Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлмасӑр (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш хӗрарӑмӗсем, ӗҫре арҫынсенчен юлмасӑр (тепӗр чухне ирттерсе те) ӗҫленӗскерсем, уявсенче те «шӑпчӑк чӗпписем пек шӑппӑн» ларман, — юрланӑ та ташланӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Петӗр те вӗсенчен пӗр утӑм юлмасӑр чупать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Макҫӑмран пӗр утӑм юлмасӑр ҫӳрерӗ, — Ҫимуна хӳтӗлерӗ председатель.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗсем Макҫӑма мӗнпур енчен сӑрса илнӗ те, унран пӗр утӑм та юлмасӑр, клубах ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пурин те юлмасӑр утмалла, кая юлакана вилӗм кӗтет.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр-пӗринчен юлмасӑр пыраҫҫӗ лавсем.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ял халӑхӗ, умлӑ-хыҫлӑ шӑрҫаланса, паккуса ӳксе, арҫынӗ те, хӗрарӑмӗ те пӗр-пӗринчен юлмасӑр пӗр чарӑнмасӑр ҫулса кун кунларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Аслӑ е ятарлӑ вӑтам пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн 3 уйӑхран кая юлмасӑр шкулсенче ӗҫлеме пуҫланӑ ҫамрӑксене уйӑхсерен 1 пин тенкӗ хушма укҫа округ тӳлесе тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусем ҫине хуравсем тулли пулчӗҫ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8b%d0%b ... %97%d2%ab/

Штрафланисӗр пуҫне автоинспекторсем йӗркене пӑсакан пленкӑна вунӑ кунран кая юлмасӑр сӳсе пеме ыйтӗҫ.

Помимо штрафа, автоинспекторы предпишут нарушителю снять пленку не позднее, чем через десять дней.

Машшин фарисемшӗн малашне правасӑр юлма пулать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36148.html

Пычӗ ҫав, унран юлмасӑр пычӗ Павӑл, каялла урай урлӑ каҫрӗ, Хлихха умнех ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Виҫҫӗмӗш хутӗнче Верук хыҫҫӑн упӑшки те хашкаса килчӗ, арӑмӗнчен утӑм юлмасӑр, кӑкарса янӑ пек ҫӳрерӗ, мӗскӗнленсе, йӑлӑнса калаҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Пӗр-пӗринчен юлмасӑр шумалла.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳре ӑсталӑх туптанать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=DA0H-ybL5_c

Мӑшӑрӗ вилнӗ хыҫҫӑн вӑл ытти ҫемьесенчен кая юлмасӑр кил-ҫуртне ҫӗнетрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшма хатӗрскер // Е.БАРИНОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d1%80/

Атӑл урлӑ паром каҫать, шыв айӗнче унран юлмасӑр хӗрлӗ, симӗс, сарӑ ҫутӑсемпе йӑлтӑртатса, унӑн тепӗр май ҫаврӑнса ларнӑ кутӑнла мӗлки ишет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Кӗҫех пӗр-пӗр ӑшӑ пӳрте ҫитсе кӗме ӗмӗтленекен виҫӗ ҫын вӑрӑммӑн тӑсӑлакан хура мӗлке еннелле пӗр-пӗринпе ӑмӑртса тенӗ пек васкавлӑн утрӗҫ: ачана та вӑй кӗнӗ тейӗн, вӑл та арҫынпа амӑшӗнчен пӗр юлмасӑр утрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Юлмасӑр!

Куҫарса пулӑш

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун хыҫҫӑнах, унран пӗр метр та юлмасӑр, юнлӑ шӑлӗсене шатӑртаттарса, урса кайнӑ упа улӑхать.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Виктор кашни минутпах кирлӗ пек усӑ курма тӑрӑшрӗ: вӑл хӑш вырӑна мӗн вӑхӑт утса каймаллине те малтанах шухӑшласа хучӗ, комсомолецсемпе вӑрттӑн курнӑҫмалли вырӑнсене яланах палӑртнӑ вӑхӑтра ҫитрӗ, комитет ларӑвӗсене кая юлмасӑр ҫӳрерӗ.

Виктор дорожил каждой минутой, измерял мысленно расстояния, чтобы быть пунктуальным, во-время являлся на явки и не опаздывал на заседания.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Шалу укҫине хама пӗр тенкӗ илсе юлмасӑр, пӗтӗмпех сана паратӑп, — терӗм ҫакна чӑтса тӑраймасӑр.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Унтан пӗр утӑм юлмасӑр Атапай сиккипе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех