Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыткӑнать (тĕпĕ: ыткӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑйри хытӑ ыткӑнать, Сӑмси-ҫӑвар вут тӑкать, Ҫапах ула лашаран Ик шит юлать сахалтан.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кирук тӳрех ун патне ыткӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Вӑл ҫӑра вӑрман ӑшнелле пӑлан пек ыткӑнать, каллех пӑхать: тӑшман салтакӗсем унран каярах юла пуҫларӗҫ, вӗсен хушши вӑрӑмланса пырать, анчах лешсем пурпӗр чупма пӑрахмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Амӑшӗ тӳрех Санюк патне ыткӑнать.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Халӗ Петӗр пуртӑ хыҫҫӑн ыткӑнать е урса кайса ман ҫине сиксе ӳкет пулӗ, терӗм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӗрессе те ҫатӑртатса, каҫса кайсах вӗрет, ют ҫын патне чи малтан ыткӑнать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Сехет шаккать, кун ыткӑнать, эрне сикет, уйӑх иртет — сисместӗн те ҫулталӑк вӗҫевне е мӗшӗлтетӗвне.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Пур-ҫук шывне сирпӗнтеркелесе, Альберт каялла ыткӑнать.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Чирлӗ хӗрарӑмпа упӑшки ӑна ытларах та усрӗччӗҫ, — кинӗ пырса урлӑ выртакана тӑрӑх ҫавӑрса хумасть, — Микулайпа арӑмӗ хапхара курӑннӑ-курӑнман Укка урамалла тухса ыткӑнать.

Больные старики продержали бы ее и дольше, но Клавье на дух не переносила Укку, видя в ней соперницу. Да Укка и сама старалась не встречаться с молодыми: завидит их и опрометью вон из дома.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ухтиван алӑк патнелле ыткӑнать, тухса сирпӗнет.

Ухтиван выбежал из дома.

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтул палт ҫаврӑнать те каялла ыткӑнать.

Яндул резко разворачивается и кидается назад.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мотоциклӑм — ҫил ҫунат Ыткӑнать малтан мала, Вӗҫнӗ евӗр туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Мотоциклӑм — ҫил ҫунат // Анатолий Анат. Чӑваш литературин антологийӗ: поэзи. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 598 с. — 282 с.

Тухса тарма хӑтланнӑ хӗре Ивук ура хурса ӳкерет; сиксе тӑрать те Мариҫ, шӑна пек, каллех алӑк патнелле ыткӑнать, — Шахрун ытамне ҫакланать.

Она рванулась к двери, но Ивук подставил ей подножку, Марись упала, но тут же поднявшись, сделала попытку снова прорваться к выходу и попала в объятья Шахруна.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Малта пыраканни вӑрманалла ыткӑнать, тепри шак! хытса кайса чарӑнса тӑрать.

Идущий впереди опрометью кидается в лес, другой застывает как вкопанный…

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Виҫҫӗмӗш хӗлӗх сасси илтӗнсен тин сӗрме купӑс хӑюллӑн янӑрама тытӑнать, ҫемӗ ҫитмӗл те ҫичӗ кукӑр туса малалла ыткӑнать, ҫунатланса каять, шыв сиккине пырса кӗнӗ пек кӗрлет.

Потом заговорила третья, и зазвучала мелодия увереннее, смелее забурлила, словно полая вода весной…

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван ҫурӑмӗ ҫине тар тапса тухнӑ, ҫави ҫаплах пӗр чарӑнмасӑр енчен енне ыткӑнать.

По спине Ухтивана давно струится пот, но коса все так же легко летает из стороны в сторону.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Салакайӑк сасартӑк сиксе тӑрать те тӗпелтен пуҫламан ҫӑкӑр ҫавӑрса илсе пӗр сӑмах чӗнмесӗр картишнелле ыткӑнать.

Салагаик вдруг вскакивает, хватает с полки непочатую ковригу хлеба и, не говоря ни слова, уносится во двор.

«Эпир...» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Яка Илле ури ҫине яшт сиксе тарать те алӑк патнелле ыткӑнать.

Илле, проворно вскочив на ноги, ринулся к двери.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ивук пӑртак кӗткелесе тӑрать те хӑй те ун хыҫҫӑн ыткӑнать.

Помедлив, Ивук кинулся следом.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Час-часах пирӗн пӗр летчик фашистсен виҫӗ самолетне хирӗҫ тухать, вӗсене парӑнмасть, ҫӗнтерсе, тӑшманӑн тепӗр ушкӑнӗ ҫине ыткӑнать

Куҫарса пулӑш

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех