Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыйхӑпа (тĕпĕ: ыйхӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Укахви турткаланса тӑмасть — вӑл хӑех пӗлет ӑшӑ ыйхӑпа рехетленсе выртасси кахал йӑли иккенне, тата хальхи вӑхӑтра — нимӗҫ фашисчӗсемпе хаяр вӑрҫӑ пынӑ тапхӑрта, вӑрҫӑ хирӗнчи тантӑшсем-салтаксем чӑлӑм куҫ хупмасӑр тӑхлан ҫумӑр айӗнче выртнӑ чух — ӑшӑ пӳртре ҫемҫе вырӑн ҫинче ҫывӑрни те ҫут тӗнче умӗнче тем айӑп тунӑн тупӑнтарса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл халь ман ҫинчен пачах та шутламасть, тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

«Ҫывӑрах, ҫывӑрах, ывӑлӑм лӑпкӑ ыйхӑпа ҫывӑр», — тесе лӑплантарать вӑл ывӑлне.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ир еннелле тин пӗчӗк партизансем тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑрса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Юрать-ха, вӑл, хытӑ ӗшеннӗскер, ҫаплах тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑрать, вӑраннӑ пулсан, тен, асӑрхамасӑр ҫӳресе, тӑшманӑн сивӗ те хаяр куҫӗ тӗлне пулма та пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ӑна вӑл урам вӗҫӗнче, хула халӑхӗсенчен пушаннӑ каҫхи ыйхӑпа тӗлӗрсе ларакан ҫӑкасем хушшинче хӑваласа ҫитрӗ, иккӗшӗ те тӑп чарӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хветуҫпа тӗл пулнӑ каҫхине вӑл питех те тарӑн ыйхӑпа мӗн кӑнтӑрлачченех ҫывӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Лашасем утӑ кавлеҫҫӗ, ӳсӗр хӑнасем ним шухӑшсӑр тутлӑ ыйхӑпа харлаттарса ҫывӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ир-ирех, ҫынсем тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑрнӑ вӑхӑтра вӑл вӑлтисене хатӗрлет те пулла васкать.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьери килӗшӳ — ӗҫри ӑнӑҫу // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/30/c%d0%b5%d0% ... dac%d1%83/

Ырӑ тутлӑ ыйхӑпа Чӑваш ҫынни ҫывӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Хӑш вӑхӑтра вӗҫленчӗ ку калаҫу — Укахви ӑна туймарӗ, вӑл ывӑннӑскер, тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑрса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чечекпи, ҫав тери тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑраканскер, час вӑранаймарӗ, сасӑсем вӑйланнине илтсе амӑшӗ ӑна вырӑн ҫинчен сӗтӗрсех антарчӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хытӑ килнӗрен чӑм шыва ӳкнӗ учӗсене картишне кӗртсе ярса тата тӗл пулнӑ тарҫа вӗсене сӗлӗ ытларах пама хушса ҫап-ҫамрӑк йӗкӗтсем (йӗкӗтсем теме те ҫук — ачасем) хӑйсем камне каламасӑр тӳрех пӳрте чупса кӗчӗҫ те мӑрсана, ыйхӑпа суптӑрканӑскерне, тӗрткелесе тенӗ пек вырӑн ҫинчен ҫӗклесе тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑнтӑрла тӗлӗнче вӑл мӗн пур усал шухӑшсене ыйхӑпа хӑваласа ярас тесе шӑналӑк сарнӑ вырӑн ҫине кӗрсе выртса пӑхрӗ, ҫук, ҫывӑрасси пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Мӑрса арӑмӗ хӗр парать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Альтук инке кӳршӗре халап ҫапнӑ хыҫҫӑн киле таврӑннӑ тӗле Эрнепи, ывӑнса халтан кайнӑскер, путмар ҫинче тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку япала ҫынсем тарӑн ыйхӑпа ҫывӑрнӑ вӑхӑтра, тул ҫутӑлас умӗн, пулса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Выртать старик — пит канӑҫлӑ ыйхӑпа ҫывӑрнӑ пекех выртать.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ун йӗри-тавра, унӑн чӗр куҫҫисем ҫинче, уҫса хунӑ хупӑлча ҫинче ыйхӑпа юратӑвӑн ҫепӗҫ-чечен, куҫа шартаракан кӳнтеленӗсен куписем шап-шуррӑн ҫиҫеҫҫӗ.

Вокруг нее, на ее коленях, на откинутой крышке белели ворохи изысканных, ослепительных свидетелей сна и любви.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӑл киленӗҫлӗн кулнипех ҫывӑрса кайрӗ, кун пек тутлӑ ыйхӑпа вӑл тахҫантанпах ҫывӑрса курман.

Уснул он с блаженнейшей улыбкой и спал так сладко, как давно уже не спал.

Тавӑру // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7548.html

Цивилизаци тӗнчинчен инҫетре, юмахри асамлӑ вырӑнта пулнине ӑнланни — юлашки кунсенчи ӗшенӳпе пӗрле — чунне лӑпкӑлӑхпа тата ыйхӑпа тултарчӗҫ.

Сознание, что он находится в сказочной глуши, вдали от цивилизованного мира, вместе с утомлением последних дней наполнили его душу покоем и сном.

XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех