Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйӑха (тĕпĕ: ыйӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ун пек пулсан, эсӗ каҫ выртсан «Паттӑрсем ыйӑха парӑнмаҫҫӗ» ятлӑ романа вула.

Куҫарса пулӑш

Литературӑпа искусство картишӗнче // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 61–62 с.

Вӗсем судлашнӑ, уйрӑлнӑ, Макар Кузьмич частнӑй хваттерте пурӑнма тытӑннӑ, хула Советне кайса хваттер илмелли черете тӑнӑ, эрнере виҫ-тӑват хут, пӗтӗм хула тутлӑ ыйӑха путсан, хӑйӗн килне, арӑмӗ патне пырса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Эх, килте пулсан, ӑшӑ вырӑн ҫинчех ҫаптарӗччӗ, сӑптӑрӗччӗ те-ха вӑл ыйӑха

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тарӑхтармӑш ыйӑха уҫӑлтарас тесе, Лена уҫӑ сывлӑша тухрӗ, ферма ҫӑлӗнчен сивӗ шыв ӑсса килсе питне уҫӑлтарма шутларӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Юлашкинчен вӗренекенсем тарӑн ыйӑха путрӗҫ.

Ученики наконец забылись сном.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Мамӑк тӳ-шек пек утӑ капанӗ ӑшне кӗрсе вырт та ыйӑха ҫап кӑна.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗттӗм ҫӗр, ҫынсем йывӑр ыйӑха путнӑ вӑхӑтра, сарай улӑмне вут тивертесси ача вӑййи кӑна шутланнӑ уншӑн.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Иккӗлентерекен япаласем, тӗлӗнтермӗшсем, ҫӗрле те ыйӑха вӗҫтерекен экеметлӗ, пӑтранчӑк ыйтусем, этеме таҫта-таҫта илсе ҫитерекен шухӑш-ӗмӗтсем, юлашкинчен, чӗрене ҫӗҫӗ пек касса каякан аса илӳсем пурӑннӑҫемӗн ӳссе, йышланса, сарӑлса та тарӑнланса, ҫивӗчленсе те кӑткӑсланса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ыйӑха вӗҫтерсе татах та, татах та калаҫрӗҫ арҫынсем ӑшӑ пӳртре, улӑм тӳшексем ҫинче.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сисеймерӗм пулас ыйӑха путнине…

Куҫарса пулӑш

Вутӑшпи // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 50 с.

— Староста, ӳсӗрскер, урапа ҫине тӑсӑлса выртнӑ та илет кӑна ыйӑха.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫав сӑра чӳлмеккипе пӗрре ҫех ҫапас килет аскӑна, ан тив, ҫывӑрнӑ ҫӗртен вӑранмасӑрах ӗмӗрхи ыйӑха кайтӑр.

Он едва удержался, чтобы не ударить Укку кувшином из-под пива по голове, да так, чтобы она и не проснулась больше.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Йывӑҫ сулхӑнӗ аяккалла шунипе Укка хӗвел питне тухса выртнӑ та — ӑна та туймасть, ыйӑха туртать кӑна.

жена так сладко спала, что не чувствовала, как тень от березы отошла в сторону и по лицу загуляло солнце.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Уявра вара кӑмака ҫине юнашар хӑпарса выртнӑ та туртнӑ ыйӑха.

А в праздники забираются на печку и спят сладко-сладко.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Йывӑр ӗҫсем хыҫӗнчен Ыйхӑ темрен те паха: Силпи ялӗн ҫыннисем Кайрӗҫ тутлӑ ыйӑха.

Куҫарса пулӑш

Тӑватӑ вилӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Кӗтмен ҫӗртен тӗнче шуйланчӗ: Ял-йыш хавассӑн ҫухӑрать, Ҫухатнӑ ыйӑха ҫӗр анчӑк, Лаша хӑранӑ — тулхӑрать.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сахал-и ыйӑха курмасӑр, Эп сӑпкунтан самант хӑпмасӑр, Куҫа хупмасӑр, сиктерсе Ҫӗр каҫиччен-ҫке лӑплантарнӑ, Усалсенчен те хӳтерсе, Телейлӗ тӗлӗкпе кантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

IX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Каҫ путрӗ тарӑн ыйӑха, Ҫыврать Кавруҫӑн пысӑк ялӗ, Вӑл маннӑ хуйӑх-суйӑха…

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Паян ирех выртнӑ та ку таранччен ыйӑха ҫапнӑ.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл сисет ӗнтӗ, ӑна, икӗ талӑк ытла чипер ҫывӑрманскере, ыйӑх пусмӑрласа ҫитернӗ, ҫавӑнпа ыйӑха сирсе ярас тесен унӑн лайӑх кӑна ҫӑвӑнас пулать.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех