Шырав
Шырав ĕçĕ:
Асту, ӳкӗнӳ е нит тени Арлашкин пек ҫын чӗрине хӑҫан та пулин ыраттарӗ, вӑл обкома элеклӗ ҫыру ҫырма та вӑтанман авӑ!
13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Ирпе килтен тухса кайнӑ чух, Зойӑна эпӗ: — Ан ман, пӑтӑ кӑмакара, сӗт чӳлмекре, — тесе хӑвараттӑм, — Шура ан ашкӑнтӑр, вӑл сӗтел ҫине хӑпарса ан лартӑр, ӳксе ыраттарӗ, макӑрма пуҫлӗ.
Xӗлле // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Вӑл сӑрантан, пит-куҫран лексен ыраттарӗ, пысӑк сиен кӳмӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
Санитари урапи ӑна ҫулсӑр-мӗнсӗр хирти лакӑм-тӗкӗмсенче силлесе пырӗ, суранне ыраттарӗ.Будет санитарная бричка потряхивать его на бездорожных ухабах, бередить рану.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Манӑн чи малтанах сире хытарса каламалла пулнӑ: «Эсир йӑнӑшрӑр, сирӗн умра — эсир кӗтсе тата ӗмӗтленсе пурӑннӑ ҫын мар. Тӑхтӑр-ха, вӑл сирӗн умӑра тухса тӑрӗ, эсир вара ун чухне тӑна кӗрӗр; хӑвӑр тунӑ йӑнӑш сире тарӑхтарӗ те, ҫилентерӗ те; ҫак тарӑхупа ҫилӗ ман чӗрене ыраттарӗ», — акӑ мӗн каламалла пулнӑ манӑн, эхер те эпӗ ачаранпах ӑс-пуҫӑмпа малтине курса тӑма пултарнӑ, чунӑмпа хӑюллӑрах, юлашкинчен тата, тӳрӗ кӑмӑллӑрах пулнӑ пулсан…
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кушака ӳксен те нимӗн те пулмасть, тяпписене ҫеҫ ыраттарӗ, эпир вара ӗнсе хуҫма та пултаратпӑр.Что если свалимся? Кошке ничего не будет. Лапы отобьет и все дела. А мы шею себе сломаем.
Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Епле хытӑ ыраттарӗ хӑйӗн пур ывӑлӗсене те фронтсенче ҫухатса пӗтернӗ, халӗ ӑна, юлашки ывӑлне, киле кӗтекен амӑшӗн чӗрине!
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1