Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

эрехшӗн (тĕпĕ: эрех) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Илюш вара магазин тӗлне те пӗлмест тейӗн, мӗншӗн тесен вӑл эрехшӗн пуҫ сутмасть, пирус мӑкӑрлантарса укҫине шыва юхтармасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Чӗрӗк эрехшӗн… пӗр чӗрӗкшӗн…

За четвертинку водки… за чарочку…

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ӗлӗкрех эпӗ те сирӗн пек ҫынахчӗ, анчах чӗрӗк эрехшӗн, пӗр чӗрӗкшӗн пуҫа сутрӑм…

Выл и я когда-то, как вы, но продался за четвертинку, за чарочку…

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Малтанах вӑл ҫынсем хӑналанӑ чухне ҫеҫ ӗҫкелетчӗ, каярахпа эрехшӗн килтен япаласем йӑкӑртма та именсе тӑмарӗ…

Куҫарса пулӑш

XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Эрехшӗн ҫунаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Пирӗн Мӗтрипе Ҫтаппан эрехшӗн сӑхӑланса ҫӳренине нихҫан та курман эпӗ, — терӗ анне.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫак пӗтӗмлетӳ, сӑмах май, шур эрехшӗн тата апатшӑн хайлаллӑ хушма тӳлевпе ҫыхӑннӑ.

Эти выводы свелись, впрочем, к импровизированной надбавке платы за водку и кушанье.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Эпӗ ҫавӑн пекех ҫур кӗленче эрехшӗн йыша кӗретӗп, ҫурри — сирӗн.

Я могу также составить компанию на половину бутылки вина, а остальное ваше.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Пӗр вӑхӑтра ҫакӑн пек хыпар тухса сарӑлчӗ: пӗр бутылка эрехшӗн кашни ҫулах турра шыва кӳртме каснӑ вака кӗрекен, ӳсӗрӗлсе ҫапкаланса ҫӳрекен Цыган Митьки тӗлӗнмелле тӗлӗк курнӑ пулать, ҫавӑн хыҫҫӑн Митька ӗҫме пӑрахса, ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнсе, Спасски монастыре монаха пырса кӗнӗ пулать.

Пронесся однажды слух, будто бы Митьке-цыгану, бродяге и известному пьянице, ежегодно купавшемуся за бутылку водки в крещенской проруби, было видение, и бросил Митька пить, раскаялся и постригается в Спасскую обитель монахом.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Эсӗ ҫунтартӑн — эрехшӗн, — аван марланнӑн, куларах пуҫларӗ Род.

Род, неловко усмехаясь, сказал: — Это ты захотел водки.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.

— Ку пичкесене санӑн несӗлӳ Джон Грэй пин те ҫич ҫӗр тӑхӑр вун виҫҫӗмӗш ҫулта «Бигль» караппа Лиссабонран илсе килнӗ, эрехшӗн икӗ пин ылтӑн пиастр тӳленӗ.

— Эти бочки привез в 1793 году твой предок, Джон Грэй, из Лиссабона, на корабле «Бигль»; за вино было уплачено две тысячи золотых пиастров.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Унта упранакан эрехшӗн, пӗчӗк черкке тутанма ирӗк илсен, чӗлхине пӗр ӗҫкӗҫ ҫеҫ мар касса парӗччӗ.

Там лежит такое вино, за которое не один пьяница дал бы согласие вырезать себе язык, если бы ему позволили хватить небольшой стаканчик.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Нина сутма пулӑшнӑ эрехшӗн илнӗ укҫана пӗр фирмӑна колхозсенчен ҫӗрулми туянма панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Анчах лакейсем Ленин кашни бутылка шампански эрехшӗн 110-шар тенкӗ тӳленине, чейлӗх «ҫирӗм пилӗкшер» тенкӗ тыттара-тыттара янине манмаҫҫӗ.

Но лакеям памятны те дни, когда Ленин платил по 110 рублей за бутылку шампанского, давал по «четвертной» на чай.

9 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Сӑмах май, мӗн чухлӗ тӳлесшӗн-ха вӑл эрехшӗн?

Кстати, сколько она собирается заплатить?

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эрехшӗн вӑл лайӑх тӳлеме те шантарать.

И, добавила она, хорошо за всё заплатит.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Эрехшӗн тӳленӗ хыҫҫӑн вӑл, хӑйӗн выльӑхӗсене илсе, Палатин патне Катилина ҫурчӗ еннелле кайнӑ.

Уплатив за вино и взяв своих зверей, направился к Палатину к дому Катилины.

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Пӗр гладиаторӗ ҫеҫ каҫхи апатпа эрехшӗн тӳлесе татма тӑрса юлчӗ.

Один гладиатор остался, чтобы расплатиться за ужин и вино.

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Сӗлӗхсем начар каяҫҫӗ, — терӗ вӑл каллех, — пӗр татӑк сысна ашӗпе пӗр стакан эрехшӗн, сирӗн шӑмӑсем ыратаҫҫӗ пулсан, эпӗ сирӗн пӗҫ кӑкӗ ҫумне пӗр дюжин питех те лайӑх сӗлӗхсем лартса пама хатӗр… — тет.

«Плохо идёт торговля пиявками, — сказал он опять. — За кусок холодной свинины и стакан вина я готов вам приставить к ляжке дюжину прекраснейших пиявочек, если у вас ломота в костях…»

Пьеро хӑй мулкач ҫине утланса ларса, Ухмахсен Ҫӗршывне мӗнле пырса кӗни ҫинчен каласа кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Вӑл тухатнӑ ҫуртсенче асамӑҫсен пуҫӗсене ҫапса ҫурнӑ, постоялӑй двор хуҫи унран ҫапса шӑтарнӑ савӑтсенчен тӑкса янӑ эрехшӗн укҫа ыйтнӑ.

Он сшибал головы волшебникам в заколдованном замке, а хозяин постоялого двора требовал с него денег за пролитое вино и продырявленные бурдюки.

Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех