Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ырӑлӑхпа (тĕпĕ: ырӑлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫынсем сире юратупа, ырӑлӑхпа ҫупӑрлӗҫ.

Ждёт большой приток любви и добра со стороны окружающих людей.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫил вӗрнипе йӗри-тавра ыткӑнса вӗлкӗшекен ялавсем чун-чӗрере мӑнаҫлӑх ҫуратрӗҫ, вырӑнти пултарулӑх ушкӑнӗн хастарӗсем шӑратакан юрӑ-кӗвӗ ырӑлӑхпа канӑҫлӑх кӳчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/

— Эсӗ шуйттансен серепине лекнӗшӗн эпир те, аннӳпе иксӗмӗр, айӑплӑ: сана, пӗртен-пӗр ывӑла, йывӑрлӑхсенчен хӑтарса ӗҫре пиҫӗхтермесӗр, пахматсӑр юратса, ырӑлӑхпа чунлӑх вӑрлӑхне ҫителӗклӗ акса хӑвараймарӑмӑр, артак пӑхса ӳстертӗмӗр ҫав.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ытти ҫӗрте те ырӑлӑхпа палӑракансем пур.

Куҫарса пулӑш

Пулӑшу - чунлӑх, мӑнаҫлӑх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11514-pu ... l-kh-palli

Иртсе кайрӗҫ Ҫимӗкри Ырӑлӑхпа савӑнӑҫ.

Куҫарса пулӑш

Силпире // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Пирӗн савнӑ Нарспие Парӑр ырӑ пурӑнӑҫ, Парӑр унӑн телейне Ырӑлӑхпа савӑнӑҫ!»

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ӑна пӗр хут парать-ҫке Турӑ, Тен, ҫавӑнпа та ҫырлахан Ун вак-тӗвекӗпе, пӗлмесӗр Чӑн ырӑлӑхпа килӗнме.

Куҫарса пулӑш

XXXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чӑн малтанах ҫакӑ аслӑ ӑрӑва сума суса тав тунине палӑртакан ырӑлӑхпа хисеп кунӗ.

Прежде всего, это день добра и уважения, знак признательности старшему поколению.

Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/10/01/ole ... lih-lyudej

Эсир хӑвӑр пӑхакан ҫынсен шӑпине ырӑ витӗм кӳме ӑнтӑлни вӗсене йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме вӑй хушать, ырӑлӑхпа тӗрӗслӗхе шанма май парать.

Ваше искреннее участие в судьбах подопечных дает им силы для преодоления трудностей, поддерживает в них веру в добро и справедливость.

Михаил Игнатьев Социаллӑ ӗҫчен кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/06/08/news-3871645

Мӑнкун ҫынсене пӗр чӑмӑра пӗрлешме, вӗсен чунлӑхне аталантарма, ырӑлӑхпа ҫынлӑх идеалӗсем патнелле туртӑнма пулӑшать.

Пасха способствует единению людей, их духовному подъему и устремлению к идеалам добра и человеколюбия.

Михаил Игнатьев Мӑнкун ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/04/07/news-3819880

Эсир ырӑлӑхпа тимлӗхе сӑнарлатӑр, тӗнчене ачашлӑхпа, юратупа пуянлататӑр.

Вы являетесь воплощением доброты и чуткости, наполняете мир нежностью и любовью.

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламлани (2020) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2020/03/06/vrio-g ... ravlyaet-s

Раман, эс тульккӑш унӑн куҫӗсенче ырӑлӑхпа тасалӑхне мӗнле курма пултартӑн-ха?

Роман, интересно, как ты смог увидеть в её глазах чистоту и доброту?

Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ырӑлӑхпа туртать вӑл хӑйӗн патне.

Добротой он тянет к себе.

«Пирӗнтен пуян ҫын ҫук» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

4. Пӗрре тасалсан, ҫӳлти ырӑлӑхпа Таса Сывлӑш тивлетне илсен, 5-6. Туррӑн ырӑ сӑмахне тата пулас ӗмӗрӗн вӑйӗсене астивсен уйӑрӑлса кайнисене тепӗр хут ӳкӗнтерсе ҫӗнетме ҫук: вӗсем ӗнтӗ хӑйсен ӑшӗнче Турӑ Ывӑлне ҫӗнӗрен пӑталаҫҫӗ, Ӑна пурин умӗнче те мӑшкӑл тӑваҫҫӗ.

4. Ибо невозможно - однажды просвещенных, и вкусивших дара небесного, и соделавшихся причастниками Духа Святого, 5. и вкусивших благого глагола Божия и сил будущего века, 6. и отпадших, опять обновлять покаянием, когда они снова распинают в себе Сына Божия и ругаются Ему.

Евр 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

51. Эсӗ вара хӑвӑншӑн тӑрӑш, хӑвӑн пата тата хӑвӑн евӗрлисем патне килес мухтав ҫинчен шухӑшла; 52. ӗнтӗ сирӗн валли рай уҫса хунӑ, чӗрӗлӗх йывӑҫӗ лартнӑ, пулас вӑхӑта палӑртса хунӑ, ытлӑх-ҫитлӗх хатӗр, хула туса лартнӑ, канлӗх хатӗрленӗ, тулли ырӑлӑхпа чӑн ӑслӑлӑх пулӗ.

51. А ты заботься о себе, и подобным тебе ищи славы; 52. ибо вам открыт рай, насаждено древо жизни, предназначено будущее время, готово изобилие, построен город, приготовлен покой, совершенная благость и совершенная премудрость.

3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Салтӑр, салтӑр тӗрӗсмарлӑх тӑллисене, унччен мӗн тунишӗн каҫару ыйтса, вӗсене тӑнӑҫлӑн хӑйсен килне ярӑр; тӳпери Пурне те Тытса Тӑраканӑн, асаттемӗрсен вӑхӑтӗнчен пуҫласа паянхи кунчченех пирӗн патшалӑхӑмӑра вӗҫӗмсӗрех ырӑлӑхпа мухтав парса тӑнӑ чӗрӗ Туррӑн, ывӑлӗсене ирӗке ярӑр.

25. Разрешите, разрешите неправедные узы, отпустите их с миром в свои домы, испросив прощение в том, что прежде сделано; освободите сынов небесного Вседержителя, живаго Бога, Который от времен наших предков доныне подавал непрерывное благоденствие и славу нашему царству.

3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Сирӗн ҫине янӑ Хамӑн аслӑ ҫарӑм — хӗрлӗ шӑрчӑк, тырӑ хурчӗ, ытти хурт-кӑпшанкӑпа нӑрӑ — ҫисе янӑ ҫулхисемшӗн ырӑлӑхпа тавӑрса парӑп сире.

25. И воздам вам за те годы, которые пожирали саранча, черви, жуки и гусеница, великое войско Мое, которое послал Я на вас.

Иоиль 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Иерусалим Маншӑн хаваслӑ ят пулӗ, ҫӗр ҫинчи халӑхсемшӗн пуриншӗн те вӑл мухтавпа чап пулса тӑрӗ, вӗсем Эпӗ уншӑн тунӑ мӗнпур ырӑлӑх ҫинчен илтӗҫ, Эпӗ панӑ ырӑлӑхпа тӑнӑҫлӑхран тӗлӗнсе те чӗтресе ӳкӗҫ.

9. И будет для меня Иерусалим радостным именем, похвалою и честью пред всеми народами земли, которые услышат о всех благах, какие Я сделаю ему, и изумятся и затрепещут от всех благодеяний и всего благоденствия, которое Я доставлю ему.

Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

14. Тӗрӗс-тӗкел кунсенче ырӑлӑхпа усӑ кур, синкерлӗ кунсенче шухӑшла: ӑна та, кӑна та Турӑ этем Хӑйне хирӗҫ нимӗн те ан калайтӑр тесе тунӑ.

14. Во дни благополучия пользуйся благом, а во дни несчастья размышляй: то и другое соделал Бог для того, чтобы человек ничего не мог сказать против Него.

Еккл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Эхер те пӗр-пӗр ҫын, ҫӗр ача ҫуратса, нумай ҫул пурӑннӑ пулсассӑн, ӗмӗрӗ унӑн татах тӑсӑлса пынӑ пулсассӑн, анчах унӑн чунӗ ырӑлӑхпа киленеймен пулсассӑн, ӑна тирпейлесе те пытарайман пулсассӑн, эпӗ ҫапла каланӑ пулӑттӑм: вилӗ ҫуралнӑ ача унран телейлӗрех, тейӗттӗм, 4. мӗншӗн тесессӗн вӑл ҫӗр ҫине кӑлӑхах килсе ӗмӗрлӗх сӗмлӗхе кайнӑ, унӑн ячӗ те сӗмлӗх айне пулнӑ.

3. Если бы какой человек родил сто детей, и прожил многие годы, и еще умножились дни жизни его, но душа его не наслаждалась бы добром и не было бы ему и погребения, то я сказал бы: выкидыш счастливее его, 4. потому что он напрасно пришел и отошел во тьму, и его имя покрыто мраком.

Еккл 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех