Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Вара Иисус пӗтӗм халӑха каланӑ: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри акӑ ҫапла калать: «Авал сирӗн аҫӑрсем — Фарра, Авраампа Нахор ашшӗ — юханшыв леш енче пурӑннӑ, урӑх турӑсене пуҫҫапнӑ. 3. Эпӗ сирӗн аҫӑра Авраама юханшыв леш енчен куҫарса килтӗм те пӗтӗм Ханаан ҫӗрӗ тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗм, унӑн вӑрлӑхне ӗрчетсе ятӑм, ӑна Исаак ятлӑ ывӑл патӑм. 4. Исаака Эпӗ ывӑлсем — Иаковпа Исава — патӑм. Исава еткерлӗхе Сеир тӑвне патӑм; Иаковпа унӑн ывӑлӗсем вара Египет ҫӗрне куҫса кайрӗҫ, [унта аслӑ, вӑйлӑ, йышлӑ халӑх пулса тӑчӗҫ, анчах вӗсене Египет ҫыннисем хӗстере пуҫларӗҫ]. 5. Вара Эпӗ вӗсем патне Моисейпе Аарона ятӑм, Египет ҫыннисене хӗн-суран ярса асаплантартӑм, кайран сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм. 6. Эпӗ сирӗн аҫӑрсене Египетран илсе тухрӑм, эсир [Хӗрлӗ] тинӗс хӗррине ҫитрӗр. Ҫавӑн чухне Египет ҫыннисем сирӗн аҫӑрсем хыҫҫӑн ҫар ураписемпе, утлӑ ҫарпа Хӗрлӗ тинӗс патне ҫитичченех хӑваларӗҫ; 7. вӗсем, сирӗн аҫӑрсем, Турра тилмӗрсе тархасларӗҫ те, Вӑл вара сирӗнпе Египет ҫыннисем хушшине [пӗлӗтпе] сӗмлӗх антарчӗ, тинӗсе Египет ҫыннисем ҫине ячӗ, вӗсене тинӗс хупларӗ. Эпӗ Египетра мӗн тунине эсир хӑвӑр куҫӑрпа куртӑр. Кайран эсир нумай вӑхӑт хушши пушхирте ҫӳрерӗр. 8. Эпӗ сире Иордан леш енче пурӑнакан аморрейсен ҫӗрне илсе ҫитертӗм; вӗсем сире хирӗҫ вӑрҫӑпа тӑчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм, ҫапла эсир вӗсенӗн ҫӗрне еткерлӗхе илтӗр, Эпӗ вӗсене сирӗн умӑрта ҫӗмӗрсе тӑкрӑм. 9. Валак — Сепфор ывӑлӗ, Моав патши — пикенсех Израиле хирӗҫ вӑрҫа тухрӗ, сире ылханма Веор ывӑлне Валаама чӗнтерсе пычӗ; 10. анчах Эпӗ Валаама итлесшӗн пулмарӑм, вара вӑл сире пиллӗх пачӗ, Эпӗ сире унӑн аллинчен ҫӑлса хӑвартӑм. 11. Эсир Иордан урлӑ каҫса Иерихон патне ҫитрӗр. Иерихон ҫыннисем, аморрейсем, ферезейсем, ханаансем, хетсем, гергесейсем, евейсем, иевусейсем сирӗнпе вӑрҫӑ вӑрҫма тытӑнчӗҫ, анчах Эпӗ вӗсене сирӗн аллӑра ӳкертӗм. 12. Эпӗ сирӗн умӑртан сӑвӑслан ятӑм, ҫавсем вӗсене, аморрейсен икӗ патшине, сирӗн патӑртан хӑваласа ячӗҫ, санӑн хӗҫӳпе, санӑн уххупа туман ку ӗҫе. 13. Эпӗ сире хӑвӑр тар тӑкса ӗҫлесе курман ҫӗре-шыва патӑм, хӑвӑр туса лартман хуласем патӑм, халӗ эсир ҫавӑнта пурӑнатӑр; эсир хӑвӑр лартса чӗртмен иҫӗм ҫырли пахчисен, ҫу йывӑҫӗ пахчисен ҫимӗҫне ҫиетӗр» тет Турӑ.
Нав 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӗсене кала: Ҫӳлхуҫа: Эпӗ пур, тет, эсир Мана илтӗнмелле мӗн каларӑр, Эпӗ сире ҫапла тӑвӑп; 29. сирӗн ӳтӗрсем ҫак пушхирте выртса юлӗҫ; эсир, шута кӗнисем, шутласа тухсассӑн мӗн чухлӗ пулнӑ, ҫавсем пурте, ҫирӗм ҫулхисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисем, Мана ӳпкелекенсем, 30. Эпӗ аллӑма ҫӗклесе сире вырӑнаҫтарма тупа тунӑ ҫӗре эсир Иефонния ывӑлӗ Халевсӑр пуҫне, Нав ывӑлӗ Иисуссӑр пуҫне пӗри те кӗреймӗр; 31. ачӑрсем ҫинчен эсир: вӗсем тӑшман тупӑшӗ пулӗҫ, терӗр; Эпӗ вӗсене ҫав ҫӗре илсе кӗрӗп, вӗсем эсир тиркенӗ ҫӗре курӗҫ, 32. сирӗн виллӗрсем вара ҫак пушхире выртса юлӗҫ; 33. эсир асса пурӑннӑ пирки сирӗн ывӑлӑрсем пушхирте хӗрӗх ҫул хушши вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрӗҫ, сирӗн ӳтӗрсем пушхирте ӳксе пӗтиччен хаса курӗҫ; 34. хӑвӑр ҫӗр пӑхса ҫӳренӗ хӗрӗх кун шучӗ тӑрӑх, эсир хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн хӗрӗх ҫул хаса куратӑр, пӗр куншӑн ҫулталӑк хаса куратӑр, вара Эпӗ пӑрахсассӑн мӗн пуласса ӑнласа илетӗр.
Йыш 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсир вуласшӑн — анчах юратакан арӑмӑр ассӑн сывласа сире ҫапла калать: эсир мана итлес ҫуккине эпӗ пӗлетӗп, ман ҫине ҫиленетӗр ӗнтӗ, анчах эпӗ ҫакна хӑнӑхса ҫитнӗ, — сире вуламасан лайӑхрах; эсир пӳлӗм тӑрӑх ҫӳресшӗн — сире ҫакна та тумасан лайӑхрах; эсир хӑвӑр патӑра килнӗ тусӑрпа калаҫасшӑн — сире ҫакна та тумасан лайӑхрах; эсир хӑвӑр патӑра килнӗ тусӑрпа калаҫасшӑн — сире калаҫманни лайӑхрах.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кунта ҫакна шута илмелле: эсир куҫсӑр тӑрса юлни сирӗн вӑй-хала пӗртте чакарас ҫук, эсир малашне те императоршӑн усӑллӑ пулма пултаратӑр-ха; куҫ курманни сирӗн паттӑрлӑха ӳстерме ҫеҫ пултарать, мӗншӗн тесен вӑл сиртен хӑрушлӑха пытарса тӑрать; эсир тӑшман флотне туртса илнӗ чухне сире нимрен ытла куҫсӑр тӑрса юласран хӑрани кансӗрленӗ; куҫсӑр тӑрса юлсан, эсир аслӑран аслӑ монархсем пек пурин ҫине те министрсен куҫӗпе пӑхма тытӑнатӑр, вӗсене ҫапла пӑхнипех ҫителӗклӗ вӗт.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
— Эпӗ айӑпсӑр вилнине ӗненетӗр пулсан, эсир мана хӗрхенетӗр пулсан, эсир ман чунӑма Элизиумра лӑплантарас тетӗр пулсан, эсир Килӗшӳ туррисен ячӗпе тупа тӑвӑр, эсир вилсен те ирсӗр гладиаторсенчен тармастпӑр тесе тупа тӑвӑр! — тенӗ вӑл.
XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пуринчен ытла сире пӗр япала савӑнтарать, эсир унтан савӑнтаракан шанчӑкпа тухрӑр, эсир ӗнтӗ Севастополе тытса илме май ҫуккине, Севастополе тытса илме май ҫуккине ҫеҫ те мар, вырӑс халӑхӗн вӑйне, кирек ӑҫта пулсан та, хавшатма май ҫуккине пӗлсе шанса тӑратӑр, — эсир кӑна нумай-нумай траверссемпе брустверсене, пысӑк ӑсталӑхпа тунӑ траншейӑсене, пӗр-пӗрин ҫинче тенӗ пек ларакан тупӑсемпе минӑсене курнӑран мар ҫапла калатӑр, эсир кӑна ҫынсен куҫӗсенче, сӑмахӗсенче, ӗҫри мелӗсенче, пӗр сӑмахпа каласан, Севастополе хӳтӗлекенсен чун хавалӗнче курнӑ.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Часовой каллех: «Тупӑ!» — тесе кӑшкӑрса ярать — эсир вара каллех хайхи сассах, хайхи кӗрслетӗвех илтетӗр, унчченхи пекех пылчӑк сирпӗннине куратӑр — «Маркела!» тесе кӑшкӑрсан вара, эсир бомба шӑхӑркаланине илтетӗр, сасси унӑн темӗнле, пӗр тикӗс янӑракан сасӑ, кӑмӑла килекен сасӑ, эсир вара, хӑрушӑ япала ҫинчен шухӑшлаканскер, хӑвӑр шухӑшӑра ҫак сасӑпа ниепле те пӗтӗҫтерейместӗр, эсир ку сасӑ хӑвӑр патӑра ҫывхарса пынӑҫем хӑвӑртлансах пынине илтетӗр, унтан вара хура шар кӗрлесе килнине, вӑл шар ҫӗр ҫумне пырса ҫапӑннине, бомба ӳксе ҫурӑлнӑ сасса илтетӗр.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Кӑшт кӑна улӑхма ӗлкӗретӗр эсир ту ҫинелле, сылтӑмран та, сулахайран та шӗвӗр вӗҫлӗ пульӑсем шилетсе иртме тытӑнаҫҫӗ, эсир вара, ҫулпа юнашар тӑсӑлса выртакан траншея тӑрӑх каймалла марччӗ-ши тесе шухӑшласа та илӗр, тен; анчах траншейӑра чӗркуҫҫи таран шӗвек пылчӑк, сарӑрах, шӑршланса кайнӑ пылчӑк, вара эсир ту тӑрӑх каякан ҫулах суйласа илетӗр, мӗншӗн тесен эсир курсах тӑратӑр, пурте ҫулпа утаҫҫӗ.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Пӑхӑр-ха эсир — сирӗн хӑвӑрӑн влаҫшӑн идея енӗпе кӗрешме пултаракан та ҫук, эсир хӑвӑра историллӗ тӗрӗслӗх хӗссе пынинчен хӳтӗлеме пултаракан аргументсене те тӑкакласа пӗтернӗ, эсир идейӑсем тӗлӗшӗнчен ҫӗнӗрен нимӗн те тума пултараймастӑр, эсир ӑс-кӑмӑл енчен илсен — хӗсӗр.
XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Эсир вӑраннӑ туйӑма пиҫсе ҫитме памарӑр, эсир хӑвӑр пирӗн ҫыхӑнӑва татрӑр, эсир мана шанмарӑр, эсир ман пирки иккӗлентӗр…
XVI // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Эсир, Беловзоров, ӑна дуэле чӗннӗ пулӑттӑр; эсир, Майданов, ун ҫинчен эпиграмма ҫырнӑ пулӑттӑр — тепӗр тесен, ҫук — эсир эпиграмма ҫырма пӗлместӗр; эсир ун ҫинчен, Барбье евӗр, вӑрӑм яма ҫырӑттӑр та хӑвӑр произведенийӗре «Телеграфра» пичетленӗ пулӑттӑр.
XVI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Ҫакӑншӑн вара эсир айӑплӑ, — илтетӗр-и: эсир, эсир, эсир!
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Анчах вӗсенчен пӗри тӗрӗсех ӗнтӗ: е эсир хӑвӑр шухӑшланӑ пек, хӑвӑр каланӑ пек тумастӑр: ун пек пулсан, эсир суеҫӗ; е эсир чӑнах та хӑвӑр мӗн шухӑшланине, мӗн каланине тӑватӑр: ун пек пулсан, эсир чӑнах та путсӗр.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ сире ҫӗр ҫинчен шӑлса ывӑтма та хавас пулнӑ пулӑттӑм, анчах, — хисеплетӗп: эсир нимӗнле ӗҫе те пӑсмастӑр; халӗ эсир лайӑх мар ӗҫсем тӑватӑр, мӗншӗн тесен сире условисем ҫавӑн пек тума хушаҫҫӗ, анчах сире урӑх условисем туса парас пулсан, эсир савӑнсах сиенсӗр ҫын пулса тӑратӑр, усӑллӑ та пулатӑр, мӗншӗн тесен укҫасӑр сирӗн сиен тӑвас килмест, хӑвӑра усӑ кӳрет пулсан, эсир кирек мӗн те тума пултаратӑр, — апла пулсан, кирлех пулсассӑн, тӳрӗ те ырӑ кӑмӑллӑн ӗҫлеме те пултаратӑр.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Паллах, ҫавсене палӑртнипе те кӑмӑллӑ пулмалла эсир, мӗншӗн тесен эсир нихҫан та хӑвӑра хӑвӑр ӑшӑ кӑмӑллӑ е ырӑ ҫын тесе кӑтартма шухӑшламан; ирӗксӗрех чуна уҫса калаҫнӑ вӑхӑтра эсир хӑвӑр усал та тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын пулманнине хӑварах йышӑннӑ, хӑвӑр усал та тӳрӗ кӑмӑллӑ пулманнине хӑвӑршӑн намӑс тесе шутламан, эсир хӑвӑр пурнӑҫӑн условийӗсене пула урӑхла пулма та пултарайманнине ӑнлантарса, кӑтартса панӑ.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсир ырӑ кӑмӑллӑ, пурнӑҫа сиртен начарах пӗлмен, пурнӑҫ ҫинчен эсир шухӑшланинчен йӑнӑшрах мар шухӑшлакан, ӗҫе эсир тунинчен тӗплӗрех те тӑвакан ҫынна пуҫласа тӗл пултӑр; вӑл пӗчӗк ача пек пурне те итлекен мӗскӗн ҫын пулмарӗ; эсир ун пирки йӑнӑшма, ӑна хӑвӑр пекех путсӗр ҫын вырӑнне йышӑнма пултарнӑ, сире уншӑн каҫарма пулать.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухов Павел Константинычпа таврӑнчӗ, — ларчӗҫ; Лопухов Марья Алексевнӑна хӑйӗн сӑмахне итлеме ыйтрӗ, эсир кайран калаҫӑр, терӗ те калама пуҫларӗ, Марья Алексевна ӑна пӳлме хӑтланнӑ чухне Лопухов сассине вӑйлӑ хӑпартса калаҫрӗ, хӑйӗн сӑмахне каласа пӗтерчӗ, вӗсене уйӑрма ҫуккине ӑнлантарса пачӗ, мӗншӗн тесен Сторешниковпа нимӗн те пулмассине эсир хӑвӑр та пӗлетӗр, ҫавӑнпа вара эсир хӑвӑра хӑвӑр чӑрмантарни те кӑлӑхах пулать, тепӗр тесен, хӑвӑрӑн кӑмӑлӑр: укҫа ытлашши пулсан, хӑтланса пӑхма та пултаратӑр: э, мӗнех ҫав, кӳренмелли те ҫук, мӗншӗн тесен Верочка нихҫан та Сторешникова качча тухасшӑн пулман, апла пулсан, ку ӗҫ нихҫан та пурнӑҫланма пултарас ӗҫ пулман, кӑна эсир, Марья Алексевна, хӑвӑр та куртӑр ӗнтӗ, хӗре вара, кирек мӗнле пулсан та, качча парас пулатех, ку ӗҫ вара ашшӗ-амӑшӗшӗн яланах убыткӑллӑ; парне парас пулать тата туй хӑй те хакла ларать, чи кирли вара парне ӗнтӗ: апла пулсан, Марья Алексевнӑпа Павел Константиныч, тӑкак тумасӑр качча тухнӑшӑн хӗре тав тумалла сирӗн!
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эсир ҫырура ирӗксӗртен каласа хунӑ: эсир, Илья Ильич, хӑвӑра юратакан ҫын мар, эсир ӑна пачах манран уйрӑласшӑн пулнипе ҫырман — эсир ҫапла тӑвасшӑн пулман, мана улталасран хӑранипе ҫапла ҫырнӑ… ҫакна совесть каланӑ, урӑхла пулнӑ пулсан, ҫыру мана кӳрентернӗ пулӗччӗ тата хам мӑнаҫлӑхшӑн эпӗ макӑрман пулӑттӑм!
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
32. Хӑвӑрӑн унчченхи кунӑрсене аса илӗр-ха: ун чухне эсир, чӑнлӑх ҫутине курнӑскерсем, мӗн чухлӗ асап куртӑр: 33. е хӑвӑра мӑшкӑл тунипе, хӗн-хур кӑтартнипе эсир ҫын кулли пултӑр, е ҫав асапсенех куракан ытти ҫынсемпе пӗрле тӳсрӗр; 34. эпӗ тӗрмере ларнӑ чухне эсир маншӑн та хуйхӑртӑр; хӑвӑр валли тӳпере паха та нихӑҫан пӗтми пурлӑх пуррине пӗлсе тӑрса, эсир кунти пурлӑхӑра турта-турта илнине савӑнса тӳсрӗр.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эй тӑвансем, халӗ ӗнтӗ Тимофей сирӗн патӑртан лайӑх хыпар илсе килчӗ: эсир ӗненсе те юратса пурӑнатӑр иккен, пире яланах ырӑпа асӑнатӑр, эпир сире курасшӑн ҫуннӑ пек, эсир те пире курасшӑн иккен — 7. ҫакӑ пире лӑплантарсах ячӗ: эй тӑванӑмӑрсем, эсир ҫапла ӗненнипе эпир, хамӑра ҫитнӗ хӗн-хура, йывӑрлӑха пӑхмасӑр, питӗ савӑнтӑмӑр; 8. эсир Ҫӳлхуҫапа пӗрле ҫирӗп тӑнӑран халӗ пирӗн те кӑмӑл ҫӗкленчӗ.
1 Фес 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.