Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлташӗсем (тĕпĕ: юлташ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лидия Алексеевна Шупашкартах ҫуралса ӳснӗ, ытти юлташӗсем пекех, вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ, анчах малалла ӑҫта каяссине Лида хӑй те, унӑн ашшӗ-амӑшсем те тӗплӗн пӗлеймен.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Юлташӗсем вӗсене иккӗмӗш кунне тин шыраса тупнӑ, ҫав хурӑн айнех чавса пытарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

«…Светлана вӑрҫа тухса тарчӗ, — пӗлтерчӗҫ мана унӑн юлташӗсем.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ытти юлташӗсем Машӑпа Валентинӑна кӳренме пӑхрӗҫ, «эсир пире юратмастӑр, ҫавӑнпа тухса таратӑр», — терӗҫ хӗрсем.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пӗтӗм юлташӗсем умӗнче пысӑк ответлӑха туйма пӗлни те питӗ асаплантарнӑ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Юлташӗсем ӑна Санюк тетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пирӗн парти журналистсен ӗҫне пысӑка хурса хаклать, вӗсене хӑйсен чи ҫывӑх юлташӗсем, ӗҫре пулӑшаканӗсем тесе шутлать.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

— Ку эпир-ха, Актай юлташӗсем, — сӑмах хушрӗ Тина.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Тина бригадӑри юлташӗсем ӗҫре те, пурнӑҫра та, вӗренӳре те мӗн пек туслӑ, пуҫаруллӑ пулни ҫинчен тӗплӗн те ӗнентерӳллӗн калама тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Кӗҫӗн юлташӗсем ҫапла тӗпчени ӑна савӑнтарать, вӑл алли ҫитнӗ таран ачасене ыталаса илет те ахӑлтатсах кулать.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пӗр ӳсӗмри юлташӗсем пурте вӑрҫӑра.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иккӗмӗш уйӑха кайсан, юлташӗсем кӗрсе тухкалакан пулчӗҫ ҫамрӑк мӑшӑрсем патне.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑҫта эсир, тӑвансем, юлташсем? — тесе ухмахланнӑ пек куҫне чарса утакан Ивана юлташӗсем икӗ енчен ҫавӑтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Юлташӗсем пекех, вӑл та хӑйӗн лашисене йывӑҫсем айнелле чӑмтарчӗ, хӑй пӗр путӑка кӗрсе выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах Микула юлташӗсем патӗнче аван хӑналарӗҫ тесе ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ юлташӗсем умне тӑрӑнса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ытла та ӑмсанмалла хак пани тата юлташӗсем хӗтӗртни Ахметӑн иккӗленес кӑмӑлне сирчӗ-сирчех.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗрме ҫыннисем ӗҫленӗ обӳекта ӑнсӑртран лексен пирӗн отделенин ачи, мӑкшӑ, маларах ӗҫленӗ урккӑсем хӑйсен «юлташӗсем» валли «сухпаек» текен апатлӑ, чейлӗ, сигаретлӑ пакет (НЗ) ӑҫта пытарма пултарни ҫинчен мана вӗрентсе тупса кӑтартнине те каларӑм.

Куҫарса пулӑш

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

— Тепре килнӗ чухне хӑвӑн канистрна илсе кил, манне ыран илсе килӗн, — терӗ те хӑйӗн юлташӗсем еннелле утса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Юлташӗсем ӑна ҫӑвара шыв сыпнӑн чӗнмесӗр куҫ хӗррипе ӑсатса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех