Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

эрнерех (тĕпĕ: эрне) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑн та, каркас пӗр эрнерех нумай ҫӗкленчӗ, рабочисен те ӗҫе планпа палӑртнӑ вӑхӑтра вӗҫлес шанӑҫ ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кашни эрнерех ҫыру яракан Женя Рявина адресӗ паллӑ мар вара.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Манӑн виҫӗ вулкан пур, вӗсене эпӗ кашни эрнерех тасатса тирпейлетӗп.

У меня есть три вулкана, я каждую неделю их прочищаю.

XIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Шупашкарти тӳре-шара кашни эрнерех лавккасенчи тавара - пӗтӗмпе 31 тӗрлине - тӗрӗслет.

Еженедельно в Чебоксарах мониторятся цены товаров из магазинов — всего по 31 разного вида.

Ҫӑкӑр, сӗт йӳнелнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35526.html

Таврӑнсан, пӗр эрнерех колхоз правленине ӗҫ ыйтма кайрӗ вӑл, правленире пулнӑ хыҫҫӑн тепӗр кунах лаша пӑхма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Туристсем ку эрнерех килсе ку проектпа паллашма пултараҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Икӗ хула хутшӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=4f3QNoZHnq4

«Сӑнчӑртан» хӑтӑлнӑ хыҫҫӑн ҫамрӑк хӗрарӑм кашни эрнерех ашшӗ-амӑш килне киле-киле кайнӑ, канӑвне те ялтах ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ара, кил-ҫурт пулсан яла кашни эрнерех ҫитме тӑрӑшатӑн, унта вара — Инесса.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Кашни эрнерех килет-и?

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кун пек амак тытнисем пӗр эрнерех ура ҫине тӑраҫҫӗ, анчах Испуханов больницӑра уйӑх ытла выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Кашни эрнерех тӗл пулаҫҫӗ ҫапла библиотекӑра Тӑвайра пурӑнакан Татьяна Семенова, Валентина Александрова, Валентина Толкова, Светлана Сергеева, Мария Кузьмина, Вера Поликарпова, Любовь Павлова тата ыттисем те.

Куҫарса пулӑш

Ал ӗҫӗ - чун киленӗҫӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... un-kilenc/

Кашни эрнерех киле ҫыру ярса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Уҫӑ партпухусене эпӗ те ҫӳреттӗм, вӗсем шӑматкун кашни эрнерех пулса иртетчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Халӗ пирӗн кашни эрнерех кино пулать.

У нас теперь еженедельно будет кино.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кашни эрнерех ҫапла.

Куҫарса пулӑш

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсем кашни эрнерех 11 лавккари хаксене тишкерсе тӑраҫҫӗ.

Сотрудники администрации города Чебоксар еженедельно анализируют цены в 11 магазинах.

Сахӑр, шурӑ ҫӑнӑх йӳнелнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34039.html

Ҫавах мар-и, икӗ тӑнлава та кашни эрнерех пӗрер шурӑ ҫӳҫ пӗрчи тухса ларать пулсан?

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Чӑнах та, ҫак эрнерех пӗр ирхине радиопа ачасем валли каланӑ чух хайхи корреспондент калаҫни илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

— Эпӗ иртнӗ эрнерех, пире Чӗмпӗртен хут килмен-и тесе, кантура кайса пӑхрӑм.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ӑна эпӗ иртнӗ эрнерех каласа хунӑ.

Я ему об этом еще на прошлой неделе сказала.

Шыв хӗрринче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех