Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ князь ҫине тӑранаймасӑр пӑхрӑм: ӑна пурте хисепленӗрен, вӑл эполетсем ҫакса янӑран, ӑна курсан кукамай хытӑ хӗпӗртенӗрен тата вӑл ҫеҫ кукамайран ним шикленмесӗр питӗ ирӗклӗн калаҫнӑран, ӑна ma cousine тесе чӗнме те хӑйнӑран эпӗ княҫа кукамайпа танах, тен, ытларах та хисеплекен пултӑм.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ун хыҫҫӑн тӗксем тирсе тултарнӑ каскӑпа капӑр мундир тӑхӑннӑ, хулпуҫҫисем ҫине пысӑк эполетсем ҫирӗплетнӗ тата хӑйсене тӗрлӗрен хӑюсемпе капӑрлатса пӗтернӗ хӗрлӗ те тулса кайнӑ питлӗ музыкантсем утса пынӑ.
XXII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Эполетсем ҫакнӑ кӑна…
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫак эполетсем те пулин мана шанма ирӗк парӗҫ, тесе шутланӑ эпӗ, ухмах…Я думал, безумный, что по крайней мере эти эполеты дадут мне право надеяться…
Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эх, эполетсем, эполетсем!
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл пӗлмест-ха, — терӗ мана Грушницкий хӑлхаран, — ҫав эполетсем мана мӗн чухлӗ шанчӑк панине…Он не знает, — прибавил Грушницкий мне на ухо, — сколько надежд придали мне эти эполеты…
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
- 1