Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыттисене (тĕпĕ: ытти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хамӑр пултарнипе ыттисене тӗлӗнтерер, пирӗн ҫумран «сӑмса шывӗсем» аякра тӑччӑр, — терӗ руль умӗнче ларакан Иваҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Ҫӗрле чӗптӗм сасӑ та шав тӑвать те, Улька пӳрте кӗрсе ыттисене чӑрмантарас, ыйхӑран вӑратас темерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫепӗҫ те илемлӗ куллушӑн, йӑрӑс пӳллӗ кӗлеткӳшӗн, кирек мӗнле ӗҫре те вӑр-вар та ҫивӗчлӗхӳшӗн-хастаррушӑн, ыттисене хисеплеме пӗлнишӗн.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Пӗр шутласан — лайӑх та вилӗмӗ, чирлесе нушаланса выртман, ыттисене хӑйне пӑхтарса тертлентермен.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Хӑй тӗртнӗ кӑвак пиртен ҫӗленӗ кӗпине, фуфайкине тӑхӑнса ячӗ, ҫытар айӗнчи хунарне илчӗ, ыттисене вӑратасран чӗрне вӗҫҫӗн пуса-пуса, пӳрт умне васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Унтан «Ҫӗмӗрт», «Виҫӗ хурӑн» тата ыттисене шӑрантарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Хурлӑхлӑн кулса Ирина ӗҫе килнӗ малтанхи куна аса илчӗ, ҫак хапхана вӑл хӑй мӗн пӗлнине-пултарнине стройка пуҫлӑхне, ыттисене кӑтартас, унпа тӗлӗнтерес шутпа килсе кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ыттисене айӑпласа ан тӑр, — хирӗҫлерӗ Наташа, — цирка билетсене эсӗ валеҫрӗн вӗт.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Пирӗн тӑрӑхра ун пеккисене вут-ҫулӑмпа танлаштараҫҫӗ, е пӑрчӑкан пек тесе хаклаҫҫӗ, хурама пек пиҫӗ вӑл, ыттисене те ҫапла пулма вӗрентет, — терӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Обязательствӑна хӑв герой пулнине кӑтартас тесе мар, хӑв мӗнле майпа лайӑх та хӑвӑртрах ӗҫлеме пултарнине ыттисене тивӗҫлӗ ӑнлантарса палӑртмалла.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗр Римма Родионова ҫеҫ, ыттисене тӗккелесе-сирсе, ун ҫумне пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ашшӗ ҫӗрме пуян пулнӑ та, ыттисене ним вырӑнне те хумасть халь вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

Укахвине мӗн ҫитмест, Ӑна ӗнтӗ кам пӗлмест; Хӑйне ӑслӑ ҫын тесе, Ыттисене тиркесе, Хурса ҫӳп-ҫап вырӑнне Сая ячӗ ӗмӗрне.

Куҫарса пулӑш

Укахви // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 18 с.

Ӗҫке парӑнакан ҫын вӑл нихӑҫан та ырӑ туман ыттисене, яланах ураран такӑнтарнӑ, халӗ те ҫавах.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӑмӑртакан ҫын юлташӗшӗн тӑрӑшать, ыттисене хӑйпе тан пыма лайӑх майсем туса пама тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫынсем сана мала хураҫҫӗ-тек, тивӗҫна ыттисене кӑтартмаллах.

Куҫарса пулӑш

47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑл ҫук чухне бригадӑра ыттисене йывӑр килет-ҫке.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ыттисене каялла читлӗхе хупнӑ чухне пач ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ыттисене те, хӑйпе пӗрле баракра пурӑнакансене, йӗркене хӑнӑхтарма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

5 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫак меслетпех Раҫҫей ӗҫне сутнишӗн Пӗрремӗш Петӗр патша ывӑлне Алексей Петровича, Аслӑ Екатерина упӑшкине Виҫҫӗмӗш Петӗр патшана, унӑн ывӑлне Павӑл патшана, Ватикан ертӳҫине Вуннӑмӗш Иоанн папӑна, Эфиопи патшине Хайле Селасие тата ыттисене вӗлернӗ пулать.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех