Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыткӑнасшӑнччӗ (тĕпĕ: ыткӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ку… ҫавӑ! — кӑшкӑрса ячӗ те Цаупере Клебен ҫинелле ыткӑнасшӑнччӗ.

— Это он, — вскричал Цаупере, намереваясь броситься на Клебена.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Малтанах вӑл Таня хыҫҫӑн коридор тӑрӑх ыткӑнасшӑнччӗ, анчах кӗтесре Аристарх Аристархович Аристархова, унӑн шутсӑр ҫӳллӗ ҫӗклентернӗ хулпуҫҫийӗсене, унӑн чунсӑр куҫлӑхне, унӑн тӗнчере урӑх никам валли те вырӑн хӑвармасла тем сарлакӑш сарса янӑ аллисене курчӗ те Филька ирӗксӗрех чарӑнса тӑчӗ, вара каялла кайма шутларӗ.

Первое мгновение он было кинулся вслед за Таней по коридору, но, увидев за углом Аристарха Аристарховича Аристархова, его плечи, поднятые чрезмерно высоко, его равнодушные очки, его руки, занимавшие так много пространства, что, казалось, никому больше не оставалось места на свете, Филька остановился невольно и решил вернуться назад.

XVII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Пӗрре сиксех карта урлӑ ыткӑнасшӑнччӗ вӑл, анчах Андрей иккӗмӗш хут персе яма ӗлкӗрчӗ — нимӗҫ вара карта юпи ҫинчен тӳрех тӗмӗсем хушшине татӑлса анчӗ.

Одним махом он хотел перепрыгнуть изгородь, но Андрей успел выстрелить второй раз, и гитлеровец, оторвавшись от изгороди, круто обернулся и замертво свалился в кусты.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ун патне ыткӑнасшӑнччӗ вӑл, анчах чарӑнса тӑчӗ, тинкерсе пӑхма пуҫларӗ.

Хотел броситься к ней и остановился, стал пристально вглядываться.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех