Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ырӑлӑхӑма (тĕпĕ: ырӑлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
37. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: хамӑн ырӑлӑхӑма Израиль килне тата ҫапла кӑтартӑп — унти халӑха кӗтӳ пек ӗрчетӗп.

37. Так говорит Господь Бог: вот, еще и в том явлю милость Мою дому Израилеву, умножу их людьми как стадо.

Иез 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Эсӗ ӗлӗк Хӑвӑн сӑваплӑ ҫыннусене курӑнса калаҫнӑ чухне каланӑ: «Эпӗ паттӑрскере пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартрӑм, халӑх хушшинчен суйласа илнӗскере асла кӑлартӑм. 21. Эпӗ Давида, Хамӑн чурама, тупрӑм, ӑна Хамӑн таса ҫӑвӑмпа сӗртӗм. 22. Манӑн аллӑм унпа пӗрле пулӗ, Манӑн хӑватӑм ӑна тӗреклентерӗ. 23. Тӑшман ӑна ҫӗнтереймӗ, усаллӑх ывӑлӗ ӑна хӗсӗрлеймӗ. 24. Унӑн тӑшманӗсене хӑй умӗнчех аркатса тӑкӑп, ӑна курайманнисене пӗтерӗп. 25. Манӑн чӑнлӑхӑм, Манӑн ырӑлӑхӑм унпа пӗрле пулӗ, Манӑн ятӑмпа унӑн мӑйраки ҫӗкленӗ. 26. Унӑн аллине тинӗс ҫине хурӑп, сылтӑм аллине юханшывсем ҫине тӑсӑп. 27. Вӑл Мана: Эсӗ манӑн Аттемӗм, манӑн Туррӑм, мана ҫӑлакан тӗрекӗм тесе чӗнӗ. 28. Эпӗ ӑна малтанхи ывӑлӑм тӑвӑп, ҫӗр ҫинчи патшасенчен чи чапли тӑвӑп, 29. ырӑлӑхӑма ӑна ӗмӗрлӗхе парӑп, унпа хывнӑ халал тӗрӗс тӑрӗ. 30. Унӑн вӑрлӑхне ӗмӗр-ӗмӗрех усрӑп, патшалӑхӗн ӗмӗрне тӳпе ӗмӗрӗ чухлӗ тӑвӑп. 31. Унӑн ывӑлӗсем Манӑн саккуна пӑрахсассӑн, Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса пурӑнмасассӑн, 32. Эпӗ панӑ йӗркесене пӑссассӑн, Эпӗ хушнине тытса тӑмасассӑн, 33. вӗсен йӗркесӗрлӗхне — туяпа, вӗсен ҫылӑхне ҫапкӑчпа пырса пӑхӑп; 34. ҫавах та унран ырӑлӑхӑма туртсах илмӗп, чӑнлӑхӑма улӑштармӑп. 35. Хамӑн халала пӑсмастӑп, Хам мӗн каланине урӑхлатмастӑп. 36. Пӗрре Эпӗ Хамӑн сӑваплӑхӑмпа тупа турӑм: Давида суйӑп-и вара?

20. Некогда говорил Ты в видении святому Твоему, и сказал: "Я оказал помощь мужественному, вознес избранного из народа. 21. Я обрел Давида, раба Моего, святым елеем Моим помазал его. 22. Рука Моя пребудет с ним, и мышца Моя укрепит его. 23. Враг не превозможет его, и сын беззакония не притеснит его. 24. Сокрушу пред ним врагов его и поражу ненавидящих его. 25. И истина Моя и милость Моя с ним, и Моим именем возвысится рог его. 26. И положу на море руку его, и на реки - десницу его. 27. Он будет звать Меня: Ты отец мой, Бог мой и твердыня спасения моего. 28. И Я сделаю его первенцем, превыше царей земли, 29. вовек сохраню ему милость Мою, и завет Мой с ним будет верен. 30. И продолжу вовек семя его, и престол его - как дни неба. 31. Если сыновья его оставят закон Мой и не будут ходить по заповедям Моим; 32. если нарушат уставы Мои и повелений Моих не сохранят: 33. посещу жезлом беззаконие их, и ударами - неправду их; 34. милости же Моей не отниму от него, и не изменю истины Моей. 35. Не нарушу завета Моего, и не переменю того, что вышло из уст Моих. 36. Однажды Я поклялся святостью Моею: солгу ли Давиду?

Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Эпӗ унӑн ашшӗ пулӑп, вӑл Манӑн ывӑлӑм пулӗ, — Хамӑн ырӑлӑхӑма, сан умӗнхинчен туртса илнӗ пек, унран туртса илмӗп.

13. Я буду ему отцом, и он будет Мне сыном, - и милости Моей не отниму от него, как Я отнял от того, который был прежде тебя.

1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Эпӗ унӑн ашшӗ пулӑп, вӑл Манӑн ывӑлӑм пулӗ; вӑл ҫылӑха кӗрес пулсассӑн, Эпӗ ӑна ар туйипе этем ывӑлӗсем урлӑ хаса парӑп; 15. анчах унран Хамӑн ырӑлӑхӑма туртса илмӗп: вӑл Эпӗ сан умӑнтан сирнӗ Саул мӗн курнине — Манӑн ырӑлӑхӑмсӑр тӑрса юлнине — курмӗ.

14. Я буду ему отцом, и он будет Мне сыном; и если он согрешит, Я накажу его жезлом мужей и ударами сынов человеческих; 15. но милости Моей не отниму от него, как Я отнял от Саула, которого Я отверг пред лицем твоим.

2 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех