Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыткӑнчӗ (тĕпĕ: ыткӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эп хам хуса ҫитетӗп ӑна! — терӗ те ҫисе ярайман хур тукмакӗ мӗнӗпех урамалла ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑнпа усӑ курса, Укаслу ӑна хӑй ҫинчен сирсе ывӑтрӗ те, сиксе тӑрса, кӗлет алӑкӗ патнелле ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Маттур урхамаха саламат кирлӗ мар, вӑл хуҫи шухӑшне ӑнланнӑн сиккипе каякан юланутсем хыҫҫӑн ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу ҫавӑнтах хыҫалтан тапӑннӑ кашкӑр ҫыртнӑ ачасем патне ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗри тӳрех ним айӑпсӑр карчӑк ҫине хаплатса сиксе ларчӗ, тепри тарма тӑнӑ Укаслу хыҫҫӑн ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лешӗ, сиккелесе, ун патне ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шурӑ ҫӑмлӑ вӑрӑм кӗрӗк арки евӗрлӗ сивӗ сывлӑш пӗтӗрӗнсе пӳртелле ыткӑнчӗ те тӳрех шӑпӑр шӑтӑкӗнчи ӑҫтиҫука урипе тапкаласа-шӑршлакаласа тӑракан сурӑх путеккине ыталаса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Андрей Пономарев вара, темле юмахри паттӑр пек, сасартӑк окопран сиксе тухрӗ те урра! кӑшкӑрса тӑшман ҫине ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Вӑл манӑн икӗ гранатӑна хӑйӗннипе пӗрле тытса окопран сиксе тухрӗ те шоссе хӗрнелле ыткӑнчӗ..

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Тусан витӗр Левенчук вирхӗнсе тухрӗ те пулемет расчечӗ патне ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

«Кӗҫех пулатчӗ!» — шиклӗн шухӑшласа малалла ыткӑнчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл, шӑллӗне пӗччен хӑварсах, шоссе еннелле ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл тӳрех ун патне ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫӳҫене те пуҫларӑм, ак, такам ман хулпуҫҫи ҫине ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Леш тӑсмакрах питлӗ йӗкӗчӗ халӗ чи-х-х-х! сунасласа илчӗ те ҫак арҫынна хирӗҫ ыткӑнчӗ, ун умне ҫитсе ӳксен, чӑр-чӑр ҫуллӑ куҫӗпе кун куҫне ҫуллакаласа, пӗрре йытӑ хӳри пек кукӑрланса, тепре сакӑр ҫӗртен йыт пырши пек авкаланса, чунне тавӑрсах, сӗлекеленсех чӗлхипе тем ҫурӗ, ҫурӗ, вара умра арҫыннӑн ҫулне уҫса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Акӑ вӑл Атӑла сикрӗ, унтан пирӗн пӑрахут еннелле ыткӑнчӗ, анчах шывӗ кӑкӑрне тӗкӗнсен, чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Сасартӑк ҫак шурӑ пӑнчӑ юханшыв порчӗ еннелле ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Шӑртне чӑнк! ҫӗкленӗ анчӑк, хӑрр! хӑрр! хӑрлаттара-хӑрлаттара, ӗнтӗ ӑҫтиҫука, хура ӗҫӗ ӑнӑҫсӑр путланнӑ кукӑр ала, хӑвалама пӑрахрӗ, пашка-пашка, чарӑнса тӑчӗ, унтан алхапӑл ман кӗпе патнелле ыткӑнчӗ, кӗпене шӑлӗсемпе ҫаклатса илчӗ, вара, пуҫне ыраш хушшинчен уй хӗррине тухса тӑнӑ тырккас пек ҫӗклесе, ман еннелле мӑкӑл-мӑкӑл хускалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Унччен те пулмин ҫывӑхри хӑва тӗми хыҫӗнчен пӗчӗк шурӑ йытӑ ҫӗмӗрттерсе тухрӗ те, ҫаплах антӑхса кайсах вӗре-вӗре, йӗкӗт еннелле ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫакна курсан анчӑк, эпӗ хӳтӗлессе шанса-ши, уборщица еннелле палт! сиксе илсе ҫӗмренӗн ыткӑнчӗ те, ҫуйӑхса, хаяр, ҫинҫе ҫивӗч сасӑпала шӑплӑха вӗттӗн таткаласа, вакласа ячӗ: хав-хав-хав-хав!!!

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех