Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

этемшӗн (тĕпĕ: этем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Этемшӗн чи хӑрушши вилӗм мар, пурнӑҫпа вилӗм хушшине хӗсӗнсен, иккӗшӗнчен пӗрне суйласа илесси пулӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах ҫӗр ҫинче мӗн пур этемшӗн пӗртен пӗр чӑнлӑх — пурте «вилӗм ҫави» айне лекеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Коммунизм обществинче «Пурте этемшӗн, этем ырлӑхӗшӗн» текен принцип пӗтӗмӗшпех пурнӑҫа кӗрсе ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Темле пулсан та этемшӗн чи кирли — унӑн шалти культури.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Кур ӗнтӗ — чӑнахах та принцес мар-и. Ах, турӑ пӗрре те илем шеллемен-ҫке ҫак этемшӗн

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Юратнӑ ӗҫе тума пултарайманнинчен пысӑкрах инкек ҫук та пуль этемшӗн.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«…Турра ӗненсе пурӑнсан пурнӑҫ хытти этемшӗн хӑрушӑ мар. Ӑна ӗненсе пурӑнмасан ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ сивӗ пулать, тӗттӗм пулать», «Вырӑс халӑхӗ пит ӑслӑ халӑх. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, ӑслӑ: эсир ӑна итлӗр, юратса пурӑнӑр. Ҫак халӑх сире тӑван вырӑнне хурса йышӑннӑ, хӑй ҫемйи тунӑ…», «Асра тытӑр! Пайсӑр тӑрса юлнӑ хӑвӑрӑн мӗскӗн чӑваш тӑван халӑхӑра эсир пулӑшса пурӑнмалла, вӗсене ӑҫтан та пулин катаран пулӑшу килӗ-ха, тесе тӑмалла мар», «Тӑван халӑхӑн ҫуклӑхӗнчен, начарлӑхӗнчен, вӑл тӗттӗмре пурӑннинчен ан вӑтанӑр: эсир вӗсен хушшинчен тухнӑ, ӗҫлессе те вӗсемшӗн ӗҫлемелле», «Ҫемйӗре лайӑх пӑхса усрӑр: ҫемье вӑл халӑх чаракӗ, патшалӑх чаракӗ», «Чӑн пӗчӗккӗ ӗҫе те пикенсе, юратса ӗҫлӗр. Пурнӑҫра курма тӳр килнӗ йывӑрлӑхсенчен ан кулянӑр. Юратса тусан чи пӗчӗк ӗҫ те чаплӑлантарса яма, усӑ паракан тума пулать, ӳркенсен, ытахальтен анчах ӗҫлесен чӑн пысӑк ӗҫ те пӑрахӑҫа тухать, хисепрен каять»…

Куҫарса пулӑш

Сӑваплӑ Халал сӑмахӗсем ӗмӗрлӗх чӗрере // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%81a%d0% ... %80%d0%b5/

Утни этемшӗн усӑллӑ иккен, ҫапла калать юлашки вӑхӑтра радио та.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Вӑл сӑнарланӑ чылай этемшӗн пӑтӑрмах, авантюра, кутӑн-пуҫӑнла шухӑшлав, ӗҫ-пуҫ пурнӑҫ кодексӗ вырӑнне ӳкнӗ

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Кил-ҫурт вӑл этемшӗн ҫур пурнӑҫ!

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Пыл хурчӗсем вара хӑйсен тулса тӑкӑнакан телейне пӗр ҫемӗллӗ, кӗске, чечекпе чечек хушшинчи сӗрлевӗпе «юхтара-юхтара, сапала-сапала», этемшӗн пархатарлӑ, ырми-канми, вӗҫӗмсӗр тӑрмашӑвӗпе хӗрпе каччӑпа хӗрӳ тупӑшӑвах тухнӑ, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ку вӑл этемшӗн чӑн-чӑн пысӑк телей.

Куҫарса пулӑш

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Этеме садшӑн мар, садне этемшӗн тунӑ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Санӑн лапсака туратлӑ йӑмрусем, кӑтра пуҫлӑ хурӑнусен сулхӑнӗнче, ҫу вӑхӑтӗнче кавир пек ҫемҫе сарӑлса выртакан курӑк ҫинче ҫара уран ҫӳресе, хӗл кунӗсенче пӗчӗк ҫунашкапа е конькипе ҫил-тӑман кӑларса сӑртран ҫырма хӗрнелле вӗҫсе ӳснӗ этемшӗн ытла та хаклӑ эсӗ!

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь юнашар тӑрать; этемшӗн Асап курать ҫак ҫӗр ҫинче.

Куҫарса пулӑш

XXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Анчах сыхлан, Ишут, пӗл, анчӑк Ыр вӑхӑтра этемшӗн — шанчӑк, Тӑшман та вилӗм вӑл, урсан.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Этемшӗн, тен, чӑн канӑҫ пулӗ, Вӑранмасассӑн ыйӑхран.

Куҫарса пулӑш

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Мӗнпе паха ку ҫурт этемшӗн, Тен, шанчӑк халӑха кӳрет?

Куҫарса пулӑш

XIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӗненекен этемшӗн хӑтлӑх, Иккӗленсессӗн, хупӑнать.

Куҫарса пулӑш

VIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Асра тыт: тӑрӑшмасть этемшӗн Турри, хуҫи те…

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех