Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыраттарнӑ (тĕпĕ: ыраттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Матӗрне кунта ӗҫлеме пуҫланӑран вара кӑштах ыраттарнӑ крючника больницӑна леҫсен вӑл артеле пуҫӗпех таврӑнманнине нумай курнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӗ вӗсем Михаҫа кам «хӑравҫӑ» тенине те ас тумаҫҫӗ, аллине ыраттарнӑ тесе ачашланакан-кутӑнлашакан Иваҫа та аса илмеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

— Вӑт, эпир ун ҫутипе кӗнчеле арланӑ, пир тӗртнӗ, тӗрӗ тӗрленӗ, пайтах куҫа ыраттарнӑ, — тет кинемей.

Куҫарса пулӑш

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Анчах летчик урине сиктермен, ыраттарнӑ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Паллах, хӑйӗн пархатарлӑ ӗҫне халӑх манса кайни ӑна хурлантарнӑ, чӗрине ыраттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Алюнов ыраттарнӑ сулахай хул калакне темиҫе хутчен сӑтӑркаласа илчӗ те, мӑшлатса, шӑппӑн: — Ҫӗнтертӗн, Сюльдяшов! Санран иртейместӗп! — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Анкарпа чикес те пакартине юхтарса кӑларас! — кӑшкӑрчӗ хӗрлӗ сухаллӑ хусахӗ, ыраттарнӑ мӑйне сӑтӑра-сӑтӑра.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Андрей Ревлен Петровичпа юнашар утрӗ, ҫӳлли ыраттарнӑ аллине сывлӑшра выляткаларӗ те чӑмӑрӗпе ҫилӗллӗн юнаса илчӗ, анчах хыҫран чупма хӑюлӑхӗ ҫитмерӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Халь йӑлмак тӑхӑнтарса янӑ пекех, пӑркаланма ҫук! — тӳсеймерӗ Микула, чунне ыраттарнӑ шухӑшне каласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халӑх вӑйӗпе тунӑ колхоз арканма пуҫлани вӗсен чӗрисене хытах ыраттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Телейне тӑван тӑрӑхра тупнӑ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11307-te ... -khra-tupn

Ырӑмарланса хӗрелсе кайрӗ вӑл, ӑна кӑтартас мар тесе чӗркуҫҫине ыраттарнӑ пекки турӗ, пӗшкӗнсе урине сӑтӑркаларӗ.

Он вдруг покраснел и, чтобы спрятать лицо, нагнулся потереть колено — будто ударился о стол.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ивук ун патӗнче ыраттарнӑ аллине сӑтӑркаласа тӑрать.

А возле нее потирал ушибленную руку Ивук.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ыраттарнӑ курпунне сӑтӑркаласа ларакан Микки ӑна пур пӗрех палласа юлать: ҫамрӑк сутуҫӑ майра.

Потирая ушибленный горб, Микки все же успел ее разглядеть — это была жена молодого акрамовского купчишки.

Шурча пупӗ (Малалли) // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ахтупай ҫеҫ кӑшт урине ыраттарнӑ тет.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нухрат сӑмах тӗртсе чуна ыраттарнӑ хыҫҫӑн Урасмет шутласа хунӑ ӗҫ ҫинчен никампа та мар, Патирекпе хӑйӗнпе калаҫасшӑнччӗ, анчах калаҫу ырри патне илсе ҫитерес ҫуккине сиссе уҫнӑ алӑка каялла хупрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Юмӑҫ карчӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хуҫа Тукай чӑмӑртаса ыраттарнӑ аллине суллакаласа лаша пуҫӗнчи сӳс йӗвене хывса илчӗ (ӑна лашапа пӗрле пама юрамасть, унсӑрӑн килте лаша выльӑх ӗрчемест), ун вырӑнне Тукай аллинчи тем пек илемлетсе пӗтернӗ чӗн йӗвене тӑхӑнтартрӗ, сӑхман аркипе чӗркесе тытнӑ чӗлпӗре Нухрата пачӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тен, вӑл нимех те каламан пулӗ: чӑнах та, тӗрлӗ пухусенче Миша вӑхӑт нумай ирттернӗ, анчах «чӑвашсем патӗнче — пустуй» тенӗ сӑмахсем «Василь Иваныч» тесе мӑшкӑлланинчен те ытларах ыраттарнӑ ӑна.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Вӑхӑта чӑвашсем патӗнче ирттеретӗн» тени ун чӗрине пит ыраттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хытӑ ыраттарнӑ ача темӗнччен тӑраймасӑр анӑраса выртнӑ, чылай вӑхӑт иртсен ҫеҫ уксахласа, йӗре-йӗре аран килне ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Хӑранипе пӗтӗм чӗрене касса ыраттарнӑ пирки малтанхи минутсенче эпӗ пӗтрӗм, тӗппипех пӗтсе лартӑм ӗнтӗ, ҫӑлӑнма нимӗнле ӗмӗт те ҫук, тесе шутларӑм.

В первые минуты острого, причинявшего физическую боль страха я решил, что погиб, погиб окончательно и бесповоротно, что нет никакой надежды на спасение.

IX сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех