Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫак статьяпа ҫирӗплетнӗ чару шайӗнчен муниципалитет пӗрлӗхӗсене хавхалантарас тӗллевпе, ҫав шутра социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн чи лайӑх кӑтартӑвӗсене тунӑшӑн, ҫут ҫанталӑк инкекӗсемпе ытти майсӑр лару-тӑру сиенӗсене пӗтернӗшӗн Чӑваш Республикин республика бюджетӗнчен уйӑрса паракан бюджетсем хушшинчи ытти трансфертсен сумми чухлӗ, ҫавӑн пекех вырӑнти бюджетсене Чӑваш Республикин республика бюджетӗнчен уйӑрса паракан бюджетсем хушшинчи ытти трансфертсен, Чӑваш Республикин республика бюджетне федераци бюджетӗнчен асӑннӑ тӗллевсем валли уйӑрса панӑ бюджетсем хушшинчи ытти трансфертсем вӗсене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтермелли ҫӑл куҫ пулса тӑраҫҫӗ, сумми чухлӗ иртме юрать.»;
Чӑваш Республикин уйрӑм Саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 87 от 28.11.2019
3. Ҫак статьян 2-мӗш пайӗпе пӑхса хӑварнӑ правасемсӗр пуҫне Уполномоченнӑйӑн федераци саккунӗсемпе, ҫак Саккунпа тата Чӑваш Республикин ытти саккунӗсемпе пӑхса хӑварнӑ ытти правасем, ҫав шутра Федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн федерацин патшалӑх органӗсен территори органӗсен, Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн органӗсен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, вӗренӳ тата медицина организацийӗсен, Чӑваш Республикин территорийӗнче вырнаҫнӑ, ачасене тата ачаллӑ ҫемьесене социаллӑ тата ытти пулӑшу ӗҫӗсем туса паракан организацисен ертӳҫисем е тата вӗсен тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан ҫынсем тата должноҫри ытти ҫынсем патне пӗр тӑхтаса тӑмасӑр кӗме право пур.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче ача прависемпе ӗҫлекен уполномоченнӑй ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №34 от 07 мая 2019 г.
Сад ӗрчетес тата пахча ҫимӗҫ туса илес ӗҫри хутшӑнусене право тӗлӗшӗнчен йӗркелессине Федераци саккунӗпе, федерацин ытти саккунӗсемпе тата Раҫҫей Федерацийӗн ытти нормативлӑ право акчӗсемпе, ҫак Саккунпа, Чӑваш Республикин ытти саккунӗсемпе тата Чӑваш Республикин ытти нормативлӑ право акчӗсемпе, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен нормативлӑ право акчӗсемпе килӗшӳллӗн туса пыраҫҫӗ.
Чӑваш Республикин бюджет дефицичӗн пӗр пайне саплаштарас тӗллевпе Чӑваш Республикин бюджетне федераци бюджетӗнчен бюджет кредичӗ парасси ҫинчен калакан килӗшӳсем ҫумне тунӑ хушма килӗшӳсене ҫирӗплетесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №46 от 10 июля 2019 г.
«61. Енчен те регистрациленӗ, тӳрремӗн тӑратнӑ кандидат суйланма килӗшни ҫинчен ҫырнӑ заявленире хӑй хӑш политика партийӗнче, ытти общество пӗрлешӗвӗнче тӑнине ҫак Саккунӑн 27 статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пӗлтернӗ пулсан, Федераци саккунӗн 35 статйин 10-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн бюллетеньре тивӗҫлӗ ҫав политика партийӗн, ытти общество пӗрлешӗвӗн ятне тата регистрациленӗ кандидатӑн ҫав политика партийӗнчи, ытти общество пӗрлешӗвӗнчи статусне кӑтартаҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен» саккунне тата Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Олег Николаев. Закон №2 от 28 февраля 2020 года
Гринландире вара Ассольпе тата Грэйпа тан ытти ҫын сахал мар: Гнорпа Карменӑн чун хӗлӗхӗсене карӑнтарса, психологин чи ҫӳлти тӳпинче сӑнарланнӑ юратӑвӗ («Гнор пурнӑҫӗ»), «телей илсе килекен» Битт-Бой лоцман, ракпа вилмеллех чирлӗскер, ҫакна пӗр сӑмахпа та, пӗчӗк систерӳпе те ыттисене кӑтартманскер («Карапсем Лисра»), таса юратупа ҫунса хӗмленме пуҫланӑ ҫамрӑк матрос Аян, тинӗс хурахӗн пурнӑҫне пӑрахӑҫланӑскер («Тинӗс пырӗ»), «хӑйӗн ҫӗр-шывне» — тинӗсе — чунпа парӑннӑ Дюк капитан (ҫак ятлӑ калав) тата ытти нумай-нумай хайлав геройӗсем Грин чӑн-чӑн классик пулнине (тӗрӗсрех — хаклав халӗ те кивелменнине) ӗнентереҫҫӗ.
Грин ҫӗр-шывне хапӑл тусамӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 5–7 с.
Тата ытти те, ытти те, ытти те…»
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Эпир, вунҫиччӗмӗш Прохор, шуҫ ӑстисен королӗ, пӑрусен принцӗ, чӑхсен графӗ тата ытти те, тата ытти те, тата ытти те, хамӑра турӑ панӑ влаҫпа усӑ курса кладовойне ҫакӑн чухлӗ ҫаратрӑмӑр: «ко — ко» — икӗ пин, «бе-бе» — вунӑ пуҫкун, «нӑрӑх-нӑрӑх» — тӑватӑ сысна пуҫӗ.
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Тата ытти те, тата ытти те, тата ытти те…
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ун ҫине пирӗн Шура ӑмсанса пӑхнӑ, мӗншӗн тесен вӑл баскетболла та ыттисенчен лайӑхрах вылять, пӑшалпа та ыттисенчен тӗлрех перет, шывра лайӑх ишет, вӑл ытти ҫӗрте те палӑрса тӑрать…
«Тӗттӗм ҫӗрсем, вут куҫӗсемпе ялкӑшӑр!» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Джим кӑмӑлсӑрланчӗ, апла тӑвиччен «кофене табак ярса хутӑштаратӑп» терӗ, ытти пирки те вӑл питӗ мӑкӑртатрӗ, нимӗн те тӑвасшӑн мар: куршанакпа та аппаланас килмест унӑн, йӗкехӳресем валли купӑс та калас килмест, ҫӗленсене, эрешменсемпе ытти ҫавнашкал чӗрчунсене те алла вӗрентесшӗн мар; ытти ӗҫсене те: перо тӑвассине, чул ҫине ҫырассипе дневник ҫырассине тата урӑх ӗҫсене те пач йышӑнасшӑн мар.
Вӑтӑр саккӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Аслӑ Дон Ҫарӗ Германи империне вырӑнта кирлӗ пулнинчен ытлашши юлакан япаласене — тӗштырӑпа ҫӑнӑх, тир-сӑран, чӗртавар, ҫӑм, пулӑ, выльӑх ҫӑвӗпе ытти ҫусем тата вӗсенчен туса кӑларакан изделисем, табак-пирус, выльӑх-чӗрлӗхпе лашасем, иҫӗм ҫырли эрехӗсем, улма-ҫырлапа ҫӗрӗҫӗн ытти продукчӗсем ытларах турттарса тухма правасем парать; вӗсем вырӑнне ӑна Германи империйӗ ял-хуҫалӑх машинисем, хими продукчӗсем, тир-сӑран экстрачӗсем, патшалӑх хучӗсем туса кӑларас енӗпе ӗҫлекен экспедицие кирлӗ хатӗр-хӗтӗрпе запас материалсем, пустав, пир-авӑр, тир-сӑран, хими, сахӑр завочӗсемпе ытти заводсене кирлӗ оборудовани тата электротехника япалисем парса тӑрӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пур енчен те паллӑ: ун пурнӑҫӗнче юрату ытти япаласемпе пӗр пекех вырӑн йышӑнать е йышӑннӑ; ытти хӗрарӑмсен вара, чӑннипе мар, сӑмахпа ҫеҫ пулин те, пурнӑҫра юрату тӗп вырӑн йышӑнать, ытти вара йӑлтах аякран иртсе каять, е юратуран юлнӑ вырӑна ҫеҫ йышӑнать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Турӑ ырлӑхӗпе Эпир, Иккӗмӗш Николай, Император тата Пӗтӗм Россия Самодержецӗ, Польша Патша, Финляндин Аслӑ княҫӗ тата ытти те, тата ытти те, тата ытти те.
XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
3) Раҫҫей Федерацийӗн нормативлӑ право акчӗсемпе, ҫак Саккунпа, Чӑваш Республикин ытти саккунӗсемпе тата Чӑваш Республикин ытти нормативлӑ право акчӗсемпе килӗшӳллӗн стратегилле планлас ӗҫ енӗпе ытти полномочисене пурӑҫласси.
Чӑваш Республикинче стратегилле планлас ӗҫ ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №4 от 13 февраля 2018 г.
12) федераци саккунӗсемпе, ҫак Саккунпа, Чӑваш Республикин ытти саккунӗсемпе тата Чӑваш Республикин ытти нормативлӑ право акчӗсемпе килӗшӳллӗн стратегилле планлас ӗҫ енӗпе ытти полномочисене пурнӑҫласси.
Чӑваш Республикинче стратегилле планлас ӗҫ ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №4 от 13 февраля 2018 г.
Стратегилле планлас ӗҫе право тӗлӗшӗнчен йӗркелесе тӑрас ӗҫре Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине тӗпе хураҫҫӗ тата ӑна федерацин конституци саккунӗсемпе, Федераци саккунӗпе, федерацин ытти саккунӗсемпе, ҫавӑн пекех вӗсемпе килӗшӳллӗн йышӑннӑ Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн, Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин, федерацин ӗҫ тӑвакан власть органӗсен нормативлӑ право акчӗсемпе, Чӑваш Республикин Конституцийӗпе, ҫак Саккунпа, Чӑваш Республикин ытти саккунӗсемпе тата Чӑваш Республикин ытти нормативлӑ право акчӗсемпе килӗшӳллӗн пурнӑҫлаҫҫӗ.
Чӑваш Республикинче стратегилле планлас ӗҫ ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №4 от 13 февраля 2018 г.
Чӑваш Республикинче тӑтӑш турттарассине йӗркелес ӗҫ-хӗле Федерацин «Раҫҫей Федерацийӗнче пассажирсене тата багажа автомобиль транспорчӗпе тата хулари ҫӗр ҫинчи электричество транспорчӗпе турттарассине йӗркелесси тата Раҫҫей Федерацийӗн уйрӑм саккунӗсен акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен» 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 220-ФЗ №-лӗ саккунӗпе (малалла – Федераци саккунӗ), федерацин ытти саккунӗсемпе тата Раҫҫей Федерацийӗн ытти нормативлӑ право акчӗсемпе, ҫак Саккунпа тата Чӑваш Республикин ытти нормативлӑ право акчӗсемпе, муниципалитетӑн нормативлӑ право акчӗсемпе йӗркелесе пыраҫҫӗ.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
1) муниципалитет службин должноҫӗсене; 2) муниципалитет должноҫӗсене; 3) Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх должноҫӗсене, Чӑваш Республикин патшалӑх должноҫӗсене, Раҫҫей Федерацийӗн ытти субъекчӗсен патшалӑх должноҫӗсене; 4) патшалӑх граждан службин должноҫӗсене, ҫар должноҫӗсене тата федерацин патшалӑх службин ытти тӗсӗсен должноҫӗсене; 5) федераци саккунӗсемпе килӗшӳллӗн ытти должноҫсене.
Чӑваш Республикин "Чӑваш республикинчи муниципалитет служби ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
45. Хӑвна валли кӑштах ҫар хӑвар та ытти халӑха килне яр, эпир иксӗмӗр вара Птолемаидӑна кайӑпӑр, вӑл хулана эпӗ санӑн аллуна парӑп, ытти керемпе ытти ҫара та, хырҫӑ пуҫтаракансен пуҫлӑхӗсене те сана парӑп, хам эпӗ кунтах таврӑнӑп; килессе те эпӗ кунта юри ҫавӑнпа килнӗччӗ, тенӗ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсем чӑнахах та хӑватлӑ та вӑйлӑ халӑх пулнине пӗлсе тӑма ӑна вӗсен вӑрҫисем ҫинчен каласа кӑтартнӑ; галатсемпе ҫапӑҫнӑ чухне мӗн тери хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартни ҫинчен, вӗсене мӗнле парӑнтарса хырҫӑ тӳлесе тӑмалла туни ҫинчен, 3. ҫавӑн пекех Испани ҫӗрӗнче унти ылтӑн-кӗмӗл кӑларакан вырӑнсене хӑйсен аллине илес тесе вӗсем мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа кӑтартнӑ: 4. хӑйсенчен темӗн чухлӗ аякра пулин те, ӑс тупса, ҫине тӑрса ҫав ҫӗре вӗсем пӗтӗмпех хӑйсен аллине илнӗ иккен, ҫавӑн пекех таҫти тӗнче хӗрринчи патшасем пыра-пыра тапӑнсассӑн та, вӗсем пурне те ҫӗмӗре-ҫӗмӗре тӑкса хӑватлӑн парӑнтарнӑ иккен, ыттисем вара вӗсене ҫулленех хырҫӑ тӳлесе тӑраҫҫӗ-мӗн; 5. вӗсем ҫавӑн пекех Филипа та, Китим патшине Персее те, хӑйсене хирӗҫ тухнӑ ытти патшана та вӑрҫӑра аркатса тӑкса парӑнтарнӑ, 6. темӗн тӗрлӗ вӑйлӑ Ази патшине Антиоха та — хӑйсене хирӗҫ ҫӗр ҫирӗм сӑланпа, утлӑ ҫарпа, вӑрҫӑ ураписемпе, питӗ йышлӑ ҫуран ҫарпа вӑрҫа тухнӑ Антиоха — ҫӗмӗрсе тӑкнӑ вӗсем; 7. ӑна вӗсем, чӗрӗллех тыткӑна илсе, ӑна хӑйне те, ун хыҫӗнчен ларакан патшасене те питӗ пысӑк хырҫӑ тӳлесе тӑмалла тунӑ, вӗсен ҫыннисене саклата илнӗ, вӗсен ҫӗрне валеҫтернӗ, 8. Инди ҫӗрне вара, Мидие те, Лидие те тата ытти лайӑх ҫӗрне те унран туртса илсе Евмений патшана панӑ; 9. вӗсене эллинсем пырса пӗтерме шухӑш тытнӑ иккен, 10. анчах Рим ҫыннисем, ҫавна пӗлсе, вӗсене хирӗҫ пӗр ҫарпуҫне янӑ, ҫапла вӗсене хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, вӗсене темӗн чухлӗ вӗлерсе тӑкнӑ, арӑмӗсене, ачисене тыткӑна илсе кайнӑ, вӗсене ҫаратса тухса ҫӗрне туртса илнӗ, керемӗсене ҫӗмӗре-ҫӗмӗре пӗтерсе, эллин халӑхне халичченех хӑйсене пӑхӑнса тӑмалла туса хӑварнӑ; 11. хӑҫан та пулин хӑйсене хирӗҫ тӑнӑ ытти патшалӑхсемпе утравсене те вӗсем ҫӗмӗрсе тӑкса парӑнтарнӑ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.