Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юличчен (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ял каччисем сиссе юличчен вӑрӑсем Ӑх шывӗ урлӑ каҫса та кайнӑччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кун хыҫҫӑн чӗрӗ юличчен вилни аванрах.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫаппа-ҫарамас юличчен хывӑнчӗ, тен, упӑшкине вӑрҫа ӑсатнӑранпа пирвайхи хут пулӗ, сулахай кӑкӑрне ӑнсӑртран тытса пӑхрӗ — вӑл йывӑрланнӑ пек, хытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Акӑ вӑл чечекӗпе тем пӑшӑлтатса илчӗ те хӑй сиссе юличчен ҫапӑҫакансем хушшине кӗрсе Шывачине питӗнчен, ҫамкинчен, тутинчен виҫӗ хут чуптуса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Акӑ халех Лена та ӑна хӑйӗн аллисене тӑсса парать те, вара пӗтӗмпех пӑсӑлнӑ телевизор экранӗ ҫинчи ӳкерчӗк пек ансӑрланса ларать, вӑл ансӑртарах та ансӑртарах пулса пырать — ӳкерчӗкрен пӗр йӗр кӑна тӑрса юличчен.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӗнене апат нумай, умран юличчен пани ниме те пӗлтермест.

Куҫарса пулӑш

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унсӑр пуҫне, тухӑҫлӑ ҫитӗнекен нумай ҫул ӳсекен курӑкран фермӑри ӗне выльӑха хӗл кунӗсенче умран юличчен тӑрантарма пахалӑхлӑ сенаж, утӑ хатӗрлеме пулни те каламасӑрах паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Ака ӗҫне пӗтӗмлетер-и? // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b0%d0%b ... 80-%d0%b8/

Кая юличчен

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫаппа-ҫарамас юличчен арӑмсӑр пурнас!» — кӑшкӑрашрӗ ман хуҫа.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кая юличчен хальтерех васкавлӑ мерӑсем йышӑнас пулать…

Следует -принять срочные меры, пока не поздно…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кая юличчен мӗн те пулин шухӑшласа тупмаллах пирӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫывӑрмалӑх ӗҫленӗ паян // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юлашки юн тумламӗ юличчен ҫапӑҫатӑп.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эпӗр хырӑм выҫҫи пирки калаҫнине илтсенех аҫа ҫапасшӗ фельдфебель пире хирӗҫ пырне хыртарса кӑшкӑрма пикенетчӗ: «Камсем эсӗр сире умра юличчен ҫитерме?

Стоило кому-то заикнуться о еде, фельдфебель начинал дико орать: — Кто вы такие, чтобы вас кормить досыта?

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӗҫӗ ҫӑмӑл ман, апат — умран юличчен.

Работа в моем хозяйстве нетрудная, спать-есть будете

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫынтан юличчен муртан юлма каланӑ».

С людьми что в ад, что в рай, говорят.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ҫатта-ҫарамас юличчен салтӑнӑр!

Куҫарса пулӑш

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл сиссе юличчен ӗнсинчен ҫапрӗ пӗтӗм вӑйӗпе.

Куҫарса пулӑш

Сарпике // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Крепоҫе кӗрсен Ахтупайпа Иливана ытти вырӑс дружинникӗсемпе пӗрле умран юличчен апат ҫитерчӗҫ, унтан выртса канма хушрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Апла пулсан, шухӑшласа ан тӑр, Павлуш, ятсӑр салтак пулса юличчен, командир пулни чыслӑрах, ман шутпа, — ытарлӑн каларӗ Паймук.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кая юличчен манӑн кунтан каймалла.

Пока не поздно, я должен отсюда уехать.

XVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех