Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лисински тӑвайккийӗ ҫинчи юланутсен пуҫӗсем тӗлӗнче ватка пек шурӑ пӗлӗт татки курӑнса кайрӗ.И над головами всадников на Лисинских холмах лопнуло белое, как вата, облачко.
10 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Анчах та ял патне ҫитесси тепӗр километр пек юлсан, Василий Иванович ҫурма сасӑпа юлашки приказсем парса пӗтернӗ вӑхӑтра, чи ҫывӑхри тӗмеске хыҫӗнчен юланутсен мӗлкисем курӑнчӗҫ.
«Эпӗ — Чапаев!» // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Акӑ ӗнтӗ вӑрман хыҫӗнчен малтанхи юланутсен пӗчӗк мӗлкисем сиксе тухрӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн колонна пуҫӗ курӑнса кайрӗ те — разведчиксем ахлатса илчӗҫ.
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫинҫе антенна пекех аран палӑракан ялав ҫаплах юланутсен пуҫӗсем ҫийӗнче сулланса пырать.Едва заметное, как тонкая антенна, древко знамени все время покачивалось над головами всадников.
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫӳлелле ҫӗкленнӗ тусан пӗлӗчӗсем ӑшӗнче лавсен, юланутсен, машинӑсен кӳлеписем курӑнаҫҫӗ.В тучах поднятой пыли видны очертания подвод, всадников, машин.
I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл малалла та хӑй ҫулӗпех пырас пулсан, тӳрех вӗсем патне пырса тухнӑ пулӗччӗ, анчах ку ӗнтӗ ҫавӑн пек япалана курса тӑмашкӑн юланутсен паттӑрлӑх ҫитсен ҫеҫ пулма пултарӗччӗ.
XL сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Вӑл чӗлпӗрне карт! туртрӗ те, лавсен пӗр чӗнмесӗр пыракан юланутсен ҫумӗпе хӑвӑрттӑн юрттарчӗ, мӗн хушнине пурнӑҫлани ҫинчен начальнике пӗлтерме васкарӗ.
Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.
Ҫӗрле поход вӑхӑтӗнче вӑл юланутсен ретӗнчен уйрӑлчӗ, лашасене улӑштарса йӗнерлесшӗн пулнӑ пек пӗр вӑхӑт чарӑнса тӑчӗ, унтан вара ут чӗрнисем чаклатнӑ сасӑсем майӗпен инҫетелле кайса шӑпланса пынине пӗр хушӑ тимлӗн тӑнларӗ те, йӗнер ҫине сиксе утланса, ҫул айккинелле ашӑпа тӗпӗртеттерсе кайрӗ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Юланутсен ушкӑнӗнчен чылайӑшӗ, Прохора ним тарӑхмасӑр ятласа хӑварса, малалла иртсе кайрӗ; теприсем ав, вырӑнтан тапраниччен ун ҫине кӑнн! тинкерсе пӑхса, ҫапла каларӗҫ:
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Куҫра ҫаплах асар-писеррӗн кӗшӗлтетекен юланутсен эшкерӗ чӳхенсе тӑчӗ.
XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ӗнтӗ юланутсен ҫурӑмӗсем ҫинче тӗве ҫӑмӗнчен тӗртсе тунӑ пашлӑксем уссӑр ҫапкаланчӗҫ, ҫӗлӗкӗсем айӗнче ҫамкисем тарларӗҫ, кӗрӗк пиншакпа тата ӑшӑ чекменпе ҫӳреме пӑчӑ пула пуҫларӗ.
XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кӑшкӑрнӑ сасса илтсе, Петро хӑвӑрт унталла ҫаврӑнса пӑхрӗ те, коноводсем ҫине ыткӑнса килекен юланутсен йышлӑ ушкӑнне курса, команда пачӗ:
XXXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тӗксӗм сӑрӑ тӳпе ытамӗнче Григорие утсен кӗлеткисемпе юланутсен тӑлпӑвӗсем лайӑхах курӑнаҫҫӗ, малта пыраканнин вӗҫнелле кӑшт шӗвӗрӗлсерех тухакан лаптак тӑрӑллӑ кубанкине те вӑл аванах курчӗ.
XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Юланутсен шинелӗсем ҫинчи юрланса пӗтнӗ пакунсене курчӗ, тумланнӑ тӑрӑх казаксем иккенне уйӑрса илчӗ.На шинелях всадников разглядел засыпанные снегом погоны, по обличью угадал казаков.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Халӗ ӗнтӗ вӑл хӗрлӗрех курӑк ярӑмӗ хыҫӗнчен шӑвӑнса килекен юланутсен ушкӑнне бинокль витӗр аванах курать.И теперь уже ясно видел в бинокль плывущую за рыжеватой полосой травы кучку всадников.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Юланутсен кӳмерккисем те сӗмленсе курӑнакан пулчӗҫ.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Малтанах кая тӑрса юлчӗ те вӑл, кӗсрине кӗскен сиктерсе ҫеҫ хӑвалать, хӑйӗнчен сиккипеле айкарса пыракан юланутсен ярӑмӗн уйрӑм-уйрӑм сыпӑкӗсем ҫине тинкерсе пӑхать.
8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ромашов сылтӑмалла куҫ хӳрипе ҫеҫ тинкерсе илчӗ те инҫетрен-инҫетрен, уйӑн чи вӗҫӗнчен, пӗчӗк юланутсен пысӑках мар ушкӑнӗ, сарӑрах тусана ҫӑмӑллӑн ҫӗклетсе, строй патнелле хӑвӑрттӑн ҫывхарса килнине курчӗ.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
- 1