Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

этемсенчен (тĕпĕ: этем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тӗлӗнетӗп эпӗ хӑш-пӗр этемсенчен.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кунашкал этемсенчен, ытти хресченсемпе пӗрле Ҫтаппан та «ылтӑн кут», «кимӗ айӗнчисем» тесе кулнӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку кил хуҫи те ҫавнашкал этемсенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунти халӑх пӑтти темле ҫапӑҫма пултарайман этемсенчен пӗҫернӗ пӑтӑ майлӑ туйӑнать.

Тут прямо какая-то каша из небоеспособных элементов.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ик ураллӑ, тирпейсӗр, выҫӑ куҫлӑ тискер ехусем Гулливера унӑн «цивилизациллӗ» тӑван халӑх ҫыннисем пекех туйӑнма пуҫлаҫҫӗ, никама хур туман лашасем этемсенчен «этемлӗрех» те ырӑрах туйӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен лашасен чӗлхинче «ултав» текен сӑмаха тупма ҫук.

Грязные и жадные двуногие звери еху всё больше и больше начинают напоминать Гулливеру его «цивилизованных» соотечественников; и, наоборот, безобидные лошади кажутся ему гораздо более «человечными» и добрыми, чем люди, потому что на их языке даже не существует такого понятия, как «обман».

6 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

Ҫавӑн пеккисем вӗсем пурте чӑн этемсенчен катӑлса юлнӑ тӗлешкесем кӑна-ха, ҫапах та вӗсем хӑйсене пурнӑҫ патши вырӑнне хураҫҫӗ.

Слава богу, что подобных людей немного, но ведь они ставят себя выше всех, мнят себя хозяевами жизни.

III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫӗр хуппийӗн шал енне нихӑҫан та анса ларман Хӗвел ҫутатса тӑрать, яланах тӳлек тӑракан лайӑх ҫанталӑк пирки кунта йывӑҫ-курӑк та пит лайӑх аталанса ӳсет, унти этемсем те ҫӗр тулашӗнчи этемсенчен авантарах пурӑнаҫҫӗ имӗш.

Ее всегда обогревает незаходящее Солнце, постоянный прекрасный климат обеспечивает великолепную растительность и идеальную жизнь для людей, гораздо лучшую, чем на внешней поверхности.

Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.

Ман шухӑшпа пирӗн нимӗнле тискер этемсенчен те, тискер кайӑксенчен те хӑрамалли ҫук.

Мне казалось, что нам нечего было бояться ни дикарей, ни хищных зверей.

XI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

— Паллах, господин полковник, эсӗр хутшӑнсан, ҫав ирсӗр этемсенчен йӗр те юлас ҫук.

— Конечно, господин полковник, если вы вмешаетесь, то от этой мрази не останется и следа.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Пирӗн, Джимпа иксӗмӗрӗн, ҫав путсӗр этемсенчен мӗнле хӑтӑлмаллине тавҫӑрса илтӗм эпӗ: тӗрмене хуптармалла вӗсене, хамӑрӑн тармалла.

Я сообразил, как мы с Джимом могли бы избавиться от наших мошенников: засадить бы их здесь в тюрьму, а самим убежать.

Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Хамран хам тарма пулмӗ те, ҫак тӗкӗр этемсенчен епле хӑтӑлар?..

— Может, убежать от самого себя никогда не получится, а как избавиться от этих зеркальных человечков?..

Сӑвап // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 105–116 с.

Вӑл хӑйӗн иккӗлле уйӑрӑлса кайнӑ шухӑшӗсене виҫсе пӑхма, вӗсен тымарӗсене хыпашласа тупма тӑрӑшрӗ, ҫӑмӑллӑнах вара ҫапла шут турӗ: вӑрҫӑ-харҫӑпа унта тӳссе курнӑ асапсем хӑйне ҫак тутӑ та сапӑр этемсенчен ютшӑнтарса янӑ, ҫавӑнпа иккен унӑн пуҫне ҫавнашкал шухӑшсем пырса кӗреҫҫӗ.

Он попробовал проанализировать свое раздвоенное чувство, найти истоки его, и без труда решил: потому он так мыслит и чувствует, что война и то, что пришлось пережить там, отдалили его от этого скопища сытых, довольных.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Сэр, эпӗ кирек мӗнле условие те йышӑнатӑп — терӗ вӑл — Эсир ҫав ирсӗр этемсенчен ман карапа туртса илме пултаратӑр пулсан, манпа тата ман караппа мӗн тӑвас тетӗр, ҫавна тӑвӑр.

— Я принимаю любые условия, сэр, — сказал он — Если вам посчастливится отнять у злодеев мой корабль, распоряжайтесь мною и моим кораблем, как вам вздумается.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпир ӗнтӗ халӗ тискер этемсенчен хӑрамасӑр утравӑн пур вырӑнӗсенче те ҫӳрекен пултӑмӑр.

Мы не боялись дикарей и свободно бродили по всему острову.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӗлернӗ тискер этемсенчен пӗрин ухӑ тата ухӑ йӗпписене чикмелли йӗнӗ выртса юлнӑ.

У одного из убитых дикарей остались лук и колчан со стрелами.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ те малтанах манран тискер этемсенчен те хытӑрах хӑрарӗ пулмалла.

Он оглянулся и, кажется, в первую минуту испугался меня еще больше, чем своих преследователей.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кунта таткаласа ҫиме илсе килекен мӗскӗн этемсенчен пӗрне тытсан тата та лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ.

Лучше всего было бы захватить одного из тех несчастных, которых эти людоеды привозили сюда, чтобы растерзать и съесть.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кашни минутрах мана килсе тапӑнма пултаракан тискер этемсенчен хӑрамасан, эпӗ хамӑн мӗнпур юлашки кунсене ҫакӑнта тӑр пӗчченех ирттерме те килӗшнӗ пулӑттӑм.

Если бы я не боялся дикарей, которые могли каждую минуту нагрянуть сюда, я охотно согласился бы провести здесь в заточении весь остаток моих дней.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ утравӑн леш енне сайра ҫӳретӗп, ҫавӑнпа тискер этемсенчен хӑраса пурӑнма манӑн нимӗнле сӑлтав та ҫук, анчах хамӑн ҫуртӑма хӑрушлӑхран сыхласси ҫинчен шухӑшласа пӑхмаллах, — вӗсем утрав ҫине каллех килсе кӗрсен, манӑн вӗсенчен хӳтӗленмелле пулӗ.

А так как я очень редко хожу туда, у меня нет причины особенно бояться дикарей, хотя, конечно, следует все-таки подумать о безопасном убежище, где я мог бы укрыться, если они снова появятся на острове.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫырана тухас — тискер этемсенчен хӑратпӑр, вӗсем те пиртен хӑраҫҫӗ.

Сойти на берег мы не могли: мы боялись дикарей, а они — нас.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех