Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыраттарасшӑн (тĕпĕ: ыраттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ир пуҫласа каҫчен татти-сыпписӗр кӑшкӑрать вӑл: такама вӑрҫать, темшӗн киревсӗрленет, такам чӗрине ыраттарасшӑн тулашать.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ман чуна ытларах ыраттарасшӑн вӑл.

Куҫарса пулӑш

XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Вӑл хӑй юратнине ытла та тӗлӗнмелле, пулма пултараймасла палӑртать пулин те (тӗслӗхрен, Машӑна тӗл пулсан, вӑл яланах ӑна мӗнпе те пулин ыраттарасшӑн, е чӗпӗтет, е ывӑҫ тупанӗпе ҫапать, е хӗр сывлӑшне аран-аран ҫавӑракан пуличченех хытӑ чӑмӑртать), вӑл чӑнласах юратать, ҫакна Николай хӑй тӑванӗн хӗрне качча пама килӗшменни ҫинчен татӑклӑн каланӑ хыҫҫӑн Василий ӗҫке ерни те кӑтартса парать, вӑл хупахсем тӑрӑх ҫӳреме, чарусӑрланма пуҫларӗ, пӗр сӑмахпа каласан, вӑл хӑйне япӑхтарса ячӗ, ҫавӑнпа ӑна полици пӳртӗнче пӗрре ҫеҫ мар намӑслантарса ҫаптарчӗҫ.

Несмотря на то, что проявления его любви были весьма странны и несообразны (например, встречая Машу, он всегда старался причинить ей боль, или щипал ее, или бил ладонью, или сжимал ее с такой силой, что она едва могла переводить дыхание), но самая любовь его была искренна, что доказывается уже тем, что с той поры, как Николай решительно отказал ему в руке своей племянницы, Василий запил с горя, стал шляться по кабакам, буянить — одним словом, вести себя так дурно, что не раз подвергался постыдному наказанию на съезжей.

XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Яша, эпӗ санӑн чӗрӳне ыраттарасшӑн тесе ан шутла.

— Яша, ты не думай, что я захотел бы вольно или невольно причинить тебе боль.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Георгий Давыдович ҫак сӑмахсем ҫумне: «Кӑлӑхах Алексей хӑвна ху уйрӑм тытатӑн, хуйхӑ пуснине пӗччен ҫӗнтерме йывӑр» тесе каласшӑнччӗ те, анчах унӑн чӗрине ыраттарасшӑн мар пулнипе шарламарӗ.

Георгий Давыдович хотел к этому прибавить: «Напрасно Алексей так замкнулся в себе — одному труднее справляться с горем», — и сдержался, не желая бередить его рану.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Эпӗ сирӗн чӗрене ытлашши ыраттарасшӑн мар, анчах вӑл ӗҫре эпӗ те пулӑшма пултаратӑп пулӗ, тен, ҫавӑнпа ман тӗплӗрех пӗлме кирлӗ.

Я не хочу причинить вам лишнюю боль, мисс Луиза, но, может быть, и я могу помочь, а для этого мне надо знать подробности.

ХLVI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Икӗ ҫул хушши ӗнтӗ ачисем вилнӗ пиччӗшӗн ятне амӑшӗ умӗнче асӑнмаҫҫӗ, унӑн чунне ыраттарасшӑн мар вӗсем.

Вот уже два года, как в присутствии матери дети не произносили имени погибшего брата, боясь разбередить ее рану.

Яланлӑхах // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

Сирӗншӗн тӑрӑшатӑп вӗт-ха эпӗ, эсир пур — мана хытӑрах тапса ыраттарасшӑн.

Я же для вас стараюсь, а вы все норовите побольней меня лягнуть.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех