Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗншӗн тесен эсир шӑнаран слон туса хума пултаратӑр, эсир ухмахла ӗҫленипе лайӑх ҫынсем ахалех пӗтме пултараҫҫӗ, хӑвӑр та эсир ахалех, нимсӗрех пӗтетӗр.
30 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
— Ах, монсеньор, эпир сирӗнпе иксӗмӗр — эсир тата эпӗ — уҫӑ тинӗсре чухнехи ҫинчен шухӑшлатӑп, эсир манӑн господин пулнине пӗлменнипе эпӗ сире вӗлересшӗнччӗ, эсир мана ҫакна калама пултарнӑ пулсан та каламарӑр…
XV. Ҫӑра уҫҫине сехетпе пӗрле пӗр кӗсьене чикме юрамасть // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
— Эсир шпионсене вӗрентсе ӳстеретӗр, эсир хӗрарӑмсемпе хӗрсене ирсӗрлететӗр, эсир этеме вӑрӑ тата ҫын вӗлерекен вырӑнне тӑрататӑр, ӑна эрехпе пӑсса ӑнтан кӑларатӑр, — пӗтӗм тӗнчипе ҫын вӗлермелли ҫапӑҫусем тӑвасси, пӗтӗм халӑха суйса улталасси, аскӑну, тискере тухса каясси — ҫавӑ пулать вӑл сирӗн культура!
XXVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Эсир ку… эсир ку… эсир ку… — пӑшӑлтатрӗ вӑл, антӑхса, ӑнран тухса кайнӑ пек.— Это вы, это вы, это вы, — шептала она захлебывающимся, безумным шепотом.
VI // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
— «Эсир хуҫаран укҫа хушса пама ыйтатӑр, эсир хӑвӑр хырӑмусемшӗн тӑрӑшатӑр, эсир хӑвӑр валли ӑшӑ бараксем тутарттарасшӑн, анчах политика вӑл сирӗн, рабочисен ӗҫӗ мар, теҫҫӗ вӗсем».
Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Вӑл ӑна ку ҫырӑва ятарласа ун йӗрне шыраса тупас тесе Франкфуртран ҫыратӑп, терӗ; эсир мана ответ парасса кӗтме манӑн нимӗнле тивӗҫ те ҫуккине питӗ лайӑх пӗлетӗп, эсир мана каҫарас ҫук, эпӗ ӑна тивӗҫлӗ мар, эсир телейлӗ пурӑнса, ман ҫинчен тахҫанах маннине ҫеҫ шанма пултаратӑп эпӗ, терӗ.
XLIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Эпӗ хам ҫине сире мӗнле канаш парас сӑмаха илнине пӗлетӗр эсир, сирӗн аннӳ мӗн тӑвасшӑн пулнине тата вӑл мана мӗн ҫинчен ыйтнине пӗлетӗр эсир, — анчах эсир пӗлмен, халӗ ун ҫинчен эпӗ каламасӑр тӑма пултарайман япала пур, — эпӗ сире юрататӑп, пуҫласа юратса пӑрахнӑ чӗрен мӗнпур кӑварӗпе юрататӑп!
XXV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Эсир мана пӗр чиншӑн кӑна аташакан pères de comédie вырӑнне хуманнине тивӗҫлипе пӗлтерессе шанатӑп; анчах Елена Николаевнӑна ӗҫлӗ те ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем килӗшнине эсир мана хӑвӑрах каларӑр: Егор Андреевич хӑй ӗҫӗнче пӗрремӗш пултаруллӑ ҫын; тата, тепӗр енчен, ман хӗр ырӑ ӗҫсем тунине юратать: апла пулсан, пӗл ӗнтӗ: Егор Андреевич хӑй тӗллӗн пурӑнма пуҫласанах, эсир ӑнланатӑр пулӗ мана, хӑй илекен шалупа пурӑнма пуҫласанах, ашшӗ хӑйне кашни ҫул илсе тӑма пиллесе панӑ укҫана та илме килӗшмен, шӑллӗсене панӑ.
XXII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Эсир, эпӗ шутланӑ тӑрӑх, Кавказ йӑхӗнчи саксонецсенчен пулас; ҫавӑнпа та эсир светски йӑласене пӗлетӗр пулӗ тесе шутлатпӑр, апла пулсан та, эсир хӑвӑра паллаштарман хӗрарӑмпа сӑмах пуҫлатӑр.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
— Ҫапла, ҫапла, — терӗ вӑл малалла: — эсир ахальтен мар Анна Сергеевнӑпа пӗр юнтан; эсир, Анна Сергеевна пекех, хӑвӑр тӗллӗн шутлатӑр; анчах эсир ытларах пытаратӑр.
XXV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Анчах астӑватӑр-и: эсир мана кӗнеке… вырӑнне пулма пултараймасть, тенӗччӗ; эсир мӗнле каланине маннӑ-ха эпӗ, анчах, эсир пӗлетӗр-и, эпӗ сире мӗн каласшӑн… астӑватӑр-и?
XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Хӑвӑра асӑрхаттарма ирӗк парӑр мана, — терӗ вӑл юлашкинчен кӑшкӑрсах, — эсир, ҫамрӑк ҫынсем, пурте кирек мӗн пирки те чуххӑм калаҫатӑр; хамӑрӑн тӑван ҫӗршыва сахал пӗлетӗр эсир; Российӑна эсир, господасем, пӗлместӗр, вӑт мӗн!
Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.
«Эсир пурте ырӑ йӑхлӑ, ӑслӑ, пуян, эсир мана ҫавӑрса илтӗр, манӑн кашни сӑмаха тимлесе итлетӗр, эсир пурте ман умра вилме хатӗр, сире хам алӑра тытатӑп… анчах ҫавӑнта, фонтан патӗнче, ҫав шӑпӑртатса сирпӗнекен шыв умӗнче, манӑн савниҫӗм, мана хӑй аллинче тыткалакан тӑрать.
XVI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Кӑна эсир хӑвӑр ҫапла калатӑр, эпӗ пачах урӑхла шухӑшлатӑп, ӑна эсир пӗлетӗр; эсир халех ман хӗре законлӑ йӗркепе ҫураҫас пулсан, эпӗ сирӗн ӗмӗтӗре ҫак минутрах пурнӑҫа кӗртме хатӗр; ку вӑл манӑн яланхи ӗмӗтӗм пулнӑ, ҫакна шанса тӑрса сирӗн ӗмӗтӗре пурнӑҫлама хатӗр юлатӑп.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Генерал-интендант нарядсене ал пуснӑ чухне: «Фон Ридлер господин, эсир вунӑ кӗпер тӑватӑр пулӗ тесе шутлама та пулать… материалсене ним усӑсӑр пӗтеретӗр, питӗ шел. Эсир Корф полковникпе красноармеецсен чаҫне хупӑрласа илсе пӗтерни ҫинчен илтнӗччӗ эпӗ. Мӗнле-ха эсир ҫавӑн хыҫҫӑн хӑвӑр патӑрти партизансене чӑтса тӑма пултаратӑр!» — терӗ.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Эсир ун пек пурӑнман, мӗншӗн тесен эсир иксӗр те йӗркеллӗ ҫынсем, ҫавӑнпа ку сирӗн питӗ ҫӑмӑллӑн, ҫемҫен, питех те кӳренӳсӗр иртнӗ, — эсир тепӗр ҫынна юратса пӑрахнӑ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсир пурнӑҫа майлаштарас пирки пулнӑ тӗрӗс идейӑсене вӑл е ку таран лайӑх тивӗҫтерекен учреждение, ҫав идейӑсем практикӑра кирлӗ пулнине вӑл е ку таран ҫирӗплетсе паракан учреждение, — ҫавна практикӑра ӗнентерӳллӗн кӑтартса параканни халлӗхе питӗ сахал вӗт-ха, вӗсенчен кашниех питӗ хаклӑ-ҫке-ха, — эсир ҫав учреждение пӗтерсе лартас хӑрушлӑх патне илсе ҫитернӗ, вӑл пӗтсе ларни сирӗн шухӑшӑрсем практикӑра вырӑнсӑр, юрӑхсӑр тесе кӑтартма, пӗтӗм этемлӗхе ырлӑх кӳрекен идейӑсене сирсе яма пултарнӑ; эсир тӗксӗмлӗхпе усаллӑха хӳтӗлекенсене хӑвӑрӑн таса принципӑрсене хирӗҫ кӗрешме сӑлтав тупса панӑ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чӑнах та, вӑл вӑйпа хистемен: анчах та эсир унтан хӑтӑлайман та — кирлӗ чухне вӑл хӑйӗн калас шухӑшне икӗ-виҫӗ сӑмахпа та пулин каласа панӑ-панах, эсир вара вӑл мӗн ҫинчен тата мӗнлерех калаҫассине ӑнланнах ӗнтӗ; унтан вӑл: «Калаҫу мӗн ҫинчен пулассине эсир халӗ пӗлетӗр ӗнтӗ; усӑллӑ пулас пек туйӑнать-и сире ҫак калаҫу?» — тесе ыйтнӑ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Вера Павловна, эсир нумай вӗреннӗ хӗрарӑм, эсир ҫав тери таса чӗреллӗ те ырӑ кӑмӑллӑ ҫын, — тет Марья Алексевна, кӗвӗлсе ҫитнипе хӑйӗн сасси чӗтресе тухать, — эсир ҫав тери ырӑ хӗрарӑм… манӑн, хаяр та усалскерӗн, ӗҫекенскерӗн, епле калаҫас-ха сирӗнпе?
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Акӑ хӑвӑр ҫине пӑхӑр-ха эсир: хӑвӑр эсир ухмах ҫын та мар, питӗ лайӑх ҫын, тен, пирӗнтен начар та мар, ухмах та мар пуль, анчах мӗн тума юрӑхлӑ-ха, мӗнле усӑ пама пултаратӑр-ха эсир?
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.