Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

эрешмене (тĕпĕ: эрешмен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл пирӗн акӑлчан майрисем эрешмене е шапана курсан ҫухӑрса янӑ пекех шари ҫухӑрса ячӗ те каялла чакса кайрӗ.

Та завизжала и попятилась, точь-в-точь как английские дамы при виде жабы или паука.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

«Мӗнех ара, — тетӗп, — таса ӗҫ: эрешмене вӗлерсен — хӗрӗх ҫылӑх каҫать, теҫҫӗ, кӑнтӑр, анчах та шӑппӑн хӑтланӑр», — тетӗп.

«Что ж, — говорю, — дело святое: паука убить — сорок грехов простится. Убирайте, но чтоб тихо».

Раштав каҫӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 156–171 с.

Унӑн малти икӗ ури ҫук, мӗншӗн тесен, Геркулес эрешмене тытнӑ чух вӗсене асӑрхамасӑр татса пӑрахнӑ.

И если у него было шесть ног вместо восьми, это объяснялось только тем, что двух передних ног у него недоставало, а недоставало их потому, что Геркулес неосторожно оборвал их, когда ловил паука.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Бенедикт пиччене тата наркӑмӑшлӑ, Ҫӗнӗ Зеландири маори халӑхӗ «катипо» текен, ҫыртсан ҫынна та вӗлерме пултаракан эрешмене илсе кайма сӗнчӗҫ.

Кузену Бенедикту предлагали захватать с собой ядовитого паука «ка-типо», как его называют маори, укус которого смертелен для человека.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ҫапла вара, Бенедикт пичче, наукӑлла каласан, ҫӗр хуртне медицинӑри сӗлӗхрен, килти эрешмене суя скорпионран, тинӗс йӗкелне креветкӑран, кивсяка сколопендрӑран уйӑрса илеймен пулӗччӗ.

Кузен Бенедикт; откровенно говоря, не сумел бы отличить земляного червя от медицинской пиявки, домашнего паука от лжескорпиона, морского желудя от креветки, кивсяка от сколопендры.

Пӗрремӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Унтан ача шӑнана та, эрешмене те вӗлерсе хӑварать.

Ребенок кончит тем, что убьет и жертву и мучителя.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пӗри ҫине тӑрсах вилӗ эрешмене тапӑнчӗ, лешӗ хӑйӗнчен пилӗк хут пысӑкрах пулин те, вӑл ӑна йывӑҫ вулли тӑрӑх ҫӳлелле сӗтӗрсе кайрӗ.

Один из них, понатужившись, отважно взвалил на спину дохлого паука впятеро больше себя самого и потащил вверх по стволу дерева.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех