Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юбкин (тĕпĕ: юбка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн тумӗ — маскарад фантазийӗпе матинэ хушшинчи темӗн вӑтамскер; ӗлкине, сарлака ҫаннисемпе кӗске юбкин аялне вӑрӑм хӑмӑр шерепепе капӑрлатнӑ.

Ее костюм был что-то среднее между матинэ и маскарадной фантазией; его контуры, широкие рукава и низ короткой юбки были отделаны длинной коричневой бахромой.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Урампа, тӗссӗрленнӗ юбкин чӗркуҫҫисемпе чӳхентерсе, Агриппина васкаса утать.

По улице торопливо шла Агриппина, полоща по коленкам линялой юбкой.

9 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Хулӑн тутисене кӳренӳллӗн тӑсса, куҫӗсене чарса пӑрахса, штоф юбкин малти аркине ҫӳллӗ ҫӗклесе, Барская, ҫӑра тӗтӗм пӗлӗчӗ пек, иккӗмӗш хута, Ульяна патне хӑпарать те ӑна хӗрӗн пурнӑҫӗнче малашне мӗн пуласси ҫинчен калама тытӑнать:

Обиженно надув толстые губы, выпучив глаза, высоко приподняв спереди подол штофной юбки, Барская, тучей густого дыма, поднимается наверх, к Ульяне, и пророчески говорит:

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Хӗрарӑм сарлака юбкин аркине хӗстернӗ те, мелкене шӗвек ӑшне чиксе илсе, мачча кӗтессине ҫатлаттарнӑ.

Женщина подоткнула упавший подол широкой юбки и, нацелясь жирно смоченной кистью, ударила в угол потолка.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Дон тӑрӑхӗнчилле, аркисенче ҫӑмӗ курӑнса тӑмалла ҫӗленӗ кӗрӗкӗ айӗнчен аялти юбкин чӗнтӗрӗсем те курӑнаҫҫӗ, ҫиелти те, ҫӑм пусмаран ҫӗлени, ҫӗнӗ те лайӑхскер: ӑнланса илтӗр Фоминӑн ӳпререн тӳрене тухнӑ арӑмӗ Дарья та ахаль казачка маррине, мӗнле пулсан та, офицер арӑмӗ иккенне.

Под донской, опушенной поречьем шубой и кружева исподней виднелись, и верхняя, шерстяная, была добротна и нова, чтобы поняла вылезшая из грязи в князи фоминская жена, что Дарья не простая казачка, а как-никак офицерша.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Иртӗр тархасшӑн, ларӑр тархасшӑн, — кӑмӑл тӑвать кил хуҫи арӑмӗ, пуҫне тая-тая, хурталлӑ вӑрӑм юбкин аркине кирпӗчпе хӑйранӑ урай тӑрӑх сӗтӗрттерсе.

— Проходите, пожалуйста.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӗксӗмрех ура хырӑмӗсене пула унӑн аялтан тӑхӑнмалли юбкин чӗнтӗрӗсем чӑлт шурӑ курӑнаҫҫӗ.

Матово-смуглые икры ее оттеняли непорочную белизну кружев на нижней юбке.

XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл, пӳрне вӗҫӗсемпе чӗпӗтсе, симӗс ҫӑм юбкин аркине кӑшт ҫӗклерӗ те, аллисене пилӗкӗ ҫине тытса, куҫне чарса пӑрахнӑ Давыдов умӗнче ҫаврӑна-ҫаврӑна кӑтартрӗ.

Она кончиками пальцев слегка приподняла подол зеленой шерстяной юбки и, избоченясь, поворачивалась перед ошарашенным Давыдовым.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех