чупрӗ урама юлташӗсене пухма.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Часрах юлташӗсене хӑваласа ҫитес.

Скорее догнать подруг!

Шурлӑх // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех