Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлнах (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та ун сӗмӗ пирте упранса юлнах пуль.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Апла, халӑхра ҫав эсӗ калакан ӑнлав, пурнӑҫ йывӑҫҫи тени, упранса юлнах.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑл портретсене унӑн карточкипе танлаштарсан, пӗрпеклӗх ҫапах та сыхланса юлнах.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Унта вырӑнти ҫынсем юлнах.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Тавах та хӑвӑнне курман! — хуравларӗ Касмухха, — Тем каласан та, эсӗ паян ҫывӑрса юлнах!

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗн те пулин юлнах ӗнтӗ пуян княҫӑн. Аттеней те тав тунӑ пулӗччӗ».

Куҫарса пулӑш

2. Чулсем макӑраҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫулӗ вӑрӑм пулсан та, усламӗ юлнах ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Молли пӗр именмесӗр манпа «эсӗ» тесе пуплет, — эпӗ халичченех малтанхи Санди тейӗн; эпӗ те ӑна лайӑхрах сӑнасан ҫапларах пӗтӗмлетрӗм: вӑл — самаях аталаннӑ хӗрарӑм, ҫапах та пит-куҫӗнче, хусканӑвӗ-куҫӑмӗнче унчченхи Моллин виҫҫӗ-тӑваттӑмӗш пайӗ сыхланса юлнах.

Молли без всякого стеснения говорила мне «ты», как будто я все еще был прежним Санди, да и я, присмотревшись теперь к ней, нашел, что хотя она стала вполне развившейся женщиной, но сохранила в лице и движениях три четверти прежней Молли.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Атӑл тӑрӑхӗнчи чӑвашсен ӗлӗкхи ӗҫ хатӗрӗсем ялсенче сыхланса юлнах ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Специалист алла пӑчкӑ тытсан... // А.Сусмет. «Тӑван Ен», 2008.11.26, 137(9580)№, 2 с.

Эпӗ ҫапах та унӑн сыхланса юлнах пулӗ, тесе шутлатӑп.

Я думаю, у него и сейчас они должны быть.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫурма ҫула ҫитиччен ним курӑнман, йӗр хӑварман ҫын пекех каҫнӑ, пӗр тӗлте ҫапах та сыхланма пултарайман, йӗрӗ юлнах.

Полдороги как человек-невидимка прошел, а в одном месте все-таки не уберегся и оставил след.

10 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Кам та пулин утрава хураллама юлнах ӗнтӗ.

Кто-то там наверняка остался охранять остров.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Ҫак тӗлӗнмелле илемлӗ халӑх юррине, — паллах, лайӑх юрланӑ чухне, — кам кӑна итленӗ, ҫавӑн асне историлле асаилӳ салхулӑхӗпе карса илнӗ евӗр туйӑнакан, тӑсӑкраххӑн, ҫинҫен те янӑравлӑн илтӗнекен унӑн авалхи кӗвви кӗрсе юлнах.

Всякому, кто слышал эту прекрасную народную песню в надлежащем исполнении, наверное, врезался в памяти ее старинный мотив, высокий, протяжный, будто подернутый грустью исторического воспоминания.

XII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Анчах та австриецсен хӗҫӗсем Макҫӑмӑн харсӑр чунне ӳт-пӳрен хӑваласа кӑларайман-мӗн, вӑл самаях сусӑрланнӑ, лӳчӗркеннӗ кӗлеткере пулин те юлнӑ юлнах.

Оказалось, однако, что австрийские сабли не сумели выгнать из Максима его упрямую душу и она осталась, хотя я в сильно попорченном теле.

III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Паллах ӗнтӗ, юлнах

Да, наверное, оставалось…

III // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

Апла пулсан, унӑн чунӗнче тинӗсе курнинчен мӗн те пулин юлнӑ юлнах ӗнтӗ.

Значит, что-то все-таки осталось в этой душе от моря.

III // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

— Анчах ҫав телейсӗр ҫынсен халӗ йӗрсе пурӑнакан ҫемьисем юлнах пулмалла! — терӗ Элен.

— У этих несчастных, — заговорила леди Элен, — конечно, есть семьи, которые их оплакивают.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Казаксемпе гренадерсем тытӑнса юлнӑ юлнах.

Устояли казаки и гренадеры.

Суворов Кинбурнра тӑни // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Эпӗ унӑн юлташӗсем юлнах пулӗ, тетӗп.

У индейца Джо, наверно, остались приятели.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫапах унӑн та юн шайӗнче сыхланса юлнӑ сисчӗвленӳ пур: ҫывӑх ҫыннисем пӗрлешӳллӗ хуҫалӑх йӗркеленнӗ, Хрущев хуҫаланнӑ тапхӑрсене кӳренӳллӗн аса илни ҫынсен асӗнче юлнах: выльӑх шутне е усӑ куракан ҫӗр лаптӑкӗн виҫине кура налука пысӑклатмӗҫ-и?

Куҫарса пулӑш

Патшалӑх ҫӗр ӗҫченне пулӑшасшӑн // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех