Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыраттарчӗ (тĕпĕ: ыраттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑнсӑртран ӳксе урине ыраттарчӗ, — суйрӗ Богданов.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кинӗ ытла та хуйха ӳкни Ҫтаппан чӗрине ыраттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Те чул-мӗн пулнӑ: ҫамкине сисӗнмеллех ыраттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Вӗсем ирӗкре хӑваламалла е таркӑнла выляҫҫӗ, пӗри тӑрӑнса кайса сӑмсине ыраттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ырату пӗтӗм ӳте ыраттарчӗ — кӑкӑртан пуҫласа пӗҫӗ таранччен.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак хыпар Палюков чӗрине тутӑхнӑ пӑта пырса лекнӗ пекех ыраттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫак шухӑш ун чӗрине йӗппе чикнӗ пекех ыраттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫав вӑхӑтрах чуна темле йывӑр чул ыраттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ыраттармаллипех ыраттарчӗ пулас Алиса ун чӗрине.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Герасим Федотовичӑн куҫ хупанкисем чӗтренчӗҫ, тӑнлавсене юн тулса ыраттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑл хурланни Герасим Федотович чӗрине те хӗсӗнтерсех ыраттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Ӑнать те ҫке пӳтсӗре!» — кӗвӗҫсе чун-чӗрине ыраттарчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑвашсенчен ҫапла кулни, вӗсене ҫара пакарта тени Савантере питӗ килӗшмерӗ, ун чун-чӗрине самаях ыраттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫаксем пӗр харӑс килсе капланни унӑн чӗрине ыраттарчӗ, ӑна сцена ҫине тухма кансӗрлесе тӑчӗ.

И терзали его, мешая ему выйти на сцену.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Савнине аса илни Пазухин чӗрине ҫӗҫӗпе чикнӗ пек ыраттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Арӑмӗпе урлӑ-пирлӗ пулни те чӗрине самаях ыраттарчӗ унӑнне.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Чавсипе чӗркуҫҫине ыраттарчӗ пулсан та» сасӑ кӑлармарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Арӑмӗ ӗне ҫуккине аса илтерни Ҫтаппан чӗрине те ыраттарчӗ, анчах палӑртасшӑн пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Усламҫӑ хурласа чӗнни Ҫтаппанӑн суранлӑ чӗрине пушшех ыраттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Урапа кисрентернипе Ҫтаппан хӑй ҫинче ларса пыни суранне калама ҫук ыраттарчӗ, асап кӳчӗ пулсан та, вӑрӑ-хурах шарламасӑр ирттересшӗнччӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех