Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлташсен (тĕпĕ: юлташ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Елчӗк районӗнчи «Победа» колхоз агрономӗ, Социализмла Ӗҫ Геройӗ Е. Васильева, сысна самӑртас ӗҫре ырӑ ят илнӗ Н. Каргин, М. Яраханова, К. Махмутова, 3. Лаврентьева, А. Генералова тата ытти юлташсен ӗҫӗсем ҫинчен йӗркеленӗ передачӑсенче те ял хуҫалӑх ӗҫченӗсемшӗн вӗренмеллисем нумай пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Пӗр-пӗринпе социализмла ӑмӑртса ӗҫлекен виҫӗ колхоз — Украинӑри Винница облаҫӗнчи, Армян ССРӗнчи Калинин районӗнчи Н. С. Хрущев ячӗпе хисепленекен тата Кольцовкӑри В. И. Ленин ячӗпе хисепленекен колхоз председателӗсен В. М. Кавун, Г. М. Авдалян тата С. К. Коротков юлташсен перекличкине ӗҫ ҫыннисем юратса итлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Аскет пулса каясран хӑрамалла мар-и манӑн? — тесе те шухӑшлаттӑм, анчах хамӑн шухӑш-кӑмӑл йӗркинче, пурнӑҫ тытӑмӗнче ытти юлташсен шухӑш-кӑмӑлӗпе, вӗсен пурнӑҫӗпе куҫкӗретех килӗшсе тӑман япаласем нимӗн те ҫуккине курсан, — лӑпланаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Вӑл ҫӗнӗ атакӑна тата лайӑхрах хатӗрленме, окопсене тарӑнрах алтма, вилнӗ юлташсен патронташӗсене илме хушать.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Ҫакна юлташсен пурин те ӑнланас пулать.

И это должны понять все товарищи.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эпир хамӑр юлташсен кулленхи нушисем ҫинчен, вӗсен кӗрешес ӗмӗчӗ пысӑк пулни ҫинчен сахал шухӑшланӑ.

Я мало думал о повседневных нуждах моих товарищей, об их стремлении к борьбе.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пирӗн пӗтӗм ӗҫ комсомола илме палӑртнӑ юлташсен списокне сӳтсе явнипе кӑна чарӑнса тӑчӗ.

Наша деятельность ограничивалась обсуждениями списков товарищей, которых мы собирались привлечь в КСМ.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫавӑн чухне тин вара юлташсен сӑмахӗсене ӑнлантӑм.

Только тогда дошли до меня слона товарищей.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чӑваш чӗлхи те маншӑн ма паха: вӑл асаттен халлапӗсем, асаннен сӑввисем, аннен апачӗсем, аттен юррисем, юлташсен вӑййисем.

Куҫарса пулӑш

«Мӗн тума кирлӗ чӑваш чӗлхи?» // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1184

— Микулапа хам ятран тата хамӑрпа пӗрле кӗрешекен пур юлташсен ячӗпе те тав тӑватӑп!.. —

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Граждан вӑрҫинчен таврӑнайман юлташсен йывӑрпа пурӑнакан ҫемйисем те пур пирӗн.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ахӑртнех, бокала юлташсен тӗрлӗ ушкӑнӗнче ҫӗклеме тивӗ: паян эсир – кунта, ыран – урӑх ҫӗрте.

Скорее всего, поднять бокалы придется в компании разных друзей: сегодня здесь - завтра там.

40-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юлташсен йывӑрлӑхӗсем малтанах ахаль-махаль пек ҫеҫ туйӑнӗҫ.

Сложности друзей могут показаться пустяковыми.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юлташсен хушшинче пӗр ҫын пур: ӑна шанма шикленӗр.

Среди друзей есть человек, которому не стоит доверять.

35-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Темех мар-ха, анчах юлташсен пулӑшӑвӗ кирлех.

Ничего серьезного, но поддержка друзей и сослуживцев вам не помешает.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Совет влаҫӗшӗн пуҫне хунӑ юлташсен ӳчӗсене шӑтӑка антарас умӗн вӗсен пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен сӑмах туха-туха каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Влаҫри юлташсен ҫакна шута илмеллехчӗ пулӗ, ыйтӑва та анлӑрах, ҫӳллӗрех пусӑмра лартмаллачӗ-тӗр: мӗншӗн-ха искусствӑра тепӗр чухне искусствӑна чӑннипех ӑнланакан-пӗлекен ҫынсем мар, халӑх та мар — кӗвӗҫӳпе вӗчӗрхенекенсем суд тума тытӑнаҫҫӗ?

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Вӑйӑ-киленӳ, — вӗсенче пӗрешкел шухӑш-туйӑмлӑ юлташсен йыншах мар ушкӑнӗ кирлӗ; ҫав туртӑм-ӑнтӑлу сисӗм-туйӑма питех те ир тата чуна-чӗме суранланмаллах хытӑ ҫивӗчлетрӗ, ҫавӑнпах-тӑр — чӗмсӗрлӗхе кӑмӑллатӑп, тимлӗ-шухӑшлӑ, тата — ҫынна тӳрех ӗненместӗп.

Играм, требующим весьма небольшого числа одинаково настроенных соучастников, — рано и болезненно обострила мою впечатлительность, наметив характер замкнутый, сосредоточенный и недоверчивый.

I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Апла хӑтланни тӗрӗс мар, революци умӗнче те, юлташсен умӗнче те тӗрӗс мар вӗт», терӗм хам ӑшӑмра.

А ведь это уж нечестно, нечестно перед революцией и перед товарищами».

ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ментсем юлташсен йӗрӗ ҫине ан ӳкчӗр тесе.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех