Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах ку мӗнле числора тата хӑш ҫулта пулнине кӑтартса пама пултараймастӑп, мӗншӗн тесен эпӗ пӗррехинче кунсемпе эрнесен шутне манса кайнӑччӗ те тепӗр хут астуса илеймерӗм.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
12. Соломон ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫанӑн Ҫурт пӑлтӑрӗ умне лартнӑ парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳрсе тӑма пуҫланӑ, 13. ҫапла вӑл, Моисей ӳкӗтне уяса, кашни кун йӗркийӗ тӑрӑх пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесене кашни шӑматкунпа ҫӗнӗ уйӑхсерен тата ҫулталӑкри виҫӗ уявра — тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑр уявӗнче, эрнесен уявӗнче тата хӳшӗ уявӗнче — кӳрсе тӑнӑ.
2 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Малтанхи ҫимӗҫ кунӗнче те, Ҫӳлхуҫана ҫӗнӗ тырӑ-пулӑ парни кӳмелли кун, эрнесен уявӗнче, сирӗн сӑваплӑ пуху пултӑр; нимӗнле ӗҫ те ан ӗҫлӗр; 27. Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑллӑ парне кӳрӗр: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса, шултӑра выльӑхран икӗ пӑру, пӗр така тата [айӑпсӑр] пӗр ҫулхи ҫичӗ путек кӳрӗр, 28. ҫакӑнпа пӗрле тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ парӑр: кашни пӑру пуҫне ефан виҫҫӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, така пуҫне ефан иккӗ вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ, 29. ҫичӗ путекрен кашнийӗ пуҫне ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ парӑр, 30. тата [ҫылӑх каҫарттарма,] хӑвӑра тасатма, пӗр качака таки парӑр; 31. [Мана ҫакна] пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен яланхи парне тата унпа пӗрле кӳрекен тырӑ-пулӑ парни ҫумне хушса, эрех сапса парӑр; вӗсем сирӗн пурте айӑпсӑр пулччӑр, тенӗ.
Йыш 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Тата эрнесен уявне, тулӑ вырма пуҫланине, уявла, ҫулталӑк вӗҫӗнче ҫимӗҫ пухса кӗртнӗ ятпа авӑн уявӗ ту; 23. ҫулталӑкра виҫӗ хутчен санӑн пур арҫынну та Патша умне, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри умне, пырса тӑтӑр, 24. Эпӗ халӑхсене сан умӑнтан хӑваласа ярӑп, санӑн чиккӳсене сарӑп, эхер те эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун куҫӗ умне ҫулталӑкра виҫӗ хутчен пырса тӑрсассӑн, санӑн ҫӗрне никам та хапсӑнмӗ.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1