Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлнинчен (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӑҫтан килетӗр капла? — ял хыпарӗсене ытти чух-ие никамран малтан пӗлсе тӑраканскер, хальхинче хӑй ҫывӑрса юлнинчен хӑй тӗлӗнчӗ Хумкка.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрарӑмсемпе ҫитӗннӗ хӗрсем тӑлӑх арӑмсен пухӑвӗнче каланӑ меслетсене аса илчӗҫ — вӗри мунчара сӑмакунпа тарласан, пилӗке вӗри милӗкпе пӑшӑхласан, сухан, эрӗм, ытти курӑксем ӗҫсен ҫие юлнинчен хӑтӑлма пулать имӗш.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Коммунистсен партийӗ хӑйӗн членӗсем умне ҫакӑн пек задача лартрӗ; ӗҫсӗр ҫынсем йышланса пыни промышленноҫри мӗнпур отраҫлӗсем, вӑрҫӑ хатӗрӗсем тӑвакан промышленнӑҫсӑр пуҫне пурте, вӑйсӑрланса юлнинчен килнине, Совет Союзне хирӗҫ вӑрҫӑпа тухмалли хӗҫпӑшалсене халӑх шучӗпе кӑларнине, ку халӑх интересӗсене хирӗҫле тунӑ ӗҫ пулнине ӑнлантарса памалла.

Коммунистическая партия поставила перед своими членами задачу: разъяснять массам, что рост безработицы — это следствие прежде всего упадка всех отраслей промышленности, кроме военной, что гонка вооружений для антисоветской войны ведется за счет народа и направлена против его интересов.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Куҫсӑр тӑрса юлнинчен йывӑртарах хӗн-асап ҫӗр ҫинче урӑх ҫук та пулӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

Ҫавӑнпа та Лукинори пурне те пӗлме тӑрӑшакан ачасем каҫсерен пулса иртекен вӑрттӑн ӗҫсене нимӗн пӗлмесӗр юлнинчен тӗлӗнмелли нимӗн те ҫук.

И немудрено, что не в меру любопытные лукинские ребята тоже оставались в полном неведении относительно таинственных ночных событий.

IX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Андрей пленра мӗн тӳссе ирттернисем ҫинчен каласа кӑтартса, хӑй ҫавсене епле тӳссе вилмесӗр юлнинчен хӑй тӗлӗнсе ларчӗ.

А Андрей, все больше и больше возбуждаясь, рассказывал о том, что вытерпел в плену, и сам теперь удивлялся, как он все это вынес и не погиб.

1 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Мӗнле майпа чӗрӗ юлнинчен тӗлӗнетӗп, талккӑшпех ҫунса, чӗтресе тӑрать, танк шӑрпӑк коробки пек енчен енне ывтӑнать.

Чудом уцелел, вокруг все горело и содрогалось от взрывов, танк бросало во все стороны, как спичечную коробку.

Ҫырусем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Ку, Дуняшка, кая юлнинчен аванни патне утассинчен йывӑртарах!

Это, Дуняшка, потруднее шагнуть, чем из отстающих в хорошие!

7. Алеша сӑрчӗ ҫинче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Унта юлнинчен нимӗн усси те ҫук тесе шухӑшларӑм, пурпӗр эпӗ нимӗн те тӑваймастӑп, мӗн-ма тарма май пур ҫӗртен ҫакса вӗлерессе кӗтсе ларас-ха!

Мне показалось, что оставаться мало толку: сделать я ничего не могу, а зачем же дожидаться, чтоб меня повесили, когда можно удрать!

Вӑтӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Алька коробкӑна уҫса тӑрать, вӑл пушанса юлнинчен тӗлӗнсе кайнӑ.

Алька стоял, открыв коробку, и удивлялся тому, что она пуста.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Чакаксем кӑшкӑрнинчен, вӗсем пӑшӑрханса пӗр турат ҫинчен тепӗр турат ҫине сике-сике ларнинчен, чакаксен пурнӑҫӗ-йӑлинче чакак хӳресӗр юлнинчен ытла урӑх пысӑк мӑшкӑл пулманни лайӑх курӑнса тӑнӑ.

И было видно по всему сорочьему стрекотанию, по всей суете, что нет в сорочьем быту большего сраму, как лишиться сороке хвоста.

Ҫӑмӑлттай // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 57–61 с.

Эсир, Фомин пек, совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче каҫӑрӑлса кайнӑ сӑмса мар, ҫавӑнпа та эсир хамӑр кунта юлнинчен ним усси те ҫуккине ӑнланма тивӗҫлӗ.

Вы же не советский выскочка, как Фомин, и вы должны понимать, что нам бессмысленно оставаться здесь.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ӳсӗре-ӳсӗре, курпунтарах ҫурӑмне чӑмӑрӗпе ҫапса: «Епле ман ҫакнашкал сывлӑхпа вырӑнтан вырӑна ҫапкаланса ҫӳрес» — тесе ӑнлантарнӑ вӑл поселока юлнинчен тӗлӗннӗ кӳршисене.

«Куда уж мне, со здоровьишком моим, с места на место мыкаться», — объяснял он удивлявшимся соседям и при этом покашливал и сам себя стукал сзади кулаком по сутулой, почти горбатой спине.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Кимӗ шыв ҫийӗпе майӗпен кӑна куҫса пычӗ, ҫакӑ симӗс ҫырансем хыҫалалла шӑппӑн шуса юлнинчен ҫех палӑрса тӑчӗ.

Лодка едва подвигалась по воде, и это было заметно лишь по тому, как тихо плыли в обратную сторону зеленые берега.

XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

манӑн вара сахалччӗ; чӑнах та, эпӗ кашни пусӗнчен ҫирӗм пус турӑм, эппин, тепӗр енчен пӑхсан, атте-аннерен юлнинчен ытларах хам ӗҫлесе туни пулнӑ; питӗ нумай ӗҫлерӗм ҫав эпӗ!

у меня мало; конечно, я из каждого рубля сделал было двадцать, значит, оно, с другой стороны, было больше от моего труда, чем по наследству; и много же я трудился!

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

«Вилет-тӗк — вилет, вилтӗрех эппин: телейсӗр пулса юлнинчен лайӑхрах ку.

«Умрет так умрет, — пусть умирает; это лучше, чем чтобы была несчастна.

V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ватлӑхра пӗччен тӑрса юлнинчен япӑхраххи урӑх нимӗн те ҫук пулӗ.

Наверно нет ничего хуже, чем в старости остаться одному.

Кукамипе кукаҫи хӑма савалаҫҫӗ… // Ив. САЛАНДАЕВ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2017.09.22

Ку чӑвашла шухӑшлав пирте яланлӑхах сыхланса юлнинчен килет.

Его корни в том, что в нас навеки сохранилось чувашское мышление.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Мӗн юлнинчен Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗ валли тӗрлӗ савӑт-сапа — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне панӑ чухне усӑ курмалли савӑтсем, чашӑксем — тунӑ, ҫавӑн пекех ылтӑнран та кӗмӗлтен ытти йышши савӑт-сапа та тутарнӑ.

И сделали из него сосуды для дома Господня, сосуды служебные и для всесожжений, чаши и другие сосуды золотые и серебряные.

2 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех