Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ылханлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
ылханлӑ (тĕпĕ: ылханлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ылханлӑ ҫӗршыв, ылханлӑ хулан ылханлӑ ҫынсем!

— Проклятая сторона, проклятый город, проклятые люди.

VIII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.

«О, ылханлӑ кун, ман пурнӑҫри чи ылханлӑ кун!» — терӗ Экэчо хӑй ӑшӗнче, тарласа кайнӑ хӗрлӗ питне аллисемпе темиҫе хут шӑла-шӑла.

«О, проклятый день, самый проклятый в моей жизни день!» — повторял он мысленно, вытирая руками красное, потное лицо.

Ваннӑ чӗлӗм // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Ылханлӑ ҫӗршыв, ылханлӑ ҫӗршыв! — терӗ Ульсон хӑвӑрттӑн, вырӑнӗ ҫинче ҫӗкленсе.

— Проклятая страна, проклятая страна! — говорил торопливо Ульсон, приподнимаясь на постели.

Шапа хуранӗсенчен тунӑ мӑй ҫыххи // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Ылханлӑ кун, ылханлӑ ҫынсем!

Проклятый день, проклятые люди!

VII // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

13-14. Авраам пиллӗхӗ Иисус Христос урлӑ суя тӗнлисем патне ҫиттӗр, яма пулнӑ Сывлӑша пирӗн ӗненни урлӑ илмелле пултӑр тесе, Христос пирӗншӗн ылханлӑ пулса пире саккун ылханӗнчен хӑтарнӑ (мӗншӗн тесессӗн «йывӑҫ ҫинче ҫакӑнса тӑракан кирек кам та ылханлӑ» тесе ҫырнӑ).

13. Христос искупил нас от клятвы закона, сделавшись за нас клятвою [ибо написано: проклят всяк, висящий на древе], 14. дабы благословение Авраамово через Христа Иисуса распространилось на язычников, чтобы нам получить обещанного Духа верою.

Гал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Ҫапла ӗнтӗ ӗненекенсем ӗненнӗ Авраампа пӗрле пиллӗх илеҫҫӗ, 10. саккун хушнипе пурӑнакансем вара пурте ылханлӑ пулаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫапла ҫырнӑ: «саккун кӗнекинче мӗн ҫырнине пурне те пурӑнӑҫласа пыман ҫын кирек кам та ылханлӑ» тенӗ.

9. Итак верующие благословляются с верным Авраамом, 10. а все, утверждающиеся на делах закона, находятся под клятвою. Ибо написано: проклят всяк, кто не исполняет постоянно всего, что написано в книге закона.

Гал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Алӑпа тунӑскерӗ вара хӑй те, ӑна тӑваканӗ те ылханлӑ, ҫавна тунӑшӑн, ҫӗрес япалана турӑ тенӗшӗн ылханлӑ.

8. А это рукотворенное проклято и само, и сделавший его — за то, что сделал; а это тленное названо богом.

Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Кӗнӗ чухне те ылханлӑ, тухнӑ чухне те ылханлӑ [пулӑн].

19. Проклят ты [будешь] при входе твоем и проклят при выходе твоем.

Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

16. Эсӗ хулара та ылханлӑ [пулӑн], хирте те ылханлӑ [пулӑн].

16. Проклят ты [будешь] в городе и проклят ты [будешь] на поле.

Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Симеонпа Левий — пӗртӑвансем, вӗсенӗн хӗҫӗсем — хаярлӑх хӗҫӗсем; 6. манӑн чунӑм вӗсен канашне ан кӗтӗр, манӑн мухтавӑм вӗсен пухӑвне ан пӗлтӗр; вӗсем, ҫилли тулса ҫитсессӗн, ар ҫынна вӗлерчӗҫ, кӑмӑлне чараймасӑр вӑкӑр шӑнӑрне касса татрӗҫ; 7. вӗсен ҫилли ылханлӑ, мӗншӗн тесен тискер вӑл, хаярлӑхӗ те ылханлӑ, мӗншӗн тесен усал вӑл; вӗсене Иаков ывӑлӗсем хушшинче салатӑп, Израиль ывӑлӗсем хушшинче сапалӑп.

5. Симеон и Левий братья, орудия жестокости мечи их; 6. в совет их да не внидет душа моя, и к собранию их да не приобщится слава моя, ибо они во гневе своем убили мужа и по прихоти своей перерезали жилы тельца; 7. проклят гнев их, ибо жесток, и ярость их, ибо свирепа; разделю их в Иакове и рассею их в Израиле.

Пулт 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Эпир ку танксемпе Берлина ҫитӗпӗр, ылханлӑ тӑшман пуҫне ҫапса салатӑпӑр!

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Крупп мул хуҫин хурҫине мухтатчӗ ылханлӑ Гитлер, — терӗ Виталий каласан-каласан, — хамӑр ӑстасем шӑратнӑ хурҫӑ тӗнчере чи ҫирӗппи пулчӗ, юлташсем!

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗрре ҫапсах аркатма шутларӗ пире ылханлӑ Гитлер.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗтӗм тӗнче ҫӗкленет ылханлӑ Гитлера хирӗҫ! — янӑрать председателӗн хӑватлӑ сасси каҫхи сӗмлӗхпе витӗннӗ уй-хирте.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрҫӑ-ҫке, ылханлӑ вӑрҫӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ылханлӑ пурнӑҫ темерӗн!

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ылханлӑ вӑрҫӑ пурне те пӗтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сасартӑк пӗтӗмпех ишӗлсе анчӗ — виҫҫӗшӗ те ҫав ылханлӑ вӑрҫӑра юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Пирӗн упӑшкасене, аттесене ылханлӑ вӑрҫӑ туртса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Арӑм сӑхсӑхрӗ, куҫҫуль юхтарчӗ, фронта хурлӑхлӑн ӑсатнине, ылханлӑ Суслонгера каллех аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех