Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыткӑнса (тĕпĕ: ыткӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл алӑсемпе пӗрре ҫапсан таҫта ҫитиччен ыткӑнса кайӑн.

Куҫарса пулӑш

1. Таркӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавӑнтах хӑвӑрттӑн сиксе тӑчӗ, ыткӑнса кайнӑ патаккине алла илсе тепӗр хут Эрнепи хыҫҫӑн чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Георгиевски урамран юланутлӑ хӗрлӗ гвардеецсем ыткӑнса тухрӗҫ, контрреволюционерсене чӑл-пар сапаласа ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пиччӗшӗпе иккӗн ыткӑнса пӗр лаша ҫинче ларса пынипе пит савӑннӑ вара Павлуш.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Синкрайт хӑпӑл-хапӑл ҫаврӑнчӗ те алӑк еннелле ыткӑнса ҫухалчӗ.

Синкрайт, спохватясь, ринулся и исчез.

ХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

— Вӗсем ан пулччӑрех, — терӗ Арколь тӑруках шурса кайса тата алӑк патнелле ыткӑнса.

— Только бы не они, — сказала, вдруг побледнев и бросаясь к дверям, Арколь.

X // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Хӑраса ӳкрӗм те — икӗ шкап хушшинчи стена ҫумнелле ыткӑнса тӗршӗнтӗм, анчах кунта кӗнисем ку еннелле пилӗк утӑм тӑвас тӑк — вулавӑшҫӑн ҫӗнӗ пулӑшуҫи Сан-ди Пруэль вӗсен куҫӗ тӗлне вӑрттӑн хуралти пек тухса тӑрать…

Я испугался — метнулся, прижавшись к стене между двух шкапов, где еще не был виден, но, если бы вошедшие сделали пять шагов в эту сторону, — новый помощник библиотекаря, Санди Пруэль, явился бы их взору, как в засаде.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Тепӗр чух Блюм хӑйне шухӑшӗпе пӑркӑчлать, анчах ҫавӑнтах умне кӑларса тӑратать: вӑл пуш хир тӗттӗмлӗхӗнче ыткӑнса пыма пуҫланӑранпа вунӑ-вун пилӗк минутран ытла иртмен-ха; ҫак самантсенче вӑхӑтӑн ҫак хушши пӗрре — ӗмӗрлӗх калӑпӑшӗччен пысӑкланать, тепре — пачах ҫухалать.

Иногда Блюм овладевал собой, но вспоминал тут же, что прошло десять — пятнадцать минут, не более, с тех пор, как скачет он в темноте пустыни; тогда этот промежуток времени то увеличивался до размеров столетия, то исчезал вовсе.

V. Шӑплӑх // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Хускалми аптӑравне аркатса Джис айккинчи ҫул ҫинелле ыткӑнса тухрӗ — хӗнесе ислетнӗн чӗтре-чӗтре ҫурма уҫӑ алӑк ҫутипе ҫапӑнчӗ!

Сломав оцепенение, Джис кинулся в боковой проход и вышел, содрогаясь, как избитый, к свету полуоткрытой двери.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.

Эпӗ сирӗн пата арӑм витӗмӗпе ыткӑнса килтӗм.

Я кинулся к вам под влиянием моей жены.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Пурнӑҫ, вилӗмшӗн чарӑнсам! — кӑшкӑрчӗ Стомадор хӗрарӑм патнелле ыткӑнса.

— Жизнь, остановись ради смерти! — крикнул Стомадор, бросаясь к ней.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Сире кӳрентернӗ-и?.. — Тиррей патнелле ыткӑнса кӑшкӑрчӗ вӑл.

— Вас оскорбили? — закричал он, бросаясь к Тиррею.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫак самантра, тӑватӑ пуҫлӑ этеме кӗтменлӗхӗн аркатуллӑ сиввипе аптӑратсах ярса, шартах сиктерсе, ҫав тери янӑравлӑ, этемле мар кӑшкӑру ҫӗртен тӳпенелле ыткӑнса ҫӗкленчӗ, тӗттӗме ҫурса салатрӗ, юрлакан ӳхлеве куҫрӗ, вӑрах ахрӑмпа ухлатрӗ те шӑпланчӗ.

В этот момент, оглушая четырехголового человека потрясающим холодом неожиданности, нечеловеческий, пронзительный вой бросился от земли к небу, рванул тьму, перешел в певучий рев, ухнул долгим эхом и смолк.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.

Сарлакаран та сарлака анлӑш мӗнне пӗлменскер ун патнелле ыткӑнса ӳкекен каплама — ҫывӑхри уй-хирпе вӑрман стенине — курнипе сиксех чӗтрет, анчах юлашкинчен тавралӑх хӑйӗн вырӑнне ларчӗ-ларчех.

Не умея овладеть громадной перспективой, он содрогался среди взметнувшихся весьма близких к нему стен из полей и лесов, но наконец пространство стало на свое место.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 85–91 с.

Хыттӑн сиксе хӑватлӑ кӗлеткипе алӑка ҫӗмӗрчӗ, сад пахчин хӳми урлӑ ыткӑнса каҫрӗ те — сенсапи тума пикенчӗ.

Разбив дверь могучим скачком, зверь прыгнул через садовую ограду и начал производить сенсацию.

III. Ҫӗнӗ «таркӑн» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.

— Хатер, — Стерс сӗтеле тапса сирпӗтрӗ, кӗтеселле ыткӑнчӗ; унта, шкап хыҫӗнче, ешчӗксен хушшинче хаҫат хучӗпе чӗркенӗ темӗскер выртать; капитан вӑрттӑн япалана ҫатӑрласа тытрӗ, палуба ҫине ыткӑнса та кӑшкӑрса хӑпарчӗ:

— Готово, — Стерс отшвырнул стол, бросился к углу, где за шкафом, среди ящиков, находилось нечто, окутанное газетной бумагой, и, схватив таинственный предмет, устремился на палубу, говоря:

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.

Нок хӳме урлӑ ыткӑнса каҫрӗ, садри тӗмсемпе клумбӑсем тӑрӑх тепӗр хӳме патнелле вирхӗнчӗ.

Перепрыгнув забор, Нок мчался по садовым кустам и клумбам к следующему забору.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Гелли чӗнмесӗр ҫырантан аяккарах кайса тӑчӗ, шывран кӗмӗл йӑлтӑркка ыткӑнса тухнине курчӗ.

Гелли, покорно отступив в глубину берега, видела, как серебряный блеск вырвался из воды.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Вӑл пӗр аллинче револьверпа, тепринче сулӑмлӑ пакетпа ыткӑнса кӗрсе тӑнӑ пӳлӗм пурнӑҫа тӗлӗнмелле юратаслӑхпа уйрӑлса тӑрать.

Комната, в которую он так стремительно ворвался, с револьвером в одной руке и тяжеловесным пакетом в другой, отличалась необыкновенной жизнерадостностью.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Бертольдӑн тар киллинчи хӗлхем евӗр — ҫак туйӑм Грэй чунӗнче темӗн арканнӑ хыҫҫӑнхи ишӗлчӗк айӗнчен ыткӑнса тухакан ҫулӑмла ялкӑшать.

Подобно искре в пороховой ступке Бертольда, — одного из тех душевных обвалов, из-под которых вырывается, сверкая, огонь.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех