Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыткӑнса (тĕпĕ: ыткӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халех ӗҫе тытӑнӑр! — ухмаха ернӗ пек кӑшкӑрса ячӗ Фабиан, вӗсем патнелле чӑмӑртанӑ чышкисемпе ыткӑнса.

Беритесь за работу! — истерически заорал он, кинувшись на них со сжатыми кулаками.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Захар! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ, ун патнелле ыткӑнса.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Якур никам сисиччен Анук патне ыткӑнса пычӗ те, ун пуҫӗнчи тутӑрӑ сӳсе илсе, хӑй вырӑнне кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан пасар тулашнелле ыткӑнса тухрӗ те тапах чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ҫав самантрах картишне ыткӑнса тухрӗ — арӑмӗ путвала чупса кӗрсе кайнине курса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак самантра Вова лавккаран крыльцана ыткӑнса тухрӗ, тин кӑна килсе ҫитнӗ йӗкӗте паллаймасӑр чарӑнса тӑчӗ, пӗрре ашшӗ, тепре ҫав лайӑх тумланнӑ йӗкӗт ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сергей пӳрте ыткӑнса кӗчӗ — амӑшне аллисенчен ярса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унтан ашшӗ пачах сывламаннине курсан, картишне ыткӑнса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗр алӑк патне ыткӑнса пычӗ — ӑна питӗрсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗтерчӗ ачана! — тесе ҫухӑрашса, пушар сӳнтерме чупакан ҫынсем ҫавраҫил хыҫӗнчен ыткӑнса хӑвалама пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чи малта Кукша Антунпа Вова ыткӑнса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл пӗр аллипе ҫӗлӗкне пусрӗ, тепринпе йӗмне хӑпартма тӑчӗ, анчах хӑпартса ҫитереймерӗ — тепӗр сурӑх вӑрри, Ахматша, ыткӑнса пычӗ те, тем хушӑра Энтрей йӗмне хывса та илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петр Петрович урхамахӗ, тутарсен мухтава тухнӑ чи лайӑх учӗсене ҫӗр-ҫӗр аллӑ метр кая хӑварса, ҫитес ҫӗре чи малтан ыткӑнса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӑхтав вӑхӑчӗпе усӑ курса, Уҫӑп Хрестук хыҫҫӑнах ыткӑнса тухрӗ, хӗрпе юнашар утма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫыран хӗррипе кӗпӗрленсе утакан ҫынсем патне Сахар ыткӑнса ҫитрӗ — вӗсен умне ункӑласа чӗркенӗ сӳс вӗрен пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Энтрей мыскарисем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пирӗн кунта икӗ пичке те ытла пулать, — тесе, Уля пӳрте ыткӑнса кӗрсе кайрӗ, часах шултӑркама пуҫланӑ пысӑк чӗрес ҫӗклесе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хуҫа йӑпӑр-япӑр унта ыткӑнса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Инкек-синкекрен шикленсе (ун пекки кашни ҫуркуннех. пулать), ҫавӑнтах амӑшӗсем ыткӑнса ҫитеҫҫӗ, ачисене аллисенчен ҫатӑрласа тытса, ҫыранран аяккарах сӗтӗрсе каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ладьясен ҫулне пӳлме тӑнӑ темиҫе пӗчӗк кимӗ хыттӑн пырса тӑрӑннипе айккинелле ыткӑнса кайрӗҫ, ӳпне ҫаврӑнса ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсен утлӑ ҫарӗ пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна ҫил пек ыткӑнса ҫӳрерӗ, вырӑс стрелецӗсене юлан утсенчен хӳтӗленме ҫав тери кансӗр пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех