Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйӑхне (тĕпĕ: ыйӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑранчӗ хӗр; йӑл-йӑл вӑл кулчӗ, Ҫӗнтерчӗ ыйӑхне йӑлтах, Ытла та кӑмӑлӗ ун тулчӗ — Хӗн-хурӗ юлчӗ хыҫалта.

Куҫарса пулӑш

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Чӗрӗ ҫын ҫывӑрас ыйӑхне татса та пулин ҫыру ҫырать.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Канлӗн выртас вырӑнне вӑл, темле йӑлӑхтаракан шухӑш ыйӑхне сирсе янӑ пек, пӗр аякран тепӗр аяк ҫине ҫаврӑна-ҫаврӑна выртнӑ.

Вместо того чтобы лежать спокойно, он ворочался с боку на бок, как будто какая-то назойливая мысль лишила его сна.

VII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Людвига вӑраннӑ, анчах ҫывӑракан упӑшкин ыйӑхне татасран хӑраса, ун ҫине нимӗн хускалмасӑр пӑхса выртать.

Людвига проснулась, но, боясь разбудить мужа, не шевелилась, рассматривая спящего.

Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Унӑн ыйӑхне йывӑҫсен хушшинче шевле пек вылянакан темӗнле пӗлмелле мар ҫутӑ сирсе ячӗ.

Его разбудил какой-то неопределённый свет, мерцавший среди деревьев, нечто вроде зарева.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫак вӑхӑтра, тенкел ҫинче канлӗн тӑсӑлса выртса, правлени хуралҫи «шурӑмпуҫӑн тутлӑ ыйӑхне» калама ҫук хытӑ хӑрлаттарнипе чӳрече кантӑкӗ чанкӑртатнӑ.

В это время, удобно растянувшись на лавке, правленческий сторож «тянул зорю», задавая такого сочного храпака, что в окне звенело стекло.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Эх, пурнӑҫ!» — терӗ те, ирхи ыйӑхне ҫывӑрса картне лартма пӳртне кӗрсе кайрӗ.

Эт, жизня!» — и идет дозоревывать.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗсен карти ҫывӑхӗнче пурӑнакан ҫын ыйӑхне те, канлӗхне те ҫухатӗ ҫав.

Кто возля ихнего пристанища живет, сну, покою лишится.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл шакла пуҫне шӑлкалать, ыйӑхне тартас тесе, питҫӑмартисене сӑтӑрать, ҫав вӑхӑтрах чейпе аппаланать.

Он гладит бритую голову, ожесточенно трет щеки, сгоняя сон, возится с чаем.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ӗнтӗ хамӑр вагона та хӑнӑхса ҫитрӗмӗр, урӑхла пулма та пултараймасть, хӑҫантанпа унта — апатне те ҫиен, ыйӑхне те ҫывӑран, вӑййи-кулли те ҫавӑнтах иртет.

Мы привыкли к нашему вагону, в котором уже столько времени спали, ели, сидели, разговаривали.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫутҫанталӑк тӗлӗрсе тӑнӑн туйӑнать, улатакка йывӑҫа такканӑ сасӑ ҫеҫ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе инҫетрен илтӗнсе килсе, ҫутҫанталӑк ыйӑхне пӑсать.

природа покоилась в оцепенении, которого не нарушал ни один звук; редко-редко долетал откуда-то издали стук дятла.

8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех