Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыткӑнса (тĕпĕ: ыткӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр воинӗ хӗҫне ытла тарӑхса сулса ячӗ курӑнать, хӗҫ алӑран вӗҫерӗнчӗ те аякка ыткӑнса кайрӗ, такам лаши хырӑмне ухӑ йӗппи пек пырса тӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукайпа ҫамрӑк вырӑсӑн тек калаҫса тӑма вӑхӑт пулмарӗ, ҫывӑхри ыраш пуссинчен вӗсем ҫинелле пӗр ушкӑн юлан ут ыткӑнса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унччен те пулмарӗ, темрен хӑранипе пӳлӗннӗ Хӗлимун ыткӑнса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Каппайчӑк Хӗлимун // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 74–76 с.

Шӑпах ҫак вӑхӑтра Уҫӑп хӑй ман пата ыткӑнса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Анса ларнӑ, чӗрех! — тесе ман пата ыткӑнса пычӗ те тӗреклӗ аллисемпе ыталаса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Вутлӑ пирӗшти пек ыткӑнса ҫӳрет тет вӑл ҫичӗ ют ҫарӗсем хушшинче.

Он носится, словно огненный ангел, среди врагов на резвом коне.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтул ҫыран хӗррине тухрӗ, туран ыткӑнса анакан шыв патне пырса чӗркуҫленсе ларчӗ.

Беглец выбрался на берег, ополоснул лицо в сбегавшем с горы ручье

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтул хура пӳрте ыткӑнса пырса кӗчӗ.

Яндул забежал в дворницкую.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Ытти ҫынсем те пӗччен-иккӗн тӑрса юлма хӑранипе ҫеҫ ушкӑн пуҫӗнче ыткӑнса пыраҫҫӗ-ши?..» — шухӑшларӗ Янтул.

«Все небось в одиночку побоялись остаться, вот и побежали по двое, по трое», — подумал Яндул, словно оправдывая себя.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Сӑрт тӳпине хӑпарса ҫитнӗ те каялла вӗҫтере панӑ, унтан ҫемҫе юр ҫийӗпе ыткӑнса шунӑ.

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Сехри хӑпнӑ, анраса ӳкнӗ мулкачсем, сурӑх пек, пӗр ҫӗре пырса ҫапӑнаҫҫӗ — ҫын, тепӗр ҫӗре ыткӑнса ҫитеҫҫӗ — каллех ҫын.

Перепуганные зайцы сбиваются, как овцы, в кучу И кидаются из стороны в сторону, всюду натыкаясь на людей.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ыткӑнса пусаканни, ҫӗр ҫуммипе хыпашланӑ евӗр пыраканни.

Ступающие тяжело и едва касающиеся земли…

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Нарспи пырать вӑрманпа Темшӗн ытла ыткӑнса.

Куҫарса пулӑш

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ялтан тухрӗ, ыткӑнса Чупрӗ вӑрман ӑшнелле.

Куҫарса пулӑш

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ах, пултӑрччӗ ун кунӗ вӑрӑм, Ялан вӑл тӑтӑр ыткӑнса.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Вӑрӑм шалча илеттӗмччӗ те хытӑ чупса пыраттӑм, унтан ыткӑнса сиксе каҫаттӑм, ҫамрӑк физкультурниксем пек.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ак Анушка ҫава аврине ик аллипе тытрӗ, ак пӗвӗпе ҫӑмӑллӑн ыткӑнса сулса ячӗ, вара, хавхаланса, пӗр чарӑнмасӑр ҫулма пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӑсатнӑранпа темиҫе кун иртнӗ ӗнтӗ, апла пулин те, урамра хуткупӑс сассине илтсен, Укахви йӑпӑр-япӑр чӳрече патне ыткӑнса пырать: Галимджан мар-и, ҫав каламасть-и?

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ав мӗнле ҫирӗп кӗрсе ларнӑ иккен вӑл сан пуҫна, ниепле те тухма пӗлмест! — пӗтӗм шӑмшакӗпе каялла ыткӑнса тенкел хыҫӗ ҫине тайӑнчӗ Левентей.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку Ока Сахибшӑн пуҫхӗрлӗ ыткӑнса ӗнсене хуҫмалли тӗпсӗр шӑтӑк пулма пултарать.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех