Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыткӑнчӗҫ (тĕпĕ: ыткӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакна шӑла ҫыртса пӑхса тӑнӑ ӑстасем тӳсрӗҫ-тӳсрӗҫ те юлашкинчен ҫыран хӗррине ыткӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун патне ку таранччен айккинче пӑхкаласа тӑракан икӗ иҫник ыткӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кантӑр уйӗнчи ҫерҫисем кӑр-карр! кӑр-карр! турӗҫ те кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе ялалла ыткӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Чӗпписем амӑшӗ пулӑ тытнине курчӗҫ те тӳрех ун патне ыткӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Нихӑшне те выҫӑ хӑвармарӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 24 с.

Анчах йыттисем иккӗшӗ те сӑнчӑрӗсене чанкӑртаттарса алӑк патнелле ыткӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Вӑл шӑл витӗр шӑхӑрчӗ те, пуҫне йӗвен чӗркесе янӑ лаши сарайӗнчен чупса тухрӗ, йыттисем хӑлхисене тӑратрӗҫ, сӑнчӑрӗсене чӑнкӑртаттарса пралук тӑрӑх хуҫи патне ыткӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Иккӗшин те чунӗсем пӗр-пӗрин патнелле ыткӑнчӗҫ курӑнать, пичӗсем йӑлтӑр ҫиҫсе илчӗҫ.

Их тянуло друг к другу как магнитом, лица светились неподдельным счастьем.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтулпа Ухтиван алӑк патнелле ыткӑнчӗҫ.

Яндул с Ухтиваном кинулись к двери.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӑна кӗрсессӗнех васкавлӑн Пӗр харӑс ыткӑнчӗҫ ҫынсем.

Куҫарса пулӑш

V // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Малтанхи сӑмаха илтсенех хир тӑрӑх «урра!» янраса кайрӗ, пӗлӗтелле таҫта инҫете картуссем ыткӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Лавсем ҫывӑхарах ҫитсен хӗрарӑмсем ҫухӑрашса малти ҫуна патне чупса пычӗҫ те иккӗн икӗ енчен тӳрех мӑрса ҫине ыткӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пушар тухнӑ пулӗ тесе, чылайӑшӗсем урамалла ыткӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хӑйсем килӗрен пуҫтарнӑ «ясака» пӗр-пӗрне кӑтартма ҫеҫ тытӑннӑ иҫниксем мӗн пур ӑпӑр-тапӑра хутаҫсемпе михӗсене чиксе утсем патне ыткӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Элентейпе Мӑрсук каччӑ ҫулне пӳлсе сарай патне ыткӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лешсем, лашисене ҫавӑрса, каялла ҫил пек хӑвӑрт ыткӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫӗрӗпе пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗнсе килнӗ пассажирсем вакун алӑкӗ патнелле ыткӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пурте ката хушшине ыткӑнчӗҫ.

Все ринулись на звук и увидели жуткую картину:

IV // Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫеҫпӗл Мишши. Ҫырнисен пуххи. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 355 с. — 162-177 c.

Хапхаран шакканипе сиксе тӑчӗҫ те алӑк патнелле ыткӑнчӗҫ, — унта Детрей аллинчи Джесси майӗпен, анчах хистевлӗн шуса анчӗ, ҫакна курсан Детрей кӑштах иккӗленсе те илчӗ: хӗр чӑнах та ҫул тӑршшӗпех тӑнран кайса выртса пынӑ-ши?

Стук ворот заставил их вскочить, и они бросились к двери, где Джесси тихо, но настойчиво сползла из объятий Детрея, заставив того усомниться, точно ли она все время была без сознания.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Хӑшӗ-пӗри ҫӗре чикеленчӗ; нумайӑшӗ, ҫав шутра ҫак пӑтӑрмах сӑпачӗ-паттӑрӗсем — Кагонгупа Мо-осве — малалла ыткӑнчӗҫ те хӳшӗсен хыҫне кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Часть попадала на землю; большинство, а с ними и герои истории — Кагонгу и Мо-Осве, разбежались, скрывшись за хижинами.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Арабсем аманнисем патне ыткӑнчӗҫ.

Арабы бросились к раненым.

XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех