Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юлмасть (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Юрату нихӑҫан та йӑлӑхтармасть, вӑл эсӗ тӑхӑннӑ кӗпе мар, вӑл мода улшӑннине пула кивелсе юлмасть.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫапах та, Тилли ялтан, халӑхран юлмасть: халӑхра ҫӳрет, туйран туя ҫӳрет, ӗҫкӗ-ҫикӗре пулать.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫавӑн пек калавӑн пуҫламӑшне вулатӑн та, — мӗнпе вӗҫленессине ҫийӗнчех пӗлсе, аяккалла хуратӑн: ҫавӑн пек очерксене тытатӑн та, авторӗ хӑҫан ӑҫта пулнине, кампа-кампа курса калаҫнине, вӗсем производство планне миҫешер процент тултарса пынине пӗлнисӗр пуҫне, сан асӑнта нимӗн те юлмасть, эсӗ ҫӗннине чухлаймарӑн, кӑмӑлу ҫӗкленнине туяймарӑн.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Вӗрентӳ сфери те ӳксе юлмасть: вӗрентӳ министрӗ Дмитрий Захаров 280 пин ҫын валли /ҫак шутра ачасем те, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ те/ 1,6 пин ытла елка, утренник, ытти мероприяти йӗркелесси ҫинчен пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

Ырӑ мар пулӗ ӑна юлташӗсенчен юлса ӑсатакансен хушшинче тӑма, анчах Ҫимун хӗрарӑм арки хыҫне пытанса юлмасть вӗт, хӑй ирӗкӗпе те юлмасть вӑл яла.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра Барака тӑрӑран шыв анать, вырӑна йӗпетет, урайне кӳлленчӗк пуҫтарӑнать, ниҫта выртса е ларса канма типӗ вырӑн юлмасть.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ак, тамаша: вуникӗ пуҫлӑ ҫӗлен вӗсенчен юлмасть иккен, ҫул тӑрӑх чашкӑра-чашкӑра пырать.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Эсир каланӑ пек ӗҫлес пулсан, поселокра тепӗр вунӑ ҫултан пӗр лайӑх хунав та сыхланса юлмасть, вӑрман хӗрри курӑнми пулать.

Куҫарса пулӑш

58 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӗҫре арҫынсенчен нимӗн чухлӗ те юлмасть.

Куҫарса пулӑш

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Пирӗн тӗп задача — госпоставка, — унтан юлмасть Малюҫ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Вӗсем, харампырсем ҫине сухарисем пӗтӗмпех кайма та пултараҫҫӗ, Внюша пӗрре те юлмасть», — кулса илчӗ вӑл ӑшӗнче.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗветӗр Хилипччӑ хӑй те кая юлмасть.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Кам ҫунса каять, вӗсенчен деталь юлмасть.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Санӑн вара хуйхӑрма, хурланса ларма вӑхӑт та юлмасть.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Педагог учительсен професси конкурсӗсенчен те айккинче юлмасть.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре, ҫитӗнӳсен ҫулӗпе // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%8e%d1%8 ... %bf%d0%b5/

Сакӑр вунна ҫитсе пыракан шур сухал паянхи кун та обществӑлла ӗҫсенчен пӑрӑнса юлмасть, хал ҫитерсе ҫамрӑксемпе пӗр чӗлхе тупма тӑрӑшать, чӑвашлӑхпа ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтусене татса панӑ ҫӗре хастар хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ватта сума суни ырӑ пулӑм // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/chyslav/2023-08- ... -m-3388982

Ҫӗнӗ ҫулччен нумаях та юлмасть те — контрактсене вӑхӑтра пурнӑҫласан та тивӗҫлӗ документсене хатӗрлемешкӗн шутлӑ кунсем юлаҫҫӗ, мӗн пур ыйтӑва ҫулталӑк вӗҫлениччен татса параясси иккӗленӳллӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Пӗр муниципаллӑ округ та аякра тӑрса юлмасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне вӑранать, тӗрлӗ ӗҫ хушӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60606

Ҫуллахи каникулччен нумай та вӑхӑт юлмасть.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран инкек ан пултӑр // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60747

Куравсенчен, ӑсталӑх класӗсенчен юлмасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех