Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыткӑнӗ (тĕпĕ: ыткӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунпа та ҫӗлен пӗтмест: вӑл юлашки вӑйне пухса тӑхӑр ҫухрӑм каялла чакӗ, унтан каллех сан еннелле ыткӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Вӑл ҫичӗ ҫухрӑм каялла чакса, вут-хӗм кӑларса сан ҫинелле ыткӑнӗ, хӑватлӑ хӳрипе ҫапса кӑкӑр таран ҫӗр айне кӗртсе лартӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Ан ман: ҫӗлен каллех ултӑ ҫухрӑм каялла чакса, сан патналла ыткӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.

Куҫ хӳрипе ҫеҫ йыхӑр, кӑчӑк ҫеҫ турт — пӗри теприншӗн тем те, тем те туса пама хатӗр; хуш, чӗн — юратнӑ ҫынни хыҫҫӑн ним шухӑшласа тӑмасӑр ҫӗр варринче тухса ыткӑнӗ ҫав этемми, чӗрине, юратӑвне чӗптӗм юлмиччен кӑларса тыттарӗ, тепри вара-а…

Куҫарса пулӑш

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑл айван Вьюшка ун ҫине ыткӑнӗ те шӑммине ҫӑварӗнчен кӑларса ӳкерӗ, эпӗ вара чееленсе пырӑп та, шӑмма йӑтса кайӑп, тенӗ пулмалла.

Выскочка подскочила в том расчете, что Вьюшка, глупая, бросится на нее, выбросит кость, она же изловчится и кость унесет.

Ҫӑмӑлттай // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 57–61 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех