Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыратрӗ (тĕпĕ: ырат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анук чӗри ҫурӑлас пекех ыратрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ял тӑрӑх ҫӳрекен тӗрлӗ усал хыпарсене илтнӗ хыҫҫӑн Наҫтик чӗри тем пекех ыратрӗ пулсан та, хӗрӗпе мӑнукне халичченхи пекех ӑшшӑн йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр кунхине Татьяна шкулта хӑйне темшӗн ҫав тери йывӑр туйрӗ, пуҫӗ ыратрӗ, шӑм-шакӗ шартлама сивӗри пек чӗтрерӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Кӑҫал вара ӳкмесӗр юлнӑ виҫӗ шӑлтан пӗри питӗ хытӑ ыратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Каҫранах тӑлӑх арӑм хӑй валли вырӑн тупаймарӗ — пилӗкӗ ыратрӗ ун.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Завьялов Горький урамӗ ҫирӗм ҫул ӗлӗкрех мӗнле пулнине пӑхнӑ чух унӑн чунӗ те ыратрӗ, анчах ӑна кӑсӑклансах пӑхрӗ, аса-илӳсем ӑна асаплантарчӗҫ те, савӑнтарчӗҫ те.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӑна сывлама та йывӑр пулчӗ, ҫавӑн пек хӗснӗ ҫӗрте тата сиенленнӗ ури питӗ ыратрӗ, унӑн суранӗ каллех уҫӑлчӗ пулмалла, ӑна хӑй аттине кӑвар татки лексе урине шӑмӑ таранах ҫунтарса тухнӑ пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унӑн чӗри темшӗн ыратрӗ, пӗҫерчӗ, асапланчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫавӑнпа Палюков чунӗ тӑвӑнчӗ, ыратрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Арҫын ачан канӑҫсӑр шухӑшсемпе хӗрнӗ пуҫӗ ыратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Те кӑнтӑрла ӑшӑ тивнипе, ачан пуҫӗ ыратрӗ, ӑшӗ пӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Чӗри унӑн кӑкӑр кӑшкарне ҫӗмӗрсе тухаслах тапӑлтатрӗ, тахӑшӗ тутӑх пӑта тӑрӑнтарнӑ пекех хӗсӗне-хӗсӗне ыратрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӗри пӑчӑртатса ыратрӗ, пуҫне хуйхӑ хӗскӗчӗпе хӗсрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах амӑшӗн Ульккашӑн хуйхӑрса пулнӑ чӗре суранӗ пӗрре те пӗчӗкленмерӗ, ҫаплипех туртса ыратрӗ, канӑҫ памарӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Хальхинче унӑн ӳт-тирӗ мар, ытларах чунӗ ыратрӗ, хаярланса кайрӗ: ӑшӗнче вӑл такама тытса силлерӗ, такама мӑйӗнчен пӑврӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пуринчен ытла Лена хӑйне айӑпларӗ, пӑчӑхса вилнӗ чӗпписемшӗн чӗри ҫурӑлса каяс пек ыратрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫтаппан чӗри ҫурӑлса тухас пек ыратрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн чӗри вут ҫинче ҫуннӑ пек ыратрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ыратрӗ чӗрем те, Чун тӑвӑнчӗ ман…

Куҫарса пулӑш

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

— Пуҫ ыратрӗ.

— Голова заболела.

Кӑван хуппи уҫӑлнӑ кун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех