Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юласси (тĕпĕ: юл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна кил-йышри вак-тӗвек ӗҫсенчен хӑтармасан, кунран-кун ӳссе пымалли майсем памасан, вӑл искусство ӗҫне пӑрахасси е пултарулӑх тӗлӗшпе кая юласси паллах.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.

— Военкомат урлӑ госпитальсенче шыраттарас-ши? — тӗрлӗ май шухӑшласа пӑхрӗ хуйхӑллӑ хӗрарӑм: пӗрре ун упӑшки сӗм-суккӑр пек, алӑсӑр та пек, чи хӑрушши вӑл — пуҫран суранланса, ӑссӑрланса юласси.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Никамӑн та ҫын умӗнче ҫука юласси килмест.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах уншӑн пулсан вара кунта ялан ӗҫлесси кӑна та мар, ун ҫинчен шухӑшлани те, пирӗнпе пӗрле вӑхӑтлӑха юласси те тӳсмелле мар япала пулса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кашни ҫыннах ватлӑхра пӗччен тӑрса юласси шиклентерет пуль.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Чи йывӑрри уншӑн халь — киле пӗччен юласси

Куҫарса пулӑш

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫавӑнпа, тусӑмсем, унпа чӑрманса лешсенчен, кивӗлле ӗҫлекенсенчен, юласси те пулма пултарать малтанхи тапхӑрта.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӗрӗс ҫав, тӗрӗс, малтан мухтанӑ ҫын каярахпа япӑха юласси пулкалать вӑл.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Шӑв-шав чухне пуҫсӑр юласси те инҫех мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каплах пулсан валтиелсем ҫука юласси те часах!

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ялан капла пӗвене тата-тата кайсан ҫука тӑрса юласси те инҫе мар…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурлӑхлӑ пурнӑҫран ҫука юласси нимӗн те мар.

Куҫарса пулӑш

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сан ача юласси ман пуҫа та килсе кӗнӗччӗ, кинӗм.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кунта чӗррӗн юласси пӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк паттӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 13–14 с.

Ӗмӗрлӗхе сусӑрланса юласси те часах ун.

а иногда остается с кровоточащей раной на всю жизнь.

Савтепипе Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тепӗр чух аяла пулса юласси те часах.

И не важно, окажется сверху или снизу,

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ыраш тӑкӑнакан пула пуҫланӑ ӗнтӗ, тепӗр виҫӗ кун уйра лартсан, вӑл темӗн чухлӗ сапӑнса юласси паллах.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Липа туйрӗ: Левентей хӑй ҫине шансах тӑрать, Ятмана парӑнасси, кӳршӗсенчен кая юласси ун пуҫра та ҫук.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӑрҫӑ хыҫҫӑн крепоҫре кам юласси пирки ӳлӗмрен калаҫӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ресторан хуҫи — Порфирий Ястребов — ресторана уҫнӑ каҫ пысӑк инкек-синкекрен хӑтӑлса юласси Эльгеев «хута кӗмесӗр» пулман пулӗ тесе, санврач ячӗпе йӗркелекен апатлану сӗтелне пысӑк залра хатӗрлеме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех