Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлташлӑх сăмах пирĕн базăра пур.
юлташлӑх (тĕпĕ: юлташлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытах кашни ача хӑйӗн начальникӗн йӑлисем ҫинчен хӑй ӑнкарнӑ пек калаҫма пуҫласан, хӑйӗн ҫӑмӑл ӑслӑ та пӑтранчӑк пуҫне киревсӗр юлташлӑх йӑвисемпе тултарса лартсан, — ҫавӑн пек юлташлӑхӑн тупсӑмӗ вара ашкӑнланассине пытарасси пулса тӑрать пулсан, ача вӗрентекене те пӑхӑнми пулать, эппин мӗн тума кирлӗ-ши вара вӗрентекенсем?

Если каждый ребенок начнет рассуждать с своей точки зрения о правах своего начальника, забьет себе в свою легкомысленную, взбалмошную голову правила какого-то товарищества, цель которого прежде всего скрывать шалости, — следовательно, в основе его — уже стремление высвободиться от влияния руководителя, — зачем же тогда эти руководители?

Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Пуш сӑмах ҫапатӑн эс куллен, Калаҫатӑн юлташлӑх ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхавҫӑ // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 20 с.

Юлташлӑх та ӳссе, чӑтӑмланса пычӗ унта.

Куҫарса пулӑш

«Атӑл» наци батальонӗн салтакӗ Владимир Петров // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60524

Пурпӗрех Полина пӗр качча та хӑй ҫывӑхне ямарӗ, вӗсемпе сӑмах выляткаласан, кулкаласан-шӳтлекелесен те вӗсене хӑйӗн шалти вӑрттӑн юрату «калинккине» уҫма, юлташлӑх чикки урлӑ каҫма памарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вилесле кичем, таса мар, юлташлӑх ҫын та тупаймастӑн…

Смертельно скучно, грязно, и друзей не найдешь…

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Тӗрӗссипе, ҫурт-йӗрне юлташлӑх валли туянтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эс ахаль те шкул пуҫлӑхӗ, хӑвӑн ӗҫӳ нумай, а ҫапах юлташлӑх председателӗ те шутланан.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сире августра Экеҫри юлташлӑх касси патне ҫул ҫавӑ кӑтартнӑ, хе-хе…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сире августра Экеҫри юлташлӑх касси патне ҫул ҫавӑ кӑтартнӑ, хе-хе…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Мӗтри шучӗпе, Сӑпани юлташлӑх касси ӑҫта упраннине Крапивина яла пыртарассишӗн ҫеҫ пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кашкӑр Мӗтрине юлташлӑх укҫи ӑҫта упраннине кайса пӗлтерсе, яла пирвай — милиционерсем, каярах — Крапивин килмелле тунӑ хыҫҫӑн, ӑна ун чухне самантлӑха кӑна курчӗ пулин те, Сӑпани тек ӗнтӗ Хӗлимунсӑр пурӑнма пултараймассӑнах туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юлташлӑх председателӗпе Семен Иванчпа-и?

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫапах та юлташлӑх пуҫне урӑх ҫынна мӗншӗн суйласа лартмастӑр эсир? — кӗчӗ Крапивин хӑлхине Ольга Матвеевна сасси.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑҫтан пӗлнӗ хурахсем юлташлӑх кассинче укҫа пуррине?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эс, Симун Лӑриванчӑ, юлташлӑх ҫынни мар, ма санӑн ҫав тери кӗҫтет уншӑн? — пӳлчӗ ӑна Шиков.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав Калинин ячӗпе хисепленекен юлташлӑх пурӑнассипе пурӑнмасси Телегиншӑн кӑна мар, пирӗншӗн те, анлӑрах илсе каласан, Совет влаҫӗшӗн те ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла вара пирӗн ялти юлташлӑх чӑннипе арканса каяс вӗҫне ҫитрӗ, мӗншӗн тесен эпир халӗ нимӗнле станок та, нимӗнле машин та туянаймастпӑр, апла-тӑк ӗҫе те социализмла меслетпе йӗркелесе яраймастпӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унсӑр пуҫне юлташлӑх казначейне Лаптев Матвей юлташа вӗлересле хӗнесе хӑварнӑ, лешӗ кайран пульницарах вилсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫук, вӑл хӑй ертсе пыракан юлташлӑх укҫи пирки кӑна ыйтмарӗ пиччӗшӗнчен, ҫак ыйту урлӑ нумай кирлӗрех япалана пӗлесшӗн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Итле-ха, пичче, — терӗ сасартӑк Ҫемен, — енчен эсӗ пирӗн юлташлӑх кассинче укҫа нумаййине пӗлсен, ӑна та ҫаратӑттӑн-и?

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех